Шупашкарти Мускав районӗнче ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 2538 ачана шута илнӗ. Нумаях пулмасть, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Анголӑран Чӑваш Ене вӗренме килнӗ арҫынпа хӗрарӑм хӑйсен 1-мӗш ачине регистрациленӗ.
Вӗсем — И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем. Ҫак кунсенче кун ҫути курнӑ хӗрачана Карла ят панӑ. Ҫамрӑксене ача ҫурлани ҫинчен ӗнентерекен свидетельствӑсӑр пуҫне Мускав район администрацийӗ саламлӑ открытка тыттарнӑ.
11-мӗш класран вӗренсе тухакансем студент пулса тӑнӑранпа пӗр уйӑх ҫитрӗ. Вӗсем хӑш енӗпе пултаруллӑ? Мӗн тума пултараҫҫӗ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ 1-мӗш курсри студентсене тӗрӗслеме шухӑшланӑ.
Юпан 22–23-мӗшӗсенче Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче факультетсен хушшинче «Перловка» конкурс иртӗ. 1-мӗш курсра вӗренекен хастар студентсем хӑйсем мӗн тума пултарнине кӑтартӗҫ.
Юпан 22-мӗшӗнче ӳнерпе музыка вӗреневӗн, шкулчченхи тата коррекци педагогикин тата психологин, технологипе экономика, управлени, вӑй-хал культурин факультечӗсем пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ. Тепӗр кунхине историпе филологи, ют чӗлхесен, физикӑпа математика, естественнӑй вӗренӳ, психологипе педагогика факультечӗсем вӑй виҫӗҫ.
«Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» форума республика тӗплӗн хатӗрленет, тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвсемпе акцисем иртерет. Акӑ икӗ аслӑ шкул студенчӗсем CHEBOKSARY сӑмах ҫырнӑ.
Икӗ пин студент И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вулавӑш корпусӗ умне пухӑннӑ. Унта Коопераци институчӗн студенчӗсем те хутшӑннӑ. Ку акцие Шупашкар хула администрацийӗ ирттернӗ.
Йӗркелӳҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, акцие пӗр уйӑх хатӗрленнӗ. Студентсем ҫумӑрлӑ ҫанталӑка пӑхмасӑр хӑвӑрт ӗҫленӗ, саспаллисем тӳрӗ пулса тухнӑ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУран вӗренсе тухнӑ Алексей Смирнов пӗтӗм тӗнчери James Dyson Awards 2014 конкурс финалне тухнӑ.
Шупашкар каччин проекчӗ чи лайӑх ӗҫсен йышне кӗнӗ. Унӑн сусӑрсем валли шухӑшласа кӑларнӑ транспорт хатӗрӗ инженери тытӑмӗнче чи интереслисенчен пӗри пулнӑ. Вӑл — патентланӑ пӗртен пӗр проект, Алексей Раҫҫей чысне тӗнче шайӗнче хӳтӗлӗ.
Чи лайӑх ӗҫсене Раҫҫей, ют ҫӗршыв инженерӗсем, дизайнерӗсем, МИХ ӗҫченӗсем суйланӑ.
Вӑрнар районне Мускаври М. Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университечӗн студенчӗсем музыкӑпа этнографи практикине килнӗ.
Анна Ковязина, Герман Устьянов, Мария Стрелова студентсемпе вӗсен преподавателӗ Г.А. никитина вӑл тӑрӑхри чӑваш фольклорне тӗпчӗҫ. Ҫамрӑксем пурте истори факультечӗн этнологи кафедринче ӑс пухаҫҫӗ. Чӑваш фольклорне тӗпчес тӗллевллӗскерсем Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗпе Владимир Михайловпа тӗл пулассишӗн ятарласа Вӑрнар тӑрӑхне пырса ҫитнӗ иккен. Ку ӑста 100 ытла юрӑ ҫырнӑ, чӑваш музыка инструменчӗсене тӑвать. Вӗсене халӗ чӑваш ансамблӗсемпе пултарулӑх ушкӑнӗсем шӑрантараҫҫӗ.
Галина Никитина преподаватель палӑртнӑ тӑрӑх, Вӑрнара килме тахҫанах ӗмӗтленнӗ. «Музыка культурин инструмент пайне вӗреннӗ чухне пире яланах Владимир Михайлов патне кайма сӗнетчӗҫ, — тенӗ вӑл. — Пӗрре килниех ҫителӗксӗр. Кунта тата килме ӗмӗтленӗпӗр. Эпир ӑна хамӑр пата Мускава чӗнӗпӗр. Владимир Михайлов пӗлекен математикӑна, физикӑна, акустикӑна эпир пӗтӗмпех ӑша хываймӑпӑр, анчах ун патне ҫывхарма тӑрӑшӑпӑр», – тенӗ вӑл.
Вӑрнар раойнӗнче Мускав хӑнисем асӑннӑ районти Пӑва ялӗнчи Анна Пескова патӗнче пулнӑ.
Чӑваш Енре Африка ҫӗршывӗсенчен килнӗ студентсене медицина тӗрӗслевӗ витӗр кӑлараҫҫӗ. Роспотребнодзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку Эбол сивчир вӑйлӑ сарӑлнипе ҫыхӑннӑ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри аслӑ шкулсенче Африкӑран килнӗ 31 студент вӗренет. Вӗсен хушшинче Эбол чирӗпе аптӑракан ҫынна тупса палӑртман. Халӗ вӗсене тухтӑрсем сӑнасах тӑраҫҫӗ.
Аса илтерер: эпидеми 1976 ҫулта вируса тупса палӑртнӑранпа чи анли шутланать. Хӗвелтухӑҫ Африкӑра Эбол чире пула 2,5 пин ҫын вилнӗ.
Ҫакӑн йышши хыпара вуласан чылай ҫын хӑйӗн студент ҫулӗсене аса илет-тӗр. Теприсем вара: «Вӗреннӗ вӑхӑтра сӗтев пачах тыттарманни пулнӑ-ши вара?» — тесе те шухӑшласа илӗҫ. «Шкулта та, ача пахчинче те тӑкакланмасӑр пулмасть», — кӑмӑлсӑрланӗҫ хӑшӗсем. Юрӗ, ку вӑл умсӑмах вырӑнне пултӑр тейӗпӗр.
Явап тытни — Мускаври автомобильпе ҫул-йӗр университечӗн Атӑлҫи филиалӗн доценчӗ. 2013 ҫулхи ака уйӑхӗнчен тытӑнса кӑҫалхи акаччен ҫав ҫын 42 студентран 147 пин ытла тенкӗ ытлалӑх сӗтев илнӗ иккен. Студентсем укҫа тӳлесен лешӗ зачетсемпе экзаменсене нимле тӗрӗслевсӗр лартнӑ. Отметикне кура экзамен хакӗ тӗрлӗрен пулнӑ. 2,5 пин тенкӗрен тытнӑса 3,9 пин тенкӗ таран иккен. Унсӑр пуҫне студентпа преподаватель епле хутшӑнура пулни те витӗм кӳнӗ пулать. Тата вӑл студентсем занятие епле шута илнине те тӗпе хунӑ имӗш.
Сӗтевле экзамен тыттаракана 230 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, 1,5 ҫуллӑха унӑн хӑйӗн юратнӑ ӗҫӗ пирки манма тивӗ — суд ҫав вӑхӑтлӑха ӑна преподавательте ӗҫлемме чарнӑ.
Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх министрӗ Чӑваш Енри хуҫалӑхсене тӗрӗслесси пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Республикӑн пӗрремӗш Президенчӗ, ҫӗршывӑн хальхи ял хуҫалӑх министрӗ Николай Федоров ӗнер Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа саламланӑ.
Ял хуҫалӑх академине пынӑ май Николай Федоров вӗренӳ заведенийӗн ректорне Людмила Линика илемлӗ чечек ҫыххи тыттарнӑ. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа ирттернӗ митинг хыҫҫӑн Федоров академин Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 41-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ общежитине ҫул тытнӑ. Унта пӗрремӗш хут пулнӑ чух вӑл тӗлӗнмеллипех тӗлӗннине аса илнӗ. «Каҫарӑр та, тепӗр хуҫалӑхсенче выльӑх-чӗрлӗх витисем лайӑхрах», — тенӗ иккен вӑл. Общежитие тӗпрен юсама 40 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрма ҫине тӑнине пӗлтернӗ. Халӗ студентсене пурӑнма унта хӑтлӑх кӳнӗ. Икӗ ҫын пурӑнмалӑх пӳлӗмсене компьютер лартса панӑ имӗш тата тӗнче тетелне тухмалла тунӑ. Унтан вӑл Тимирязев академийӗпе ирттернӗ видеоконференцие хутшӑннӑ. Унта вӑл Хусанти университетра хӑй вӗреннӗ чух тӑватӑ вырӑнлӑ пӳлӗмре пиллӗкмӗш пулнине аса илнӗ.
HeadHunter тӗпчев служби ыйтӑм ирттернӗ те Шупашкарти студентсенчен 76 проценчӗ урӑх ҫӗре тухса кайма ӗмӗтленнине пӗлтернӗ иккен. Уйрӑмах гуманитарисемпе маркетологсем тухса вӗҫтерме хатӗр. Тухтӑрсемпе вӗрентекен дипломне алла илекенсенчен ытларахӑшӗ кунтах юлма хирӗҫ маррине пӗлтернӗ.
Чикӗ леш енче ӗҫе вырнаҫма ӗмӗтленекенсене илсен, вӗсем ӗҫ укҫи нумайрах тӳлессе шанаҫҫӗ иккен. Тата пурнӑҫ пахалӑхӗ пысӑкрах тесе шухӑшлани те вӗсене илӗртет иккен. Студентсенчен 30 проценчӗ чылай вӑхӑтлӑха чикӗ леш енче юлма хирӗҫ мар иккен, тепӗр ҫавӑн чухлех ҫамрӑк 5 ҫултан сахалтарах вӑхӑтлӑха кайма хирӗҫ мар.
Ют ҫӗршыва тухса каяс ӗмӗтпе пурӑнакансенчен 46 проценчӗ Европа пирки ӗмӗтленет иккен. Ыйтӑма 1217 студент хутшӑннӑ.
Ҫурлан 22-мӗшӗнче «Шупашкар — Раҫҫейӗн Атӑл ҫинчи ахахӗ» ятпа иртнӗ пӗтӗм тӗнчери ҫуллахи шкул ӗҫӗ вӗҫленнӗ. Вӑл «Ҫутҫанталӑкпа технологи ландшафчӗн геоэкологи тӗпчевӗ» программӑпа йӗркеленӗ.
Ҫуллахи шкул ҫурлан 4-мӗшӗнчен тытӑнса 22-мӗшӗччен ӗҫленӗ. Унта геоэкологи ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен Германири сакӑр студент: Маркус Роланд Роскопф (Галле хулинчен), Моритц Филлип Коза (Берлин), Эрик Хилшер (Марбург), Мариус Рэбигер (Марбург), Керстин Цальверт (Марбург), Патрик Бергманн (Гросскротценбург), Лиза Хольцхауэр (Ваха), Анне Хольцхауэр (Бинген) хутшӑннӑ.
Чӑвашра пулнӑ хушӑра студентсем Шомикри «Буревестник» географи станцине, Шупашкар ГЭСне, Йӑлӑма, Шупашкарти Ботаника пахчине, Шӑмӑршӑ районӗнчи «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркне, Йӗпреҫри уҫӑ вырӑнти этнографи музейне, Кӳкеҫри «Паха тӗрӗ» музее, вӑрман музейне, Шуршӑлти Космонавтика музейне, Хальхи вӑхӑтри ӳнер центрне, Ҫеҫпӗлӗн тӑван тӑрӑхне ҫитсе курнӑ. Вӗсем валли Ҫӗнӗ Шупашкарти биологилле тасатмалли сооружение тата метеостанцие экскурси йӗркеленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.