Ӗнер Шупашкарти юман ращинче шӑматкунлӑх ирттерсе унти ҫуп-ҫапа тасатнӑ. Ҫапла май Авӑн уйӑхӗ пуҫламӑшӗнчен тӑсӑлакан Ленин районӗнчи санитарлӑ экологи уйӑхлӑх вӗҫленнӗ.
Юман ращинчи шӑматкунлӑха Шупашкарти электромеханика колледжӗн студенчӗсем тата район администрацийӗн ӗҫченӗсем тухнӑ. Николай Прокопьев район пуҫлӑхӗ ертсе пынипе вӑрманти сукмаксем хӗррипе выртакан ҫӳп-ҫапа сахал мар пуҫтарнӑ. Пурӗ 70 михӗ пухнӑ.
Санитарлӑ экологи уйӑхлӑхӗ хушшинче хула ҫыннисем, тӗрлӗ предприяти-организацисенче вӑй хуракансем тата хӑйсен ирӗкӗпе тухакан студентсем ҫурт таврашӗсене, урамсене тата парксене тӗрлӗ ҫуп-ҫапран тата тирпейсӗр ҫынсем хӑварнӑ каяшран тасатнӑ. Ҫапла май хулари тасалӑха йӗрке чылай кӗртнӗ вӗсем.
Чӑваш Енри вӗренӳ учрежденийӗсенче ӑс пухакан икӗ ҫамрӑк «Трактор савучӗн» концернӑн ылтӑнне тивӗҫнӗ. Ҫак маттурсем — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн машина тӑвакан факультечӗн III курс студенчӗ Андрей Николаев тата Шупашкарти электромеханика колледжӗнче виҫҫӗмӗш курсра вӗренекен, шӑратмалли ӑсталӑха алла илекен Максим Алферов.
Холдинг «Трактор савучӗ» концернӑн ылтӑн кадрӗсем» корпоратив премине ҫамрӑксене те пама йышӑннӑ. «Машина тӑвассин малашлӑхӗ» номинацире преми илес тесе ҫамрӑксен самай тупӑшма тивнӗ. Вӗсене чи малтанах мӗнле вӗренни, мӗнпе палӑрни тӑрӑх суйласа илнӗ. 585-мӗш виҫеллӗ ылтӑн паллӑна ҫӗршыври ҫичӗ ҫамрӑк тивӗҫнӗ. Ҫавсен шутӗнче Алтай крайӗнчи, Курганти тата Волгоградри яшсем пур. Пирӗннисем пирки каларӑмӑр ӗнтӗ.
Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Николай Федоровпа пӗрле И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсемпе тӗлпулу ирттернӗ. Икӗ политик юридици факультечӗн ҫамрӑкӗсемпе курнӑҫнӑ.
Тӗлпулу юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ. Унта ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Сергей Кудряшов тата ЧПУ ректорӗ Андрей Александров хутшӑннӑ.
Михаил Игнатьев ЧПУ тухӑҫлӑ аслӑ шкул йышне кӗнине аса илтернӗ. Вӑл паян та Чӑваш Енри вӗренӳ тӗп центрӗсенчен пӗри шутланать. Николай Федоров ҫак сӑмахсемпе килӗшнӗ.
ЧПУ ректорӗ Андрей Александров аслӑ шкулӑн ҫитӗнӗвӗсем тата студентсем пирки каласа кӑтартнӑ.
Тӗлпулура политиксем студентсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Вӗсене ытларах ҫамрӑксен политики, ҫарпа патриотлӑх воспитанийӗ, ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсене пулӑшас ыйту кӑсӑклантарнӑ.
Китайра Чӑваш Ен кунӗсем иртнӗ. Нумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗрентекенӗсем Аньхой ялӗнчен таврӑннӑ. Сӑмах май, ЧПУра Аньхой кунӗсем пӗлтӗр иртнӗ.
Тӑватӑ кун хушшинче Чӑвашран кайнӑ делегаци вырӑнти культурӑпа, кухньӑпа паллашнӑ, Китайри ӗҫтешӗсемпе вӑрттӑнлӑхсемпе пайланнӑ. Чӑвашсемпе куҫаруҫӑ ҫӳренӗ. Вӑл вырӑсла куҫарса пынӑ. Унтан вӑл китайла темиҫе юрӑ шӑрантарнӑ. Куншӑн вӑл ӑна чуптума ыйтнӑ. Чӑвашсемшӗн ку тӗлӗнмелле япала пулнӑ.
Тӗлпулура икӗ ҫӗршыв вырӑсла тата китайла вӗренмешкӗн студентсемпе ылмашӑнма калаҫса татӑлнӑ.
Аса илтерер: студентсем нумаях пулмасть Китайра пулса курнӑ. Вӗсем «Волга-Янцзы» (чӑв. Атӑл-Янса) канашлӑва хутшӑннӑ. Ҫавӑнпа студентсем Китай культури пирки нумай каласа кӑтартма пултараҫҫӗ. Вӗсем Китай ҫамрӑкӗсене Раҫҫей, Чӑваш Ен пирки каласа кӑтартнӑ.
ЧПУ ректорӗ каланӑ тӑрӑх, ун пек тӗлупулусем культура тата туризм проекчӗсене шухӑшласа кӑларма пулӑшаҫҫӗ.
Кӑҫӑлтан пуҫласа И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенчӗсем Шупашкарти шкулсенче ҫӗнӗлле практика тухма пуҫлӗҫ. Малашне вӗсем унчченхи пек 1 уйӑх ҫурӑ мар, ҫур ҫул уроксем ирттерӗҫ.
Ку проектпа тӗп хулари 30 шкул интересленнӗ. Наталия Кудряшова практикант палӑртнӑ тӑрӑх, ку опыт уншӑн усӑллӑ. Унччен вӑл 1 уйӑх ҫурӑ ҫеҫ практикӑра пулнӑ. Ку уншӑн ҫителӗксӗр пек туйӑннӑ. 3-мӗш лицейри Аршак Сагателян вӗрентекен вара Наталия пултаруллӑ педагог пулма пултарассине палӑртнӑ.
Лицей директорӗ Ирина Полбенникова ҫамрӑк специалистсен шкула килнӗ чухне опыт сахал пулнине каланӑ. Ҫапла вӗсем ӗҫлеме тытӑнсан 3 ҫул хӑнӑхаҫҫӗ.
Ҫак ҫитменлӗхсене пӗтерес тесе хатӗрленӗ ку проекта. Эппин, малашне студентсем ахаль практикантсем ҫеҫ мар пулӗҫ. Вӗсем интереслӗ ҫамрӑк специалистсене ҫаврӑнӗҫ.
И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ӳнер факультечӗ юбилейне паллӑ тӑвать. Вӑл кӑҫал 55 ҫул тултарнӑ. Ҫавна май хальхи ӳнер центрӗнче университетран вӗренсе тухнӑ студентсен пултарулӑх ӗҫӗсемпе, дипломӗсемпе усӑ курса курав йӗркеленӗ.
Экспозицире — 200 ытла диплом проекчӗпе курс ӗҫӗ. Студентсем чӑваш эрешне тӗрленӗ, матрӳшкесене хитрелетнӗ, ҫӑматӑсене илемлетнӗ, картинӑсем ӳкернӗ. Студент диплом проекчӗ мӗнле пулассине хӑй суйлать, тӗрлӗ техникӑпа усӑ курать.
Кураври ӗҫсем тӗрлӗ темӑпа ҫыхӑннӑ. Ҫак факультетра вӗренекенсем тӗрлӗ конкурссене хутшӑнса призерсем пулса тӑраҫҫӗ. Кураври ӗҫсемпе пӗр уйӑх паллашма май пур.
55 ҫулта факультетран 4200 ытла студент вӗренсе тухнӑ.
Артем Абрамов, Шупашкарти тӳрленӳ интернат шкулӗнчен вӗренсе тухнӑскер, асла шкула хӑйӗн вӑйӗпе вӗренме кӗнӗ. Малтанлӑха пӑхсан, кунтан ним тӗлӗнмелли те ҫук пек. Анчах Артемӑн куҫӗ япӑх курать, хӑлхи лайӑх илтмест.
Артем И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУна вӗренме кӗнӗ. Вӑл авӑнӑн 1-мӗшӗнчи уяв линейкине амӑшӗпе пӗрле хутшӑннӑ. Халӗ Артемӑн ҫак ҫула ас туса юлма тивет.
Артем тӗтре евӗр ҫеҫ курать. Тухтӑрсем ӑна хӑлха енӗпе те ытлах пулӑшайман. Куҫне 9 операци тунин витӗмӗ те питех пулман. Каччӑ ятарлӑ аппаратсӑр питӗ япӑх илтет. Анчах Артем яланах веҫ пӗлсе тӑрать. Ку енӗпе ӑна гаджетсем пулӑшаҫҫӗ.
Артем сенсор экранпа усӑ курать. Вӑл ППЭре вырӑс чӗлхипе 87 балл, историпе 91 балл, обществознанипе 58 балл пухнӑ. Ку кӑтартусем ӗмӗтне пурнӑҫлама пулӑшнӑ. Артем юридици факультетне вӗренме кӗнӗ. Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, ывӑлӗ ачаранпах адвокат пулма ӗмӗтленнӗ.
Каччӑ ҫӑмӑл атлетикӑна юратать. Вӑл Паралимп вӑййисен пьедесталӗ ҫине те хӑпарасшӑн.
Ҫамрӑк Александр Гониашвили чӑннипех те маттур. Вӑл «повар ӗҫӗ» компетенци енӗпе Раҫҫей чемпионатне хутшӑннӑ. Раҫҫей команди Worldskills Competition-2015 тӗнче чемпионатӗнче «Пысӑк ӑсталӑхшӑн» медале ултӑ хутчен тивӗҫнӗ.
Ӗҫ профессийӗсен чемпионачӗ Сан-Паулӑра ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӗҫленнӗ. Унта хӑйне евӗр рекорд пулнӑ: конкурса 70 ҫӗршыври 1,2 пин ҫын тата 3 пин ытла эксперт хутшӑннӑ.
Чемпионатра Раҫҫей чысне 32 ҫын хӳтӗленӗ. Ҫав шутра Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗн студенчӗ Александр Гониашвили те пулнӑ. Вӑл «повар ӗҫӗ» енӗпе ӑсталӑхне кӑтартнӑ.
Маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, Раҫҫей командинчи ултӑ ҫын «Пысӑк ӑсталӑхшӑн» медале тивӗҫнӗ. Ҫиччӗшӗ вара чемпионат призерӗ пулса тӑнӑ. Вӑл шутра — Александр Гониашвили те.
Палӑртмалла: Раҫҫей кунашкал ӑмӑртӑва иккӗмӗш хут ҫеҫ хутшӑннӑ. Пӗрремӗшӗнче вӑл 2013 ҫулта, Лейпцигре иртнӗскерте, пулнӑ. Тепӗр чемпионат 2019 ҫулта Хусанта иртӗ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан 25 ҫулти арҫын арӑмне япӑх вӗреннӗшӗн хӗненӗ.
Пӑтӑрмахӗ кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче сиксе тухнӑ. Республикӑри аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренекен хӗрарӑм упӑшкине сесси тытайманни пирки пӗлтернӗ. Ҫакӑншӑн арҫын хытах тарӑхнӑ курӑнать — каҫхине арӑмне чышкӑпа хӗнесе пӗтернӗ, унтан 2 сехетлӗхе коридора кӑларса тӑратнӑ.
Пӗрре кӑна хӗнемен-ха вӑл ӑна. Виҫҫӗмӗш хут «тытса юсанӑ» хыҫҫӑн хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Студентка-хӗрарӑм кӑвак питпе ҫӳренине унпа пӗрле вӗренекенсем те асӑрханӑ. Хӗрарӑм пичӗ, хӑлхи патӗнчи юнӑхса ларнӑ вырӑнсене ҫӳҫпе пытарма тӑрӑшнӑ. Тусне шелленипе ӑна вӗсем йӗрке хуралҫисене пӗлтерме сӗннӗ.
Арҫын тӗлӗшпе кӗҫех ӗҫ суда ҫитнӗ. Анчах нумаях пулмасть пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Ача пӗрле ӳстермелле тесе хӗрарӑм упӑшкине каҫарнӑ тесе пӗлтерчӗ Шупашкар районӗн прокурорӗн ҫумӗ Анатолий Иванов.
«Вырма вӑхӑтӗнче яланах ялхуҫалӑх ӗҫченӗсем ҫитмеҫҫӗ», — тесе ҫырать «Хыпар» хаҫат. Тӳррипе вара ку ыйту ял хуҫалӑх предприятийӗсемшӗн ытти чух та ҫивӗч.
Йӗпреҫ районӗнчи «Путиловка» агрофирма тата «Красный партизан» колхоз ертӳҫисем ӗҫе аслӑ шкулсенче вӗренекенсене явӑҫтараҫҫӗ. Иртнӗ уйӑхра, ав, «Красный партизанра» Шупашкарти ял хуҫалӑх академийӗн 5 студенчӗ сӗт-ҫу ферми юсанӑ.
«Путиловкӑра» вара асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗн 10 студенчӗ ӗҫлет. Вӗсем те алла пуртӑ-пӑчкӑ тытнӑ. Нумаях пулмасть яшсем унчченхи ӗне витине качака тытмалла тунӑ, ҫӗрулми упрамалли ампара юсанӑ, ферма территорине тирпей-илем кӗртнӗ. Халӗ качакасем валли ҫамрӑксем тата тепӗр вите тума тытӑннӑ.
Пӗрисем мӑлатукпа ӗҫленӗ вӑхӑтра теприсем, пулас инженерсем, комбайн юсаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.