Хусанти экономика, управлени тата права институчӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти филиалӗ хупӑннине пӗлтереҫҫӗ. Мӗншӗн? ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, студентсем ҫук-мӗн.
Института хупас ыйтӑва учреждени ертӳҫисем татса панӑ. Унта унччен юриспруденци тата экономика тытӑмӗнчи специалистсене хатӗрленӗ.
Ведомствӑра каланӑ тӑрӑх, ҫакна социаллӑ экономика тата демографи лару-тӑрӑвне шута илсе йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех филиалти вӗренӳ программи кирлӗлӗхӗ чакнӑ-мӗн.
Пӗлмешкӗн: унччен Хусанти экономика, управлени тата права институчӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти филиалӗнче 300 ытла ҫын вӗреннӗ. Ҫакна та палӑртмалла: малтан институт уйрӑмне лицензи те паман.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн историпе филологи факультечӗн 1-мӗш курс студенчӗсем Улатӑр районӗнчи Атрать ялӗнче фольклорпа диалект практикине ирттернӗ. Унта ҫамрӑксем ҫӗртмен 29-мӗшӗнчен пуҫласа утӑн 11-мӗшӗччен пурӑннӑ.
Вырӑс чӗлхипе литературин, тӗнчери художество культурин пулас вӗрентекенӗсем ял ҫыннисемпе калаҫнӑ май вырӑнти йӑла-йӗрке пирки ыйтса пӗлнӗ, ял кун-ҫулӗпе кӑсӑкланнӑ. Вырӑнти такмаксене, юрӑсене, халапсене, тухатмӑшсем пирки ҫӳрекен хӑрушла хыпар-хӑнара ҫырса илнӗ. Вырӑнти ҫынсен калаҫӑвӗн уйрӑмлӑхӗ те вӗсемшӑн кӑсӑклӑ пулнӑ. Практикӑри студентсем ял ҫыннисемпе калаҫма кӑмӑллине палӑртнӑ — лешсем мӗн илтни-пӗлни пирки хаваспах каласа кӑтартнӑ.
Вӗренекен ҫамрӑксене «Сӑрҫум» заповедника та кайса кӑтартнӑ. Атратьри культура ҫурчӗн пуҫлӑхӗпе Галина Марковнинӑпа калаҫни те студентсен асӗнче юлнӑ-мӗн.
Сӑнсем (11)
Кӑнтӑр Корейӑри Кванджу хулинче студентсен Универсиади малалла пырать. Унта пирӗн ентешсем ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваҫҫӗ. Нумаях пулмасть чӑваш спортсменки Марина Пандакова кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.
Марина Шупашкарти политехника институтӗнче вӗренет, спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Марина Пандакова тӗнче класлӑ спорт мастерӗ.
Пирӗн ентеш 20 ҫухрӑмлӑ дистанцире хӑвӑрт утнӑ. Вӑл финиша иккӗмӗш ҫитнӗ. Унӑн кӑтартӑвӗ — 1 сехет те 29 минут.
Марина Пандакова Европа тата тӗнче чемпионачӗсен призерне Аниса Кирдяпкинӑна ҫеҫ парӑнтарайман. Вӑл Универсиадӑра рекорд лартнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Китай спортсменки Хоу Юнбо тухнӑ.
Раҫҫейӗн тепӗр спортсменкисем Софья Бродацкая тата Лина Кулацкая тӑваттӑмӗш тата вуниккӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсем Эльбрус тӑвӗ ҫине хӑпарма пултарнӑ. Вӗсем тӑвӑн хӗвеланӑҫ енне ҫитнӗ. Студентсем ҫак ҫулҫӳреве Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ.
Эльбрус ҫинче ЧПУри ултӑ студент пулнӑ. Кун пирки университетӑн пресс-служби пӗлтерет.
Чӑваш ҫамрӑкӗсем ҫар музейне, хӳтӗлев геройӗсен монументне, 3500 метр ҫӳллӗшӗнче вырнаҫнӑскере, кӗрсе курнӑ. Вӗсем ҫапӑҫу вырӑнӗсенче тупнӑ экспонатсемпе, артиллери установкисемпе, снарядсемпе паллашнӑ.
Ту ҫине хӑпарнӑ кун ҫиллӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа альпинистсем 4900 метр ҫӳллӗшне хӑпарсан чарӑннӑ.
Ҫӳлтен вӗсем Кавказ илемне курнӑ, тӗрлӗ ҫӗршыв турисчӗсемпе паллашнӑ. Тепрехинче студентсем Алтай тӑрӑхне каясшӑн.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн «Проспект 15» строительство отрячӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Восточный» космодром» студентсен стройкине конкурса хутшӑннӑ. Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн отряд унти стройкӑна кайӗ.
Пӗтӗмпе конкурса ҫӗршыври студентсен 45 отрячӗ хутшӑннӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧПУн стройотрядне инженери факультечӗсен студенчӗсем кӗнӗ.
Амур облаҫӗнчи стройкӑна пӗтӗмпе Раҫҫейри 25 регионти студентсем хутшӑнӗҫ.
Сӑмах май, «Восточный» — Раҫҫейре кунашкал масштаблӑ космос комплексӗн пӗрремӗш проекчӗ. Амур облаҫӗнчи строительствӑна пин-пин строитель, инженер, конструктор хутшӑнӗ. Космодромри пӗрремӗш черетри объектсене кӑҫал ҫулталӑк вӗҫӗнче пӗтермелле-мӗн.
Мускавра кондитерсен MODERNBAKERYMOSCOW 2015 конкурсӗ иртнӗ. Шупашкарта вӗренекен студентка пӗр номинацире ҫӗнтерме пултарнӑ. Жюри вӑл торта илемлетме пултарнине пысӑка хурса хакланӑ. Конкурс ака уйӑхӗн 22-24-мӗшӗсенче иртнӗ.
Людмила Румянцева Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче вӗренет. Жюрире Раҫҫей кулинарӗсен наци ассоциацийӗн вице-президенчӗ Александр Прокопович тата Коркунов шӑккалат шкулӗн директорӗн ҫумӗ Елена Сучкова пулнӑ. Жюри председателӗн вырӑнӗнче Германири SweetART команири Роберт Оппенедер пулнӑ.
Конкурсҫӑсен ӗҫӗсене тӑватӑ номинацире хакланӑ: юниорсен категорийӗнчи «Чи лайӑх кондитер» (торт илемлетесси), профессионалсен йышӗнчи «Чи лайӑх кондитер» (торт илемлетесси), шӑккалатран хатӗрленӗ чи лайӑх ҫимӗҫ, сахӑртан тунӑ чи лайӑх ҫимӗҫ. Ӑмартӑва Мускаври, Пятигорскри, Брестари, Дон ҫинчи Ростов хулинчи, Шупашкарти тата ытти хулари кондитерсем хутшӑннӑ.
Шупашкар студентки 14 кондитерпа пӗрле юниорсен категорийӗнчи «Чи лайӑх кондитер» (торт илемлетесси) номинацире тупӑшнӑ. Вӗсем икӗ сехет хушшинче торт илемлетнӗ. Ҫапла Людмила Румянцева пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культурологи уйрӑмӗн студенчӗсем Константин Иванов ячӗллӗ музейра вилӗмсӗр «Нарспи» поэма сыпӑкӗсене темиҫе чӗлхепе чуна тивмелле вуланӑ. Ку ӑсталӑха вӗсене чӑваш халӑх артисчӗ Иван Иванов вӗрентнӗ. Вӑл факультетра чылайранпа студентсене театр ӑсталӑхне алла илме пулӑшать.
«Поэзи сехетӗнче аслӑ вӗренӳ заведенийӗсен вӗрентекенӗсем, шкул ачисем тата, паллах, литературӑна юратакансем пулчӗҫ», — хыпарлать Чӑваш наци конгресӗн пресс-служби.
Студентсемпе пӗрле тӗлпулура ЧПУ профессорӗсем Виталий Родионов, Юрий Артемьев тата ыттисем те тухса калаҫнӑ. К.В. Иванов музейӗн ертӳҫи Ирина Оленкина пурне те тав тунӑ, малашне те унта килсе ҫӳреме, Литература тата вилӗмсӗр поэтӑмӑр Ҫулӗнчи пуян программӑпа паллашма чӗнсе каланӑ.
Ҫак уйӑхӑн 7–11-мӗш кунӗсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Ӑслӑлӑх эрни» иртнӗ. Палӑртнӑ кунсенче студентсемпе шкул ачисем 49-мӗш ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине пуҫтарӑннӑ. Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, тӗслӗхрен, 9–11-мӗш классенче пӗлӳ пухакан шкул ачисем "Ӑслӑлӑхри пӗрремӗш утӑмсем" секцие пуҫтарӑннӑ. Пурӗ 13 секци ӗҫленӗ.
Унта Чӑваш Енри вӗренекенсемпе пӗрлех Удмурт, Мари, Пушкӑрт республикисенчен килнӗ студентсем хутшӑннӑ. Халӑх йӑли-йӗркине, чӗлхепе культурӑна аталантарас, литературӑна тӗпчес ыйтусене хускатнӑ ҫамрӑк ӑсчахсем.
Асӑннӑ конференцире Патӑрьел районӗнчен пӗртен пӗр вӗренекен, Ыхра Ҫырми вӑтам шкулӗнчи Светлана Максимова хутшӑннӑ. «Чӗлхе. Истори. Култура» секцие хутшӑнса вӑл пӗрремӗш вырӑна тухма пултарнӑ.
Светлана 9-мӗш класра пӗлӳ пухать, вӗренӳ отличници. Тӗрлӗ конкурс-фестивале хастар хутшӑнать, яланах малти вырӑнсене йышӑнать. Ӑна Светлана Кулакова вӗрентекен пулӑшса пырать.
Паян Константин Иванов пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ. Чӑваш литературин классикӗ 1915 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче чирлесе вилнӗ. Ку вӑл кивӗ стильпе шутласан (энциклопедисенче ӑна илсе панӑ), хальхи стильпе пӑхсан вара ку кун шӑп та паянхине лекет.
Константин Иванова паян Шупашкарти икӗ палӑк умӗнче те асӑнчӗҫ. Асаилтеретпӗр, пӗри Константин Иванов урамӗ ҫумӗнчи скверта вырнаҫнӑ, тепри — ун ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫумӗнче. Скверти палӑк патне Виталий Родионов, ҫыравҫӑсемпе литература тӗпчевҫисем, Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем килчӗҫ, театр ҫумӗнчи патне — чӑваш хастарӗсем тата Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче 5-мӗш курсра вӗренекен студентсем. Ҫавӑн пекех паллӑ классика асӑнма тата чечек хума «Хыпар» издательство ҫуртӗнчен Валери Туркай та ҫитрӗ. Вӑл икӗ палӑк умне те чечек хучӗ.
Чечек хуриччен пухӑннӑ халӑх Константин Ивановӑн пултарулӑхне аса илчӗ, вилӗмсӗр «Нарспи» поэминчи йӗркесене вуларӗ. Мероприяти поэта «Ҫӑлкуҫ» кафере асӑннипе вӗҫленчӗ.
Паян Шупашкарта WorldSkillsRussia — 2015 Чӑваш Ен чемпионачӗ пуҫланать. Унта рабочисем хутшӑнӗҫ. Конкурс тӑватӑ куна тӑсӑлӗ, уйӑхӑн 6-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Чемпионата техникумсемпе коллеждсенче вӗренекенсем тата ҫамрӑк рабочисем хутшӑнмалла. Вӗсен ҫулӗ 18-тан тытӑнса 22-ччен пулмалла.
Чемпионата 9 компентенципе ирттерме шухӑшласа хунӑ: «Плитка хурасси», «Кирпӗч хурасси», «Электромонтаж», «Веб-дизайн», «Сеть тата тытӑм енчен администрацилени», «Шӑратмалли технологисем», «Парикмахер ӑсталӑхӗ», «Кондитер ӗҫӗ», «Повар ӗҫӗ».
Ӑмӑртӑва харӑсах Шупашкарти темиҫе вӗренӳ учрежденийӗнче: Апатлану технологийӗн тата коммерцин техникумӗнче, Транспорт тата строительство технологийӗн техникумӗнче, Экономикӑпа технологи колледжӗнче, электромеханика коллеждӗнче — ирттереҫҫӗ.
Регионта ҫӗнтернисем Атӑлҫи федераци округӗнчи чемпионатра хӑйсен пултарулӑхне тӗрӗслеме пултарӗҫ. Вӑл ака уйӑхӗнче Самарта иртӗ. Наци чемпионатне каярах Хусанта пуҫтарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.