Чӑваш Енри аслӑ шкулсенче вӗренме кӗмелли тапхӑр вӗҫленнӗ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Крым ҫамрӑкӗсем республикӑри аслӑ шкула вӗренме кӗме кӑмӑл туман.
Крымри яш-хӗре вӗренмешкӗн И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра 5 квота уйӑрнӑ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра — 10. Вӗсенчен пӗри те кирлӗ пулман-мӗн.
Унччен вара Крымра пурӑнакан, Украинӑри аслӑ шкулсенче вӗренекен 1,3 пин ытла студент Раҫҫейри аслӑ шкула куҫарма ыйтса ҫырнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, Севастопольте ҫуралнӑ 280 яш-хӗр, Крымра пурӑнакан 1000 яхӑн студент ҫакнашкал ыйту ҫырнӑ.
Ҫурлан 10–20-мӗшӗсенче Крым федераци округӗнче (Севастополь хули, Кача поселокӗ) пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен «Таврида — 2014» слечӗ иртет. Унӑн йӗркелӳҫи — «Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ», ҫамрӑксен ӗҫӗсемпе ӗҫлекен федераци агентстви, «Раҫҫей тӗрекӗ» общество организацийӗ.
Слета Чӑваш Енри делегаци те хутшӑнать. 7 ҫамрӑк И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, Шупашкарти коопераци институчӗн чысне хӳтӗлӗҫ. Слет «Услам тӑвасси», «Медиа», «Ҫамрӑксен общество юхӑмӗ», «Ҫамрӑксен хӑйтытӑмлӑхӗ», «Патриотлӑх юхӑмӗ», «Пӗтӗм тӗнчипе килӗштерсе ӗҫлесси» енсемпе иртӗ.
Яш-хӗр экспертсене хӑйсен проекчӗсемпе паллаштарӗ. Канашлури кашни кун пӗр-пӗр темӑпа, Раҫҫей историйӗпе ҫыхӑннӑскерпе, иртӗ. Пушӑ вӑхӑтра та тунсӑхлама май пулмӗ. Слета паллӑ артистсем килӗҫ. Унтах «вырӑс хули» истори реконструкцийе ӗҫлӗ. Канашлӑва килнисем тӗрлӗ ӑсталӑх класӗсене хутшӑнма пултарӗҫ.
Асаилтеретпӗр, Крым Раҫҫее кӑҫал пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче иртнӗ референдум хыҫҫӑн куҫрӗ. Ун пӗтӗмлетӗвӗпе пӗр 20 яхӑн патшалӑх кӑна килӗшнӗ, ыттисем йышӑнман. Крым Раҫҫейӗн пулнине кӑтартса парас тесе влаҫрисем халь ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеҫҫӗ — ҫав шутра тӗрлӗ мероприятисем те ирттереҫҫӗ.
Паян аслӑ шкулсем хӑйсен сайчӗсенче вӗренме кӗме тивӗҫҫисен списокӗсене пичетлеме тивӗҫ. Списока пӗрлехи патшалӑх экзаменӗн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх йӗркелӗҫ. Унта чи малтанах шкул олимпиадисен ҫӗнтерӳҫисене, кайран ҫӑмӑллӑхлӑ категориллисемпе тӗллевлӗ вӗренме кӗрекенсене асӑнмалла.
Утӑн 30-мӗшӗ тӗлне ҫав категорисен тӗрлӗ хутсен оригиналне пырса памалла та 31-мӗшӗнче ҫавсем вӗренме кӗни пирки хушу пичетлӗҫ.
Вӗренме кӗме сӗннисенчен ыттисен оригиналсене ҫурлан 4-мӗшӗччен парса ӗлкӗрмелле. Тепӗр кунне ҫурлан 5-мӗшӗнче кун ҫути кӑтартӗҫ.
Кун хыҫҫӑн та аслӑ шкулсенче пушӑ вырӑнсем юлсан вӗсем иккӗмӗш тапхӑр йӗркелӗҫ. Ҫурлан 8-мӗшӗччен ҫӗнӗ абитуриентсен хучӗсене йышӑнӗҫ те ҫурлан 11-мӗшӗнче вӗренме иккӗмӗш тапхӑрпа кӗнисем пирки хушу кӑларӗҫ.
Сӑмах май каласан, кӑҫал Чӑваш Енри аслӑ шкулсене пурӗ 3 пин ытла абитуриент валли хысна вырӑнӗ пӑхса хӑварнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче чи лайӑх 100 вӗренсе тухакана чысланӑ. Ку йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал вӑл тӑваттӑмӗш хут иртнӗ.
Аслӑ шкултан вӗренсе тухакансене «Чи лайӑх выпускник» свидетельствӑна памашкӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ, ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи Александр Степанович Иванов, университет ректорӗ Андрей Юрьевич Александров хутшӑннӑ.
Александр Иванов яш-хӗре диплом илнӗ ятпа саламланӑ. Андрей Александров кӑҫал университетран 3 пине яхӑн ҫын вӗренсе тухнине палӑртнӑ.
«Чи лайӑх выпускник» ята кама параҫҫӗ-ха? Вӗренӳ, тӗпчев ӗҫӗсене, спорт, культура, общество мероприятийӗсене хастар хутшӑнакансене. Палӑртмалла: кӑҫал И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен 100000-мӗш студент вӗренсе тухнӑ. Ҫак ята Илья Чернышов тивӗҫнӗ. Вӑл — электротехника факультечӗн магистрӗ, РФ Правительствин стипендиачӗ.
«Известия» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, РФ Вӗренӳ министерстви 60 аслӑ шкула ҫыру янӑ. Унта абитуриентсене пухма чармашкӑн сӗннӗ. Анчах чылайӑшӗ ҫакна шута илмен — абитуриентсенчен документсем йышӑнать-мӗн.
Реорганизаци тума е пӗтерме йышӑннӑ аслӑ шкулсен йышне ытларах техника университечӗсен регионти уйрӑмӗсем кӗнӗ (50%). Ҫырусене РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов алӑ пуснӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, тухӑҫлӑ мар ӗҫлекен аслӑ шкулсене пӑхса тухнӑ. Хӑшӗ-пӗрне, тен, 2016 ҫулта хупӗҫ те. Ҫавӑнпа ҫак списока лекнисене студентсене пухма чарасшӑн-мӗн.
Чӑваш Енре икӗ аслӑ шкул ҫак списока лекнӗ. Вӗсем — Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университечӗн тата Санкт-Петербургри патшалӑх политехника университечӗн Шупашкарти филиалӗсем. Вӗсене 2016 ҫулта хупма пултарӗҫ.
Абитуриентсемшӗн хӗрӳ тапхӑр пуҫланчӗ. Йышӑну комиссийӗ утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗччен пулӗ.
Кӑҫал республикӑри аслӑ шкулсенче пӗтӗмпе 3,5 пин ҫамрӑк тӳлевсӗр вӗренме кӗме пултарӗ. Абитуриентсем документсене тӳрех 5 аслӑ шкула, 3 специальноҫпа пама пултараҫҫӗ. Яланхи пекех заявлени тата паспорт кирлӗ. Ҫӑмӑллӑхсем пур тӑк кирлӗ справкӑсене тӑратма тивӗ. ППЭ свидетельстви кирлӗ мар. Экзаменсен кӑтартӑвӗсем йӑлтах федераци базинче пур. Эппин, йышӑну комиссийӗ абитуриент ятне-шывне, унӑн экзамен кӑтартӑвӗсене ҫӑмӑллӑнах шыраса тупма пултарать.
Шкултан вӗренсе тухнӑ хӑш-пӗр яш-хӗр малтанхи пекех ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма пултарать. Пӗтӗм Раҫҫей олипиадинче ҫӗнтерӳҫӗ е призер ятне тивӗҫнисене, пӗтӗм тӗнче шайӗнче иртнӗ олипиадӑсене хутшӑнмашкӑн Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнисене пӗрремӗш курса экзаменсемсӗрех йышӑнаҫҫӗ.
Сусӑрсем, талӑхсем, ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасем те тӳлевсӗр вӗренме кӗме пултараҫҫӗ. Анчах ку ҫӑмӑллӑхпа пӗр аслӑ шкула тата пӗр специальноҫпа кӗнӗ чухне ҫеҫ усӑ курма май пур. Физикӑпа тата математикӑпа 70 балран ытларах пухнисем Чӑваш Енри аслӑ шкула вӗренме кӗреҫҫӗ тӗк пӗрремӗш курсра хушма стипенди илсе тӑрӗҫ.
Экологи хӑрушсӑрлӑхне хирӗҫле тӗллевпе республикӑн ҫутҫанталӑк министерстви акци ирттернӗ. Ют чӗлхерен кӗнӗ селфи сӑмах фотоавтопортрет тенине пӗлтерет.
Ҫӳп-ҫапа хирӗҫ акцие йӗркелекенсем пӗр-пӗр ҫӗрте ҫӳп-ҫап купаланса выртнине курсан ӑна ӳкерсе илсе министерствӑн электрон адресӗпе ярса пама ыйтнӑччӗ. Акци пӗр уйӑх тӑсӑлнӑ вӑхӑтра ҫынсем пурӗ 120 ытла сӑнӳкерчӗк ҫитернӗ. Фотосем саккуна пӑсса йӗркеленӗ 51 ҫӳп-ҫап вырӑнне тупса палӑртма пулӑшнӑ. Вӗсенчен ҫуррине халех пӗтернӗ ӗнтӗ. Ыттисене тавралӑха тирпейлемелли кӗрхи шӑматкунлӑх вӑхӑтӗнче пуҫтарма палӑртаҫҫӗ.
Акцие шкул ачисемпе студенстем уйрӑмах хастар хутшӑннӑ. Районсенче вара пуҫару ушкӑнӗсем те йӗркеленӗ. Вӗсем экологи тӗпчевӗсене тухса ҫӳренӗ.
Акцие хутшӑннисене пурне те «Сӑрҫум» заповедникӑн ҫутҫанталӑк музейне экскурсие илсе кайма палӑртнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 3-мӗшӗччен И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ют чӗлхе факультечӗн студенчӗсем Берлинти (Германи) Гумбольдт пиччӗшӗпе шӑллӗ ячӗллӗ университетра стажировкӑра пулнӑ.
Асӑннӑ факультетра вӗренекен 14 студент романо-германи филологийӗн кафедрин доценчӗ Ольга Юрьевна Кириллова ертсе пынипе Нимӗҫ чӗлхин тата лингвистикин институчӗн семинарӗсене хутшӑннӑ, DaF магистер программипе (нимӗҫ чӗлхи — ют чӗлхе), нимӗҫсене пурнӑҫӗпе, Берлинти паллӑ вырӑнсемпе паллашнӑ.
Студентсене уйрӑмах «Анализ учебников немецкого языка» тата «Креативное письмо» семинарсем килӗшнӗ-мӗн. Кусем вӗсене малашне вӗренӳре, ачасене шкулта вӗрентес ӗҫре пулӑшӗ.
Экскурси программипе килӗшӳллӗн студентсем Берлинти паллӑ музейсенчен пӗрине — Пергамск музейне — ҫитсе курнӑ. Унта авалхи архитектура пуянлӑхӗ упранать. Студентсем Рейхстаг куполӗ ҫине хӑпарнӑ, Потсдам хулинче Сан-Сусси замокра пулнӑ тата ытти ҫӗре ҫитсе курнӑ.
Юлашки ҫулсенче Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗн студенчӗсем Германие стажировкӑна каяҫҫӗ. Ав кӑҫал та 10 ҫын нимӗҫ фермерӗсен опычӗпе паллашма Баден-Вюртемберга тухса кайнӑ.
Техникум директорӗн ҫумӗ Надежда Александрова каланӑ тӑрӑх, Европӑри технологипе паллашас кӑмӑллӑ студентсем суйлав витӗр тухаҫҫӗ. Германие ют ҫӗршыври практикӑпа паллашмашкӑн пуласлӑхра хӑйсене ял хуҫалӑх аталанӑвӗпе ҫыхӑнтарма, чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ӗҫлеме палӑртнисем тӗллевленнисем каяҫҫӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗн ашшӗ-амӑшӗ фермер хуҫалӑхне тытса пыраҫҫӗ.
Чӗлхене пӗлни те пӗлтерӗшлӗ. Студентсем, Германие кайма палӑртнисем, нимӗҫ чӗлхине тарӑннӑн вӗренеҫҫӗ, нимӗҫ халӑхӗн культурипе, пурнӑҫӗпе паллашаҫҫӗ.
Республикӑра икӗ уйӑх «Студентсен ҫуркунни» марафон иртрӗ. Чӑваш Енри 10 аслӑ шкул ҫак вӑхӑтра 148 номер кӑтартрӗ, Тольяттире иртекен XXII Пӗтӗм Раҫҫей фестивальне каяссишӗн тупӑшрӗ.
Нумаях пулмасть И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра финал пулнӑ. Унта ҫӗнтерӳҫӗсене пилӗк енпе палӑртнӑ: «Кӗвӗ», «Театр тата оригиналлӑ жанр», «Хореографи», «Видео», «Журналистика». Жюри чи вӑйлӑ номерсене суйланӑ. Вӗсем Тольяттире Раҫҫейри студентсен командисемпе тупӑшӗҫ.
Пӗтӗм Раҫҫей фестивальне ҫаксем кайӗҫ: И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн строительство факультечӗн команди («Ҫӗнӗ коллекци» модӑсен театрӗ), ҫак аслӑ шкулӑн пӗрлештернӗ команди («Вӑрттӑнлӑх тытакан утрав» номер тата «Шторм» фристайл), И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн мода театрӗ («Ҫунатсене тӳрлетсе» коллекци), ҫак аслӑ шкултиех пӗрлештернӗ ташӑ ушкӑнӗ («Техника тӗлӗнтермӗшӗ» ташӑ), Шупашкарти коопераци институчӗн ташӑ ансамблӗ («Вырӑс чӑтӑмлӑхӗ»). Шупашкарти коопераци институчӗн студентки Мария Дементьева юрӑ юрлӗ, унтах вӗренекен Татьяна Ельниковӑпа Николай Еремеев ташлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.