Боснипе Герцеговина ҫӗршывӗн тӗп хулинче кикбоксинг енӗпе тӗнче чемпионачӗ вӗҫленнӗ. ЧПУ студентки Полина Петухова унта маттурлӑхӗпе палӑрнӑ.
20 ҫулти Полина виҫӗ кӗрешӗве хутшӑннӑ, вӗсенчен иккӗшӗнче вӑл ҫӗнтернӗ. «Ку кикбоксерсен спорт пурнӑҫӗнчи тӗп старт шутланать, вӑл икӗ ҫулта пӗрре иртет. Абсолютлӑ ҫӗнтерӳ тумашкӑн шанчӑк пулнӑ тесе шутлатӑп, анчах иртнӗ тупӑшусенче вӑй нумай юлнӑ ахӑртнех», - ҫапла пӗлтернӗ Полина.
Палӑртмалла: пирӗн студентка Бразили, Турци, Словаки, Австрали, АПШ, Греци, Австри, Серби, Итали, Польша, Рымыни, Израиль, Инди спортсменкисемпе вӑй виҫнӗ. Полина икӗ кӗрешӳре ҫӗнтерсе пӑхӑр медале тивӗҫнӗ.
Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсем Алексей тата Сергей Алатыревсем, Ирина Кручинкина Мари Элти уй-хире ҫитнӗ. Вӗсем унта хӑйсем шухӑшласа кӑларса хута янӑ комбайна тӗрӗсленӗ. Техника купӑста пуҫтарать. Проекта «Старт-1» проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ.
Комбайн мӗнле ӗҫленине «Деметра» тулли мар яваплӑ обществӑн ӗҫченӗсем те сӑнанӑ. Техника купӑстана питӗ лайӑх пуҫтарнине вӗсем те палӑртнӑ. Ҫӳлерех асӑннӑ общество ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, техника ӗҫӗ требованисемпе килӗшсе тӑрать.
Эппин, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсен ӗҫӗ харама кайман – комбайн промышленноҫ производствинче юрӑхлӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 18 ҫулти студента суд ҫирӗп режимлӑ колоние 7 ҫул та 1 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Хайхискер хӑй пурӑнакан ҫуртӑн подъездӗнче выртса тӑракан килсӗр-ҫуртсӑр ҫынна хӗненӗ. Кунсӑр пуҫне студент унччен те судпа айӑпланнӑ-мӗн.
Следстви тата суд пӗлтернӗ тӑрӑх, ку 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Каччӑ ҫав каҫ ҫапкаланчӑка вӑйлах хӗненӗ. Ирхине лешӗ тӑнсӑр выртнине пӗр хӗрарӑм асӑрханӑ, вӑлах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Килсӗр-ҫуртсӑр ҫын пульницӑра та тӑна кӗмен, кӑҫал ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вилнӗ.
Суд приговорӗ вӑя кӗмен-ха.
Шупашкарта пурӑнакан студент общежитири кӳршин укҫи-тенкине 7 уйӑх (2018 ҫулхи юпаран пуҫласа кӑҫалхи акаччен) сӑптӑрнӑ та сӑптӑрнӑ. 18 ҫулти каччӑ кӳршин банк приложенийӗн парольне вӑрттӑн пӑхса астуса юлнӑ. Хайхискер лешӗ ҫук чухне унӑн телефонне тытнӑ та укҫа-тенке хӑйӗн банк карточки ҫине куҫарнӑ.
Шар курнӑ каччӑ – тӑлӑх. Ӑна патшалӑх пособисем уйӑхсерен панӑ. 18 ҫулти каччӑ вара ҫакна пӗлнӗ ахӑртнех. Вӑл 7 уйӑхра хӑйӗн банк картти ҫине 300 пин тенкӗ куҫарнӑ. Тӑлӑх кӑҫал ҫуркунне банк операцийӗсен историне пӑхнӑ та укҫа-тенке сӑптӑрнине тинех ӑнланнӑ.
Студент тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кӗҫех ӑна Шупашкарти Калинин районӗн сучӗ пӑхса тухӗ. Хӑй вӑрланӑ укҫана тӑлӑха тавӑрса панӑ.
И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенчӗ Игорь Гусев Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен проекчӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Вӑл унта «Ӳнерҫӗсем валли – професионаллӑ хатӗр» проект тӑратнӑ. Жюри унӑн ӗҫне пысӑк хак панӑ. Ҫапла майпа пирӗн ентеш 250 пин тенкӗ гранта тивӗҫнӗ.
Игорь Гусев каланӑ тӑрӑх, кунашкал хатӗр-хӗтӗрпе вӑл ӳнерҫе вӗренекен мӗнпур студент валли мольберт тума пултарӗ. Ку вара пачах та урӑхла ӳкерӗксем тума май парӗ.
Палӑртмалла: Игорь Гусев ЧППУн ӳнерпе музыка вӗренӗвӗн факультетӗнче ӑс пухать.
Аслисен ҫулла питӗ тимлӗ пулмалла. Ачасем ӑҫта ҫӳреҫҫӗ? Вӑрттӑн шыва кӗме каман-и? Тимлӗхе пӗр самантлӑха та ҫухатмалла мар.
Шупашкарти пляжра каллех чутах инкек пулман. 12-ри тата 13 ҫулти хӗрачасем ашшӗ-амӑшӗсӗрех шыва кӗме килнӗ. Хайхискерсем чӑмпӑлтатнӑ хушӑра путма пуҫланӑ.
Юрать, вӗсене ҫӑлма май килнӗ. Тухтӑрсем хӗрачасен сывлӑхне тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн киле янӑ.
Аса илтерер: ҫак канмалли кунсенче Ҫӗнӗ сала пляжӗнче ют ҫӗршывран Шупашкара вӗренме килнӗ студент путса вилнӗ.
Паян Шупашкарти Ҫӗнӗ сала пляжӗнче инкек пулнӑ. Шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать, ҫынсем шыва кӗме ҫӳреҫҫӗ. Ют ҫӗршывран Шупашкара вӗренме килнӗ студентсем те паян унта уҫӑлма килнӗ.
17 сехет те 20 минутра пӗр студент Атӑлта шыва кӗнӗ чухне ҫухалнӑ. Ҫӑлавҫӑсем ӑна тӳрех шырама тытӑннӑ, кайран водолазсем те пулӑшнӑ. Ют ҫӗршыв студенчӗн тусӗсем ҫыран хӗрринче сӑнаса тӑнӑ.
19 сехет те 51 минутра водолаз студент виллине ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Тусӗсем ҫакна курсан унталла ыткӑннӑ, полицейскисене те итлемен – хӗвӗшӳ пуҫланнӑ. 100 яхӑн ҫын ют чӗлхепе темӗн кӑшкӑрашнӑ, чутах ҫапӑҫман.
Халӗ студент путса вилнӗ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Кӑҫал ака уйӑхӗнче Йӗпреҫ районӗн сучӗ 21 ҫулти Анастасия Раймова студентка тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Хӗре тӗрмене хупмасӑр 3 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра вӗренекен студентка ӳсӗр кӳршине канцеляри хаччипе ҫапнӑ, ҫапла майпа унӑн сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗ. Анчах хӗр ҫине тӑрсах ӗнентернӗ: вӑл хӑйне хӳтӗленӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, арҫын ӑна хӑй тапӑннӑ, хӑратнӑ. Суд студенткӑпа килӗшмен, ӑна айӑплӑ тесе йышӑннӑ.
Анастасия Раймова парӑнман: ЧР Аслӑ судне аппеляци панӑ. Суд айаплав приговорне пӑрахӑҫланӑ, ӑна тепӗр хутчен пӑхса тухма янӑ.
Пӗтӗм вырӑссен диктантне Чӑваш Енре пурӑнакансем мӗнлерех ҫырни паллӑ. Тӳрех палӑртар: кӑҫал акцие 749 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче – шкул ачисем, студентсем, вӗрентекенсем, журналистсем.
Кӑҫал диктанта 75 ҫын «5» паллӑлӑх ҫырнӑ. Ҫичӗ ҫул хушшинче кунашкалли республикӑра пулман. Диктанта йӑнӑшсӑр ҫырнисен хушшинче 10-ри ача та пур. Акцие хутшӑннӑ чи аслӑ ҫын – Тихон Сергеев историк, профессор.
Диктант йӗркелӳҫисем каллиграфи почеркӗпе таса та йӑнӑшсӑр ҫырнӑ икӗ текста та палӑртнӑ. Кӑҫал ют ҫӗршывран Чӑваш Ене вӗренме килнӗ студентсем те хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Унашкаллисем 14-ӑн пулнӑ. Вӗсем диктанта TruD тест мелӗпе ҫырнӑ.
Чӑваш Енри ҫамрӑксем Саха (Якут) Республикине стройкӑна тухса кайӗҫ. Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унта «Легион» стройотряд пайташӗсем ӗҫлӗҫ.
«Север» (чӑв. Ҫурҫӗр) пӗтӗм Раҫҫейри стройкӑна хутшӑнас кӑмӑллисен заявкисене иртнӗ уйӑхра Раҫҫейӗн ҫамрӑксен ӗҫпе тимлекен комитетра пухнӑ. Конкурс ирттерсе 88 отряда суйласа илнӗ. Ҫав йыша Чӑваш Енри «Легион» студентсен строительство отрячӗ лекнӗ.
Йыш 14 ҫамрӑкран тӑнине пӗлтереҫҫӗ. Студентсем И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Шупашкарти коопераци институтӗнче, Мускаври политехника университечӗн Шупашкарти филиалӗнче тата Шупашкарти коопераци техникумӗнче вӗренеҫҫӗ.
Ҫамрӑксем утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче Саха (Якут) Республикинчи «ГАС» тулли мар яваплӑ обществӑра тӑрӑшӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.