2017 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Красноармейски районӗнчи Янкас ялӗнче пурӑнакан 48 ҫулти арҫынна участковӑй хӗненӗ. Ҫакӑншӑн полицейски тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑпласшӑн. Пуҫиле ӗҫе следовательсем тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ.
Преступлени тунӑ вӑхӑтра ҫак полицейски Красноармейски районӗнчи полици уйрӑмӗн участковӑйӗ пулнӑ. Авӑн уйӑхӗнче хайхискер Янкас ҫыннине общество вырӑнӗнче ӳсӗр пулнӑшӑн тытса чарнӑ та участока илсе ҫитернӗ. Анчах лешӗ ӑна унта хӗнесрен сехӗрленсе ӳкнӗ. Нумай шухӑшласа тӑман – вӑрманалла тарнӑ вӑл. Участковӑй те парӑнман – ӳсӗр ҫынна хӑваласа ҫитнӗ те патакпа хӗненӗ.
Ку пӑтӑрмах хыҫҫӑн следстви органӗсем ҫак пӑтӑрмаха пӗтерме мерӑсем йышӑнмашкӑн представлени ҫырнӑ. Анчах участковӑя ӗҫрен кӑларман, ӑна РФ ШӖМӗн «Ҫӗрпӳ» уйрӑмне куҫарнӑ.
Чӑваш Енри юсанмалли колонире ларакан ҫын судран пулӑшу ыйтнӑ. Ӑна талӑкра 8 сехет ҫывӑрма чӑрмантарнӑ-мӗн тата камерӑра сывлӑш ҫитмен иккен.
Айӑпланнӑ ҫын ӑнлантарнӑ тӑрӑх, каҫхи 10 сехетрен пуҫласа ирхи 6-ччен колони ӗҫченӗсем обход тунӑ чухне шавлаҫҫӗ, ҫавна май талӑкра 8 сехет ҫывӑрма май ҫук.
Суда 2015-2017 ҫулсенче камерӑсенче микроклимата тӗрӗслесе ҫырнӑ протоколсене тӑратнӑ. Айӑпланнӑ арҫын ҫирӗп условисенче ларать, ҫавна май тӗрӗслев ҫӗрле те пулать. Анчах ҫывӑракансене вӑратмаҫҫӗ.
«Пӳлӗм икӗ пайран тӑрать, пурӑнмалли секцисене пайланӑ, периметрпа тимӗр читлӗхсем евӗр. Айӑпланнӑ арҫынсем ҫак пӳлӗмсенче каҫхи 6 сехетрен пуҫласа ирхи 6-ччен пулаҫҫӗ. Тимӗр читлӗхсенчи секцисене бетон стенасемпе чикӗленӗ. Ирхи апат хыҫҫӑн айӑпланнӑ ҫынсем воспитани ӗҫӗсен пӳлӗмӗнче пулаҫҫӗ», - тенӗ Шупашкарти Мускав районӗн сучӗн пресс-службинче.
Специалистсене камерӑсенче ирхине тата каҫхине микроклимата виҫме хушнӑ, анчах айӑпланнӑ ҫын тавӑҫа каялла илнӗ.
Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн Шупашкарта 43 киоска тӗпӗ-йӗрӗпех аркатӗҫ. Тепӗр 127-шӗ тӗлӗшпе халӗ судсем иртеҫҫӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ларексен пӗр пайне ҫирӗплетнӗ схемӑра лартманнине пула аркатма йышӑнаҫҫӗ, уттисен тара илнӗ тапхӑрӗ иртсе кайнӑ. Сӳтме палӑртна тӑхӑр киоск тӗлӗшпе ыйтусем ҫук: вӗсен хуҫисемпе миравай килӗшӳ алӑ пуснӑ, ыттисен шӑпине суд татса парӗ.
Палӑртса хӑвармалла, тӗп хулара 2015 ҫултанпа суд тата судченхи йышӑнусене пурнӑҫласа 138 киоска сӳтнӗ. Кӑҫал 212-шӗн тӗлӗшпе аукцион иртмелле. Вӗсен хакӗ тӗрлӗрен: 18 пин тенкӗрен пуҫласа 540 пин тенкӗ таран. Усламҫӑсен аукционра ҫӗнтерсен хальхи йышши чаплӑ киосксем лартмалла пулӗ.
ЧР Экономика аталанӑвӗн министрӗ тата вице-премьер следстви изоляторӗнче пулнине Чӑваш халӑх сайтӗнче хыпарланӑччӗ. Ӑна унта икӗ уйӑхлӑха вырнаҫтарнӑччӗ. «Правда ПФО» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ареста ҫуллаччен тӑснӑ.
Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ министрӑн арестне тӑсмалли ходатайствӑна ӗнер пӑхса тухнӑ. Суд Владимир Аврелькина ирӗке яма хирӗҫленӗ, ареста 4 уйӑхлӑха, ҫӗртмен 12-мӗшӗччен, тӑсма йышӑннӑ.
Ӗҫе федерацин хӑрушсӑрлӑх служби тӗпчет. Ку ӗҫе «Тасатмалли биологи сооруенийӗсен» директорӗпе Шупашкарти «Ордер» компани директорӗ те явӑҫнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Шупашкарти пӗр паркра йывӑҫ ҫинче беседка пулнӑ. Ӑна арҫын хӑй тӗллӗн туса лартнӑ. Вӑл унта мангал, саксем лартнӑ. Пӗр сӑмахпа, канмалли вырӑн.
Анчах нумаях пулмасть суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн йывӑҫ ҫинчи ҫурта ишсе антарнӑ. Инҫех мар вырнаҫнӑ дача хуҫисем каланӑ тӑрӑх, ҫак арҫын йывӑҫ ҫинчи беседкӑна тӗрлӗ мероприяти ирттерме тара панӑ. Анчах паллӑ ӗнтӗ: кунта нимӗнле хӑрушсӑрлӑх пирки те калаҫу ҫук.
Малтанах суд арҫынна беседкӑна хӑйӗн ирӗкӗпе ишсе антарма ыйтнӑ. Анчах вӑл хӑнк та туман. Кун хыҫҫӑн беседкӑна вӑйпах ишсе антармалла тунӑ. Ҫак ӗҫе тунине приставсем тӗрӗслесе тӑнӑ. Халӗ суд йышӑнӑвне туллин пурнӑҫланӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Монолит Плюс» строительство фирмин пуҫлӑхне тата унчченхи прорабне судпа айӑпланӑ, пӗлтӗрхи кӗркунне строительство ӗҫӗсем пурнӑҫланӑ чухне компанире ӗҫлекен икӗ ҫын тӑпра айне пулса вилнӗ. Кун пирки «МК Чебоксары» хаҫат хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Семенов урамӗнчи 2-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ. Ирхине фирма директорӗ прораба ӗҫе пурнӑҫлама кирлӗ прроект ҫуккине пӑхмасӑрах шыв канализацийӗ хума хушнӑ. Хуҫа сӑмахӗнчен иртеймесӗр прораб ку ӗҫе тума 41 тата 49 ҫулсенчи икӗ арҫынна шаннӑ. 10 сехет тӗлӗнче тӑпра йӑтӑнса аннӑ та арҫынсем ун айне пулнӑ. Виҫӗ метр тарӑнӑшӗнчискерсене туртса кӑларса ҫӑлса хӑварма май килмен.
Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн фирма директорӗн тата прорабра ӗҫленӗскерӗн икӗ ҫул ӗҫлесе татма тивӗ, унсӑр пуҫне вӗсен шалӑвӗнчен 5% тытса юлӗҫ. Компани пуҫлӑхӗн вара 2 ҫул хушши строительство тытӑмӗнчи предприятисене ертсе пыма юрамасть.
Вӑрнар районӗнчи водителе ҫуран ҫӳрекен хӗрарӑма машинӑн тӗкӗрӗпе ҫапса хӑварнӑшӑн суд тунӑ. Вӑл малтан чарӑннӑ, хӗрарӑма пӑхнӑ та малалла вӗҫтернӗ.
Хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл ҫулпа транспорта хирӗҫ утнӑ, кӳлленчӗкрен пӑрӑннӑ. Хайхискер хирӗҫ килекен машинӑна асӑрхаман, лешӗ ӑна машина тӗкӗрӗпе лектернӗ.
Ҫав кун хӗрарӑм мунчаран таврӑннӑ, ҫул урлӑ каҫса мӗншӗн тротуарпа кайманнине вӑл ӑнлантарайман. Водитель вара ун чухне тусӗсемпе вӑрмана кӑмапана кайнӑ, юлташӗсем пӗр кӗленче эрех ӗҫсе янӑ. Пӗр лавкка патне ҫитсен ҫул ҫине хӗрарӑм ӑнсӑртран сиксе тухнӑ. Водитель кӑштах темӗн ҫапӑннӑ сасӑ илтнӗ.
Водитель чарӑнсан тӗкӗр хуҫланнине асӑрханӑ, хӗрарӑм вара ӳкнӗ хыҫҫӑн ура ҫине тӑнӑ. Арҫын ӑна юраман ҫӗрте ҫул урлӑ каҫни пирки асӑрхаттарнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл киле ҫитсен 150 грамм эрех ӗҫсе выртнӑ.
Инспекторсем ун патне ҫав кунах ҫитнӗ. Судра арҫынна виҫӗ статьяпа айӑпланӑ.
Шупашкарти Ленин районӗн сучӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн 70 пин тенкӗ парӑма кӗнӗ арҫынна хваттертен кӑларса янӑ, уншӑн ӑна пӳлӗм уйӑрса панӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр ҫулла Шупашкарти ҫурт-йӗр фончӗн управленийӗ хваттершӗн ултӑ уйӑх пачах тӳлемен ҫак арҫынна хваттертен кӑларса яма ыйтса тавӑҫ тӑратнӑ. Иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче суд пулнӑ, 70 пин тенкӗ парӑма татмасан ӑна хваттерсӗр хӑварассине пӗлтернӗ. Анчах арҫын ҫакна та шута хуман — пӗр пусне те тӳлемен. Ҫавна май кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче суд арҫынпа тунӑ килӗшӗве татма, хӑйне вара 40,2 тӑваткал метр калӑпӑшлӑ хваттертен кӑларса ярса 10,2 тӑваткал метрлӑ пӳлӗмпе тивӗҫтерме йышӑннӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр хӗрарӑма коллекторсем шӑнкӑравласа йӑлӑхтарсах ҫитернӗ. Вӗсем парӑма татма ыйтнӑ.
3 эрнере коллекторсем хӗрарӑм патне 51 хутчен шӑнкӑравланӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн вара вӗсен ҫакна эрнере 8 хут кӑна тума юрать. Кун хыҫҫӑн хӗрарӑм суд приставӗсен службинчен пулӑшу ыйтнӑ.
Ӗҫе ЧР Арбитраж судӗнче пӑхса тухнӑ. Коллекторсем ларӑва пыман. Суд приставӗсем административлӑ протокол ҫырса лару-тӑрӑва уҫӑмлатнӑ. Коллектор организацийӗ парӑмҫӑн тӑванӗсем, пӗлӗшӗсем патне те шӑнкӑравланӑ.
Тепӗр суд ларӑвӗ нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулӗ. Палӑртмалла: кунашкал тӗслӗх Чӑваш Енре тата пулнӑ. Кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче кӑна 15 ҫын коллекторсем тапӑнни пирки суд приставӗсен службине заявлени ҫырнӑ.
Чӑваш Енре пӗлтӗр ҫул-йӗр ҫинчи 1246 инкеке шута илнӗ. Вӗсенче 160 ҫын вилнӗ, 1630-ӑн аманнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче ҫул-йӗр инспекторӗсем хыпарлани тӑрӑх кӑсӑклӑ пӗр тишкерӳ пичетленӗ. Ҫул-йӗр ҫинче пулса иртнӗ кашни виҫҫӗмӗш аварин сӑлтавӗ — ҫул-йӗре тивӗҫлипе тытса тӑманни.
Кӑлтӑкӗ чылай чухне пӗр пекрех: ҫул-йӗр палли ҫукки час-час тӗл пулнӑ. Кирлӗ ҫӗре ҫул-йӗр паллине вырнаҫтарманни те ҫул ҫӳрекенсене инкек патне илсе ҫитерет. Хӗллехи вӑхӑтра ҫула тивӗҫлипе тытса тӑманни те аварипе вӗҫленет.
Асӑрханӑ кӑлтӑк тӗлӗшпе ҫул-йӗр инспекторӗсем тӗрлӗ мера йышӑнаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, ҫитменлӗхе пӗтерме ыйтса яваплисем патне хут ҫыраҫҫӗ. Асӑрхаттарсан та кӑлтӑка пӗтерменнисен тӗлӗшпе прокуратурӑна евитлеҫҫӗ. Надзор органӗ вара суда тавӑҫпа тухать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |