Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин Аслӑ Сучӗн председателӗпе Анатолий Петровпа тӗлпулнӑ.
Юпа уйӑхӗнче ҫак пукана йышӑннӑскере Михаил Игнатьев Анатолий Петрова ҫӗнӗ должноҫе ларнӑ ятпа саламланӑ, малашнехи ӗҫре ӳсӗм тума суннӑ. «Эсир ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса тухӑҫлӑ ӗҫленинчен Чӑваш Ен аталанӑвӗ пӗтӗмпех килет. Сирӗн кулленхи ӗҫре саккунсене пӑхӑнса таса чунпа яваплӑха туйса ӗҫлемелле», — тенӗ Михаил Игнатьев.
Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-службин Анатолий Петров ҫак пысӑк должноҫе хӑйне шаннишӗн тав тунине пӗлтернӗ. РФ Президенчӗ Владимир Путин мӗнпур лартнӑ тӗллевсене туллин пурнӑҫлассипе тивӗҫлӗ ӗҫлеме шантарнӑ.
Тӗлпулу вӑхӑтӗнче ертӳҫӗсем патшалӑх ыйтӑвӗсене пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ самантсем пирки тӗплӗн канашланӑ. Судсен ӗҫ-хӗлне лайӑхлатас, Шупашкарти Мускав районӗн Суд ҫурчӗн строительство ыйтӑвне те хускатнӑ.
