Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Статистика: Чӑваш Енре пурӑнакансенчен кашни пиллӗкмӗш урапаллӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 23.08.2016 19:23 | 1678 хут пӑхнӑ
Статистика

Чӑваш Енре пурӑнакансенчен кашни пиллӗкмӗш ҫыннӑн урапа пур. Раҫҫейри регионсемпе танлаштарсан, ку кӑтартупа пирӗн тӑрӑх 75-мӗш вырӑн йышӑнать.

"АВТОСТАТ" аналитика агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра 1000 ҫын пуҫне 212 урапа лекет.

Ҫӗршывра 1000 ҫын пуҫне вӑтамран 285 машина лекет. Урапа питӗ туянма юратакан (тата майӗ пур темелле-ши) регионсен шутне Камчатка тата Тинӗсҫум крайӗсем кӗреҫҫӗ. Камчатка тӑрӑхӗнче 1000 ҫын пуҫне 472 урапа тивет, Тинӗсҫум тӑрӑхӗнче — 437.

Маларах эпӗ вӑл тӑрӑхсенче урапаллисем нумаййине пурнӑҫ шайӗпе танлаштарма сӑлтавлама пӑхрӑм та, экспертсем Японири урапасене Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчен кӳрсе килнипе сӑлтавлаҫҫӗ иккен.

Чукотка автономи округӗнче 1000 ҫын пуҫне 88 урапа ҫеҫ лекет.

#статистика, #урапасем, #Камчатка, #Чукотка, #Тинӗсҫум крайӗ, #Инҫет Хӗвелтухӑҫ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем