Муркаш районӗнче пакунлӑ ҫынна суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ. Ҫав ҫынна ҫу-йӗр правилине пӑхӑнманнине пула ҫынна асӑрхамасӑр вӗлернӗ тесе айӑпласшӑн.
Аса илтерер, инкек пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Ситукасси ялӗ патӗнче пулнӑччӗ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, полици ӗҫченӗ «Фольксваген» автомобильпе пынӑ чух «Ситукасси ялӗ» общество чарӑнӑвӗ патӗнче хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Пакунлӑ ҫын шар кӑтартнӑ 54-ри хӗрарӑм ҫавӑнтах вилнӗ.
Инкек каҫхи ултӑ сехет тӗлӗнче пулнӑ. Машина пырса ҫапнипе куҫне хупни Ситуккасси ялӗнче пурӑннӑ. Йӗрке хуралҫи авари вырӑнӗнчен тапса сикмен. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл хӑй айӑпне йышӑнман.
Таджиксен наци культура центрӗн Чӑваш Енри организацийӗн ертӳҫи Абдулмаджид Гафуров ултавҫӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Республикӑн тӗп хулин Ленин район сучӗ арҫынна хупса усрама йышӑннӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Абдулмаджид Гафуров пысӑк сӗтевле ентешне пулӑшма шантарнӑ. Лешне аслӑ шкултан кӑларса янӑ-мӗн. Гафуров ӑна унта вӗренме кӗртме шантарнӑ.
Таджиксен наципе культура автономийӗн ертӳҫине Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем Мускавра пурӑнакантан пысӑк сумма илнӗ чух тытса чарнӑ. Лешӗн тӗлӗшпе право хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ иккен. Ӑна та хайхи пулӑшма шантарнӑ.
Гафуров Шупашкарта кафе тытнӑ-мӗн. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Курган-Тюбере йӗрке хуралӗнче ӗҫленӗ. Унта самана йывӑрланса кайсан Раҫҫее килнӗ.
Чӑваш Енре ҫуралнӑ 44 ҫулти арҫын 2002 ҫулта ҫынна вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл ун чухне 28-та пулнӑ. Преступлени хыҫҫӑн ӑна тытайман, федераци шыравне панӑ.
Арҫын 16 ҫул республика тулашӗнче, Покров хулинче, пытанса пурӑннӑ. Ҫак тапхӑрта вӑл ӗҫе официаллӑ майпа вырнаҫма, ҫемье ҫавӑрма, ашшӗ пулма ӗлкӗрнӗ. «Вӑл Покров хулинче пурӑннӑ. Ӗҫе вырнаҫсан Пенси фондне укҫа хывнӑ, ҫемьеленнӗ, унӑн 18 ҫул тултарман ачи пур», - тенӗ айӑпланаканӑн ваккачӗ Алексей Бодров.
Нумай ҫул шыравра пулнӑ арҫынна кӑҫал ҫу уйӑхӗнче тытса чарнӑ. Иртнӗ эрнекун пуҫиле ӗҫе Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ пӑхса тухнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2002 ҫулта арҫын подъездра тепӗр арҫынна тӗл пулнӑ, пуҫӗнчен икӗ хутчен пенӗ. Лешӗ ун умӗнче пысӑк парӑма кӗнӗ-мӗн. Кун хыҫҫӑн арҫын республикӑран тухса тарнӑ. Пистолета ҫул ҫинче пӑрахса хӑварнӑ.
Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Приговора тепӗр уйӑхран, вӗлернӗ арҫыннӑн тӑванӗсемпе кӳнтеленсенчен ыйтса пӗлсен, вулӗҫ.
Куславккара пурӑнакан 29 ҫулти арҫын ку таранччен машинӑпа пӗр шикленмесӗр, чип-чипер ҫӳренӗ. Ҫул ҫинче ҪҪХПИ ӗҫченӗсене курсан сехри те хӑпман-ши? Ара, унӑн водитель прави суя пулнӑ.
Ӑна арҫын пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗнче Мытищи хулинче 50 пин тенкӗпе туяннӑ. Кӑҫал утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ӑна ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ҫул ҫинче чарнӑ, документсене тӗрӗсленӗ. Шӑп ҫавӑн чухне унӑн прави суя пулни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
Халӗ Куславкка арҫыннин судра явап тытма тивӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе миравай судра пӑхса тухӗҫ.
Куншӑн 80 пин тенкӗ е ҫур ҫул укҫа ӗҫлесе илнӗ чухлӗ штраф тӳлеттерме, 480 сехет таран ӗҫлеттерме, тӳрленмелли ӗҫе 2 ҫул таран яма е ҫур ҫул таран арестлеме пултараҫҫӗ. Автошкулта экзамен тытмасӑрах янтӑ документпа ҫӳреме лайӑх пуль-ха та, анчах вӗренӗн те вӗҫӗ пур – явап татма тиветех.
Нумаях пулмасть Вӑрнар районӗнче 49 ҫулти арҫын 14-ри хӗрачана таптаса кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫав водителе тытса чарнӑ.
Ун чухне ӳсӗр арҫын ҫул ҫинче тӑракан хӗрача ҫине ӑнсӑртран кӗрсе кайман-мӗн. Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 16 сехет тӗлнелле ҫакскер, машинӑпа пыраканскер, икӗ хӗрачана йӗрленӗ. Хайхискер чарӑнса вӗсене салона ларма сӗннӗ. 14-ри хӗрачан тусӗ каланӑ тӑрӑх, вӗсем уялла чупса тарнӑ. Каялла ҫул хӗррине тухсан ҫав водитель машинипе вӗсем ҫинелле кайнӑ. Вӑл шӑпах 14-ри Вероника хыҫҫӑн пынӑ, ӑна ятарласа таптаса кайнӑ. Суранланнӑ хӗрачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫитес вӑхӑтра ӑна арестлеме ыйтса суда тавӑҫ тӑратӗҫ.
Комсомольски районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм кредит илнӗ те вӑхӑтра тӳлемен пулмалла: кридиторсем ӑна тапӑнма пуҫланӑ. Шӑнкӑравласа сӑмахпа ӑнлантарнипе ҫырлахман вӗсем – сывлӑхне тата пурнӑҫне сиен кӳрессипе хӑратса СМС-ҫырусем те ҫырнӑ.
Хӗрарӑм вара саккуна лайӑх пӗлет: кредиторсен унашкал хӑтланма юрамасть. Хайхискер финанс организацине суда панӑ.
Материалсене суда памашкӑн ҫителӗклӗ пухнӑ. Хӗрарӑм микрокредит организацийӗ парӑма шыраса илнӗ чухне саккуна пӑснине судьяна ӗнентернӗ. Приговорпа килӗшӳллӗн, Чулхулари кредит организацийӗн штраф тӳлемелле.
Шупашкарти Эгер бульварӗнчи пӗр ҫуртра пурӑнакан хӗрарӑм хваттерне пӗр вӗҫӗм ӑпӑр-тапӑр сӗтӗрет. Тасамарлӑха пула таракансем те, кӑшлакан чӗрчунсем те ӗрченӗ. Ара, хӗрарӑм ним те тиркемест, йӑлтах киле йӑтать: кӗленче, хӑма, пӑсӑлнӑ апат-ҫимӗҫ…
Ҫав ҫуртра пурӑнакансене ку питӗ пӑшӑрхантарать. Хваттер хуҫи таракансене пӗтерес тесе ним те тумасть. Ҫынсем ку ыйтупа хула администрацине те, Роспотребнадзора та, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине те ҫитнӗ. Специалистсем хваттере тӗрӗсленӗ, антисанитари хуҫаланнине палӑртнӑ. Анчах хӗрарӑм вӗсен асӑрхаттарӑвне хӑлхана та чикмен.
Ним тума пӗлменрен ҫынсем суда тавӑҫ тӑратнӑ. Ара, хӗрарӑм ниепле ӳкӗте кӗмест. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хваттерте кирлӗ япаласем выртаҫҫӗ.
Суд ҫынсем майлӑ пулнӑ. Хӗрарӑма хваттерне тасатттарма, дезинфекци тутарма йышӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ пулнӑ Леонид Волкова кӑштах айӑпсӑр тесе йышӑннине, ун хыҫҫӑнах ӑна тытса чарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Паян Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ Волковпа ҫыхӑннӑ ӗҫе пӑхса тухнӑ. Унта пирвайхи инстанцири суд экс-полпреда следстви изоляторне хупмалла тунине тишкернӗ. ЧР Аслӑ сучӗ унчченхи суд йышӑнӑвӗпе килӗшнӗ. Ҫапла вара Леонид Волкова следстви изоляторӗнче тытӗҫ.
Леонид Волкова хӑйне хӑй преми парса хыснана тӑкак кӳнӗ тесе айӑпласшӑн. Тӑкака вӑл, Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, тахҫанах саплаштарнӑ. Унтан та ытларах — айӑплав енӗ палӑртнӑ суммӑран ытларах та тавӑрса панӑ. Апла пулин те Леонид Волковпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах паян та вӗҫленмен-ха...
Чӑваш Енре авариллӗ ҫурт-йӗрте пурӑнакансем валли хӑтлӑ хваттерсене куҫараҫҫӗ.
Анчах хӑшӗ-пӗри ҫӗнӗ хваттере куҫасшӑн мар. Вӗсене сӗнекен условисем тивӗҫтермеҫҫӗ-мӗн. Пӗрисене ҫурт ҫывӑхӗнче шкул ҫукки шухӑшлаттарать, теприсене хваттер пӗчӗк пулни килӗшмест – ҫакнашкал тӗслӗхсем те тӗл пулаҫҫӗ.
Шупашкарта 25 авариллӗ ҫуртра пурӑнакан ҫынсем ҫӗнӗ хваттере куҫасшӑн мар. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ку ыйтӑва суд урлӑ татса параҫҫӗ.
Палӑртмалла: «Авариллӗ ҫурт-йӗртен куҫарасси» муниципалитет программипе килӗшӳллӗн хулара 263 ҫурта ишсе антармалла. Вӗсенчен 222-шне ҫӗрпе танлаштарнӑ ӗнтӗ, тепӗр 15-шне халӗ ҫӗмӗреҫҫӗ. Пӗр ҫурта списокран кӑларнӑ, мӗншӗн тесен вӑл – культура еткерлӗхӗ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 71 ҫулти старик 11 ҫулти ачана куҫ хывнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, пӑтӑрмахӗ кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулса иртнӗччӗ. Йӗрке хуралҫисене ҫавӑн пирки хыпар тепӗр кунхине, кӑнтӑрла иртни 15 сехет тӗлӗнче, ҫитнӗ. Пакунлисем тӗлӗнтермӗш этеме часах тупса палӑртнӑ.
71 ҫулти арҫын Лакрей вӑрманӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ чухне 11 ҫулти арҫын ача патне пырса ларнӑ. Уҫӑлма пӗччен тухнӑскерпе вӑл ар хутшӑнӑвӗпе ҫыхӑннӑ темӑпа калаҫу пуҫарнӑ. Килӗшӳсӗр япалана туса пӑхма сӗннӗ.
Халӗ ҫав арҫынна суд 11 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха. Арҫын унччен те айӑпланнӑ. Ачасене ырӑ мар шухӑшпа юратаканскер 17 ҫул тӗрмере ларнӑ, ирӗке 2016 ҫулта ҫеҫ тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |