
Пӗлтӗрхи Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи каҫ Ҫӗнӗ Шупашкарти каччӑ икӗ машинӑна пистолетпа персе сиенлетнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер, право хуралҫисене «Пежо» маршурт автобусӗн водителӗ машинӑн кантӑкӗ темле майпа ванни пирки евитленӗ. Темиҫе сехетрен ҫав вырӑнтах ҫул-йӗр инспекцийӗн патруль машинине сиенлетнӗ.
Право хуралҫисем кӗҫех айӑплине те палӑртнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти техникумсенчен пӗринче вӗренекен 20-ри каччӑ пулнӑ. Ҫамрӑкӑн килӗнче пневматика пистолечӗ тата пуля тупнӑ. Хайхи право хуралҫисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл юпасемпе баннерсене перес тенӗ. Харсӑрланнӑ ҫамрӑк вӑрланӑшӑн тата ҫаратнӑшӑн унччен судпа айӑпланнӑ. Халӗ ӑна суд пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 1,5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.

Чӑваш Енри юсанмалли колонисенчен пӗринче ӗҫлекен ҫынна икӗ ҫамрӑка амантнӑшӑн штрафланӑ.
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче каҫхине вӑл хӑйӗн «Hyundai Solaris» автомашинипе «А-151» автоҫулпа Ҫӗрпӳ район территорийӗпе васканӑ. Ҫулӗ те, ҫанталӑкӗ те начар пулнӑ. Руль умӗнчискер хирӗҫ ҫул ҫине асӑрхамасӑр тухса кайнӑ. Унта вӑл хирӗҫ килекен автомашинӑпа ҫапӑннӑ. Колони ӗҫченӗн машининче пулнӑ 23-ри хӗр тата 24-ри каччӑ хытах аманнӑ. Тухтӑрсем ҫавна сывлӑха йывӑр сиен кӳни тесе хакланӑ.
Колони ӗҫченӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ-ха. Анчах вӑл унччен судпа айӑпланманнине, шар курнисене укҫа парса пулӑшнине, шар курнисем пусиле ӗе чарма ыйтнине кура пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Арҫынна суд штраф панипе ҫырлахнӑ. Ҫапла вара колони ӗҫченӗн 50 пин тенкӗ тӳлеме лекӗ.

Шупашкарти онкологи диспансерӗн — ҫӗнӗ ертӳҫӗ. Ку пукана 41 ҫулти Алексей Казаков йышӑннӑ. Ҫӗнӗ тӗп тухтӑрпа коллектива паллаштарма ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов килнӗ.
Алексей Казаков онкодиспансерта 2015 ҫултанпа ӗҫлет. Унччен вӑл тӗп тухтӑрӑн сиплев енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ. Алексей Александрович И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультетне «сиплев ӗҫӗ» специальноҫпе пӗтернӗ, унтан «хирурги» тата «онкологи» специальноҫӗсемпе интернатурӑра вӗреннӗ.
Аса илтерер: онкодиспансерӑн тӗп тухтӑрӗ пулнӑ Лидия Воропаева суд сакки ҫине ларнӑ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑпланӑ.

Вӑрнар районӗнчи Чӑрӑшкас Хирлеп ялӗнче пӗрисем пӗлтӗрхи кӗрхи каҫ ик арҫынна мунчана хупса хунӑ.
24-ри каччӑпа хӗр 2018 сӳлхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче асӑннӑ яла пикен аппӑшӗ патне кайнӑ. Унта вӗсем ӗҫсе-ҫинӗ. Ҫавӑнта хӑналаннӑ тепӗр арҫынпа каччӑ кӗҫех хирӗҫсе кайнӑ. Ҫамрӑкки алла мӑлатук ярса илнӗ те аслӑраххине питӗнчен икӗ хутчен туртса ҫапнӑ. Лешӗ персе аннӑ хыҫҫӑн ӑна икӗ хутчен тапать. Кайран каччӑпа хӗр арҫынна мунчана илсе кайса хупса хураҫҫӗ.РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакна вӗсем шар курни право хуралҫисене ан пӗлтертӗр тесе тӑваҫҫӗ. Мунчара, сӑмах май, кил хуҫин тӑванӗ те пулнӑ. Вӑл унта, ӳсӗрскер, ҫывӑрма кӗрсе выртнӑ. Ҫапла вара ик арҫын хупӑ мунчара ҫӗр каҫаҫҫӗ. Ир енне алӑка аран уҫса тухаҫҫӗ.
24-ри каччӑпа хӗре суд хупса хумасӑр айӑплама йышӑннӑ. Каччӑна — 3,5 ҫуллӑха, хӗре — 3 ҫуллӑха.

Шупашкарта юр хыракан тракторӑн 30 ҫулти водителӗ айӑплине суд ҫирӗплетнӗ. Ӑна кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче нумай хваттерлӗ ҫуртӑн тирпейлӳҫине асӑрхаса ҫитереймесӗр вилмеллех таптанӑшӑн явап тыттарнӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек тӗп хулари Мир проспектӗнчи 88-мӗш б тата 100-мӗш ҫуртсен хушшинче пулнӑ. Юр хыракан трактор 34 ҫулти хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Тирпейлӳҫӗре ӗҫлекенскер йывӑр суранӗсене чӑтаймасӑр ҫавӑнтах вилсе кайнӑ.
Трактор шоферӗ хӑйӗн айӑпне тӳрех йышӑннӑ. Суд пуҫиле ӗҫе тишкернӗ вӑхӑтра ҫамрӑк арҫын ку таранччен те саккуна пӑсманнине, шар курнин амӑшне пулӑшу кӳнине шута илнӗ. Ӑна 50 пин тенкӗ штраф тӳлеттерсе пуҫиле ӗҫе хупма йышӑннӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта бассейнра 9 ҫулти арҫын ача путса вилни пирки пӗлтӗр кӗркунне пӗлтернӗччӗ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ, халӗ ӑна суд пӑхса тухнӑ.
Ачан амӑшӗ хӑйне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн укҫа тӳлеме суда тавӑҫ тӑратнӑ. Вӑл куншӑн 3 миллион тенкӗ ыйтнӑ. «Амӑшӗ кӗҫӗн ывӑлне ҫухатнӑ, унӑн пурнӑҫ пӗлтерӗшӗ пӗтнӗ. Ывӑлне ҫухатнӑскерӗн чунӗ халӗ те ыратма чарӑнман, ыйхи вӗҫнӗ, чӗри ыратма тытӑннӑ», - ҫапла палӑртнӑ документра.
Суд шкултан 1 миллион тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ. Аса илтерер: 2018 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти спорт шкулӗнче 9-ти арҫын ача бассейнра путса вилнӗ. Ҫав вӑхӑтра ашшӗ фойере ларнӑ.

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ывӑлне Олег Ладыкова килти ареста лартни пирки пӗлтернӗччӗ. Калинин районӗн судӗнче суд процессӗ пуҫланнӑ, пӗрремӗш лару ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртӗ.
Ладыков хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ-мӗн, ӗҫе уйрӑм йӗркепе пӑхса тухма ыйтнӑ (айӑпне ӗнентерекен ӗҫсене тӗпчемеҫҫӗ, чи пысӑк срокӑн 2/3 пайӗнчен ытларах тӗрмене лартмаҫҫӗ). Анчах прокуратура хирӗҫ, ҫавӑнпа ӗҫе ахаль йӗркепех пӑхса тухӗҫ.
Суд Ладыковӑн килти арестне пӑрахӑҫланӑ, анчах урӑх чарусем пур: каҫхи 10 сехет хыҫҫӑ килтен тухма, преступление хутшӑннӑ ҫынсемпе калаҫма юрамасть. Кунсӑр пуҫне патшалӑх органӗ ирӗк памасӑр вӑл урӑх хулана каяймасть.
Аса илтерер: Ладыков-кӗҫӗннине ҫынна хӗненӗшӗн, влаҫ ҫыннине хур кӑтартнӑшӑн айӑпласшӑн. Ӑна нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче тытса чарнӑ.

Шупашкарта Элӗк район хӗрне явап тыттарнӑ. Ӑна хӑйӗн ячӗпе предприяти уҫнӑшӑн явап тыттарнӑ.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 25 ҫулти хӗр юридици сӑпачӗлле организацие укҫашӑн уҫма килӗшнӗ. Уншӑн ӑна 3 пин тенкӗ сӗнекен пулнӑ. Ҫавна май вӑл налук инспекцийӗнче хӑйӗн ячӗпе предприяти уҫтарнӑ, хут ҫинче унӑн тӗп пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ, анчах хӑй вӑл организацире ӗҫлемен. Ҫав вӑхӑтрах ҫӗнӗ организацие Патшалӑхӑн пӗрлехи реестрне кӗртнӗ.
Предприяти-организаци уҫма документсемпе саккуна пӑсса усӑ курнӑшӑн хӗре РФ Пуҫиле кодексӗн 173-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Вӑл унччен судпа айӑпланманнине шута илсе пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ, 15 пин тенкӗ суд штрафӗ
панипех ҫырлахнӑ.

Ҫӗрпӳре вырнаҫнӑ арҫынсен юсанмалли 9-мӗш колонийӗнче ӗҫленӗ ҫамрӑк арҫынна суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Вӑл айӑплава асӑннӑ учрежденире ирттерекенсене карас телефонӗсемпе тивӗҫтернӗ.
22 ҫулти ҫамрӑка сӗтев илнӗшӗн тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн айӑпласа суд тӗрмене хупмасӑр 4 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Колони ӗҫченӗ унта айӑплава ирттерекен пӗр ҫынна 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнчен пуҫласа кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗччен пӗр сим-карта тата виҫӗ карас телефонӗ кӗртсе панӑ. Уншӑн лешӗ тав тумалла 13 пин тенкӗ тӳленӗ.
Колонин ӗҫченӗ унсӑр пуҫне тата тепӗр тӑватӑ телефон илсе кӗртсе пама пулнӑ. Уншӑн 40 пин тенкӗ пама пулнӑ. Анчах банкри счет ҫине 1,5 пин тенкӗ ҫеҫ куҫарса панине кура телефонлӑ туман.

Чӑваш Енри юсанмалли учрежденисенче саккунсене епле пӑхӑннине тӗрӗслесе тӑракан прокурорта тӑрӑшнӑ ҫынна суд ӗҫе илме килӗшмен.
Чӑваш Енӗн прокуратуринче ӗҫленӗ ҫав ҫын маларах тӗрмесенчи йӗркене пӑхса тӑрассипе тӑрӑшнӑ.
2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӑна прокурор сӑмахне тытман тата прокурор ӗҫченӗн ятне янӑ тесе ӗҫрен хӑтарнӑ. Ҫапла тӑвасси ҫинчен калакан хушӑва Раҫҫейӗн тӗп прокурорӗ алӑ пуснӑ.
Прокурор пулнӑ ҫын капла йышӑнупа килӗшмесӗр суда ҫитнӗ. Вӑл хӑйне ӗҫе каялла илме ыйтнӑ, ӗҫре ирӗксӗр пулайман кунсемшӗн вӑтам шалу шыраса илесшӗн пулнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, прокурор Ҫӗрпӳри 2-мӗш изоляторти хӑйӗн паллакан ҫыннисем патне пынӑ. Ҫакӑ надзор органӗнче калаҫу ҫуратнӑ.
