Чӑваш Ен арҫынни 10 ҫул вилнисен йышӗнче шутланнӑ. Анчах вӑл чиперех утса ҫӳренӗ. Арҫын Хабаровскри суд тӗрӗс мар йышӑну тунине 10 ҫул ӗнентерме тӑрӑшнӑ.
Хӑй чӗрӗ-сывӑ пулнине арҫын суда хӑй тӗллӗн ӗнентереймен. Чылай вӑхӑт усӑсӑр тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн вӑл Чӑваш Енри ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйран Надежда Прокопьевӑран пулӑшу ыйтнӑ.
Кун хыҫҫӑн специалистсем унпа ҫыхӑннӑ, кун пек лару-тӑрура мӗн тумаллине ӑнлантарнӑ, суда тавӑҫ ҫырма пулӑшнӑ.
Ҫакӑн хыҫҫӑн тин Ҫӗмӗрле районӗн арҫыннине суд чӗррисен йышне кӗртнӗ. Ҫапла майпа арҫын документсем илме пултарнӑ.