Элӗк районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 55 ҫулти хӗрарӑмпа унӑн 32-ри ывӑлне ҫынна каварлашса ирӗкрен хӑтарнӑшӑн явап тыттарнӑ. Ҫамрӑк арҫынна вӗлерессипе хӑратнишӗн те айӑпланӑ.
Ҫемьери пӑтӑрмах ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Хуҫалӑха тирпейлеме килӗшменшӗн арӑмӗ упӑшкине хытах кӳреннӗ курӑнать. Ӑна вӑл вӗренпе ҫыхса лартнӑ та сӗтел ҫумне туртса ҫыхнӑ. Амӑшне ывӑлӗ пулӑшнӑ. Арҫын хӑйне кӑмӑлпах ҫыхтарманнине кура ывӑлӗ ашшӗн пӳрнине пӑрса лартнӑ, ӑна хуҫса пӑрахнӑ. Тата вӑл ашшӗн куҫне чавса шӑтарассипе, пӗвене кайса путарассипе хӑратнӑ.
Тарӑхнипе усалланнӑ амӑшӗпе ывӑлне суд ирӗкрен хӑтармасӑр айӑпламалла тунӑ. Хӗрарӑма — 3 ҫуллӑха, ывӑлне — 3 ҫул та 3 уйӑхлӑх. Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрӗслев вӑхӑтне 2 ҫул та 6 уйӑхлӑха палӑртнӑ.
Чӑваш Енри пульницӑсене «МОСРЕНТГЕНПРОМ» тулли мар яваплӑ общество тивӗҫтернӗ флюорографовсем пирки шӑв-шав тухнӑ. «МОСРЕНТГЕНПРОМ» предприятин медицина оборудованине Федерацин монополипе кӗрешекен службин Чӑваш Енри управленийӗ техника заданийӗпе килӗшсе тӑмасть тесе йышӑннӑ. Ҫавӑнпа килӗшмесӗр предприяти суда та ҫитнӗ, анчах унтисем монополипе кӗрешекенсем майлӑ пулнӑ. Тавлаштаракан флюорографсемпе Шупашкарти 1-мӗш клиника тата Шупашкарти тӗп пульницӑсене тивӗҫтернӗ.
Маларах ҫавӑн пек оборудовани Йӗпреҫри тӗп район пульницине тата Шупашкарти иккӗмӗш пульницине ӑсаннӑ. Ун чухне аукционта «Медипром» предпряти ҫӗнтернӗ.
Флюорографсемпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва Росздравнадзор тишкернӗ. Унтисем Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министертвин учрежденийӗсене тӗрӗслӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан 11 ҫамрӑк, 16-24 ҫулсенчи каччӑсем, суд сакки ҫине ларӗҫ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ.
Ҫамрӑксене ялти лавккасене ҫаратнӑшӑн айӑпласшӑн. Пӗлтӗр 21 ҫулти каччӑ преступниксен ушкӑнне йӗркеленӗ, унта унӑн 4 пӗлӗшӗ кӗнӗ. Тепӗр улттӑшӗ лавкка ҫаратас ӗҫе пӗр хутчен кӑна хутшӑннӑ, ушкӑн йышӗнче пулман.
Пӗлтӗр юпа уйӑхӗн 8-12-мӗшӗсенче Шупашкар, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш районӗсенче ҫӗрле ултӑ лавккана ҫаратнӑ. Пӗтӗмпе ҫур миллион ытла тенкӗлӗх япала, укҫа йӑкӑртнӑ. Ҫамрӑксем тепӗр лавккана та ҫаратма тӑнӑ-ха, анчах ӗҫ ӑнман.
Юлашкинчен вӗсене полицейскисем ярса тытнӑ. Палӑртмалла: темиҫе ҫамрӑкӑн тӗрмере ларса пӗтермен айӑплав пур.
Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнче вырнаҫнӑ 1-мӗш типографире йывӑр-лару пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Предприятине 2015 ҫултах панкрут тесе йышӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра унти 201 ӗҫчен умӗнчи парӑм 16,5 миллион тенкӗпе танлашать.
Панкрут тесе йышӑннӑ предприятире юлашки вӑхӑтра конкурс управляющийӗ пуҫ пулса тӑнӑ. Ку вӑл — саккунпа килӗшӳллӗн пулса пыракан утӑм. Анчах ҫав ҫын хӑйӗн тивӗҫне йӗркеллӗ пурнӑҫласа пыман. Ҫавӑншӑн ӑна административлӑ майпа темиҫе хутчен явап тыттарнӑ. Хайхишӗн ик айкки те тӑвайкки пулнӑ-ши — вӑл йӗркеллӗ ӗҫлеме тытӑнман.
Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурс управляющине суд ултӑ уйӑхлӑха дисквалификацилесе ӗҫсӗр хӑварнӑ. Капла утӑма пирӗ республикӑра сайтра-хутра ҫеҫ тӑваҫҫӗ иккен. Юлашки хутчен ун пек тӗслӗх 2015 ҫулта пулнӑ.
Шупашкар хула администрацине лаврӑва чӗннӗ. Унти тӳре-шара суту-илӳпе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснӑ тесе шухӑшлаканнисем — Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ. Ҫавна май авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ирхи 9 сехет те 30 минутра тавлашуллӑ ӗҫе уҫӑ ларура пӑхса тухӗҫ. Унта журналистсене те йыхравлаҫҫӗ.
Монополипе кӗрешекенсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Шупашкар хула администрацийӗ «Восток» физкультурӑпа спорт комплексне конкурс ирттермесӗр-мӗнсӗр Атӑлӑн ҫыранӗн хӗрринче кафе тата велопрокат уҫма ирӗк панӑ. Ҫакӑ Раҫҫейре суту-илӗве йӗркелесси ҫинчен калакан федераци саккунӗн 10 статйине тата 15 статйин 4-пункчӗн «д» пунктне пӑсни пулать имӗш.
Монополипе кӗрешекенсем уҫӑ лару хыҫҫӑн брифинг ирттерӗҫ.
Шурашкар хулин экс-мэрӗ Ирина Клементьева тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарни пирки сайтра нумай хутчен хыпарланӑччӗ. Халӗ ӗҫсем суда ҫитнӗ, пӗрремӗш суд ларӑвне те ирттерме палӑртнӑ. Анчах вӑл иртеймен-ха. Ирина Клементьева чирлет-мӗн.
Халӗ ӗҫ тӗлӗшпе производствӑна чарса лартнӑ. Айӑпланакан суда хутшӑнаймасть, хӑй ӑҫта пулни паллӑ – ҫапла ҫырнӑ Ленин районӗн сучӗн сайтӗнче.
Аса илтерер: Ирина Клементьевӑна 11 эпизодпа айӑпласшӑн. Вӑл кӳнӗ тӑкак 22,9 миллион тенкӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе вӑл килти арестра ларать.
Пӑрачкав районӗнчи Кудеиха районӗнче пурӑнакан арҫын арӑмӗн ашшӗне вӗлернӗ. Ҫилле тытса чырайманшӑн, алла ирӗке янӑшӑн унӑн ҫирӗп режимлӑ колонире ҫичӗ ҫул кирпӗч шутлама тивӗ.
44 ҫулти вӑй питти тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗпченӗ. Арҫын тыткаларӑшне вӗсем РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе хакланӑ. Ку статья — ҫын вӗлернӗшӗн явап тыттараканни.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Ҫав кун арҫын 67 ҫулти хуяншшӗпе унӑн ҫуралнӑ кунне уявланӑ. Ҫамрӑккипе асли унччен те пӗр ҫӑвартан пурӑнман теҫҫӗ. Кӑмӑл-туйӑма ҫӑварлӑхлама эрех ӗҫсен пушшех йывӑр. Тавлашу вӑхӑтӗнче кӗрӳ алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ, хуняшшӗне кӑкӑр тӗлӗнчен яшлаттарнӑ. Кӑштахран арҫын вилсе кайнӑ.
Пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене ҫамрӑкки хӑех систернӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗн депутачӗ каллекх ӳсӗрле руль умне ларнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем 58 ҫулти ҫак ҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 264 статйин 1-мӗш пайӗпе тӗпчев ирттернӗ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче депутат хӗрӗнкӗ пуҫпа руль умне ларни пирки полицейскисене систерекен тупӑннӑ. Ҫул инспекторӗсем машинӑна чарма хӑтланнӑ, анчах руль умӗнчи вӗсенчен тарма хӑтланнӑ. Малтан — машинӑпа, кайран автомобильтен тухса тарма пикеннӗ. Анчах коллективлӑ пахча территорийӗнче пакунлисем ӑна тытса чарнах.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче те депутат ҫул-йӗр инспекторӗсен тӗлне ҫакланнӑ. Медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма килӗшмен пирки ӑна малтан 30 пин тенкӗ штраф шаплаттарнӑ тата руль умне 1,7 ҫул ларма чарнӑ.
Депутат пуҫтахланнине ҫывӑх вӑхӑтра судра тишкерӗҫ.
Шупашкарти пӗр шкулта акӑлчан урокӗ пынӑ вӑхӑтра 10 ҫулти хӗрачана пӗрле вӗренекенӗсем пуҫӗнчен темиҫе хутчен ҫапнӑ. Амӑшӗ ку пӑтӑрмах ҫине куҫ хупман – Мускав районӗн судне заявлени кайса ҫырнӑ.
Заявленире ҫырнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм хӗрне ҫапнӑ кашни ачаран 25 пин тенкӗ шыраса илесшӗн. Пӗтӗмпе – 50 пин тенкӗ.
Анчах суд кӑмӑл-сипет тӗлӗлшӗнчен сиен кӳнӗшӗн 5 пин тенкӗ ҫеҫ шыраса илмелле тунӑ. Ҫапла майпа шкулӑн, приговорпа килӗшӳллӗн, ача амӑшне 5 пин тенкӗ компенсаци тӳлемелле.
Ҫак инкек кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пулса иртнӗ. Ҫавӑн чухне унта 16 хутлӑ нумай хваттерлӗ ҫурт хӑпартма пуҫланӑ. Объектӑн ҫӳлти хутне хӑпарма строительсем валли картлашка евӗр вӑхӑтлӑх сооружени йӗркеленӗ. Ҫавӑн тӑрӑх рабочисем стенасене ӑшӑтмалли хатӗрсем хӑпартнӑ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра сооружени ишӗлсе аннӑ та 56 тата 44 ҫулсенчи икӗ арҫын ӳкнӗ. Ҫуллӗ ҫӗртен ҫӗре ишӗлсе аннӑскерсем хытах аманнӑ. 56 ҫултин сывлӑхне вӑтам сиен кӳнӗ тесе хакланӑ тухтӑрсем, 44-ринне — йывӑр сиен.
Инкек сӑлтавне РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн специалисчӗсем тӗпчеме пуҫланӑ та вӑхӑтлӑх сооружение йӗркеллӗ ҫирӗплетменни тата ытти кӑлтӑк ҫиеле тухнӑ. Уншӑн строительство организацийӗн тӗп инженерне явап тыттарма йышӑннӑ. Пуҫиле ӗҫе Ҫӗнӗ Шупашкарти суд ҫывӑх кунсенче пӑхса тухӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |