Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: «Чӑваш тӑлмачӗн» 2-мӗш тапхӑрӗ хыҫа юлчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.08.2016 10:03 | 1782 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

«Чӑваш тӑлмачӗ» интернетри ӑмӑртӑвӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ — утӑ уйӑхӗнчи — хыҫа юлчӗ. Ҫавна май ӑна пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ.

Иртнӗ уйӑхра пурӗ 6 700 ытла куҫару йышӑнтӑмӑр. Ҫӗртме уйӑхӗпе танлаштарсан, ку ытларах. Ун чухне конкурса хутшӑнакансем 3 600 куҫару кӑна хатӗрлеме пултарчӗҫ. Миҫен хутшӑнчӗҫ? Куҫаракансен йышӗ 24 ҫынпа танлашрӗ. Пурӗ вара сайтра хальхи вӑхӑт тӗлне 91 хутшӑнакан регистрациленнӗ.

Утӑ уйӑхӗнче те эпир 3 вырӑна палӑртӑпӑр. Чи нумай куҫараканни ку уйӑхра та «Марина» пулчӗ. Вӑл 1849 пуплевӗш (предложени) куҫарма пултарчӗ. Сӑмахсене шутласан 19 пин те 223 сӑмах пулать. Маттур! Иккӗмӗш вырӑна «Альтук аппа» йышӑнчӗ. Вӑл ку уйӑхра кӑна хутшӑнма пуҫларӗ пулсан та утӑ уйӑхӗнче 1096 пуплевӗш куҫарчӗ (е 11 141 сӑмах). Виҫҫӗмӗш вырӑна «snik» ятлӑ хутшӑнакан тухрӗ. пуплевӗшсене вӑл ытларах куҫарчӗ (1305), анчах вӗсем кӗскерех пулнипе сӑмах йышӗ унӑн пӗчӗкрех пулса тухрӗ — 10 708. 1-мӗш вырӑна тухнӑшӑн ку уйӑхра та эпир 1500 тенкӗпе хавхалантарӑпӑр, 2-мӗш вырӑнтине — 1000 тенкӗпе, 3-мӗш вырӑнтине — 500 тенкӗпе.

Яланхи пекех 100 ытла пуплевӗш куҫарнисене асӑнса хӑваратпӑр: Мария, Галина, civhim2, Надя, salam, Роза, vlad. Вӗсене пурне те 100 тенкӗ карас номерӗ ҫине куҫарса парӑпӑр.

Малалла пирӗн конкурсӑн виҫҫӗмӗш ӑмӑрту тапхӑрӗ пуҫланать — вӑл ҫурла уйӑхӗ тӑршшӗпе пырӗ. 100 ытла пуплевӗш куҫарнисен статистикине хуратӑпӑр («конкурс статистики» шутланакан пайра; тӗп пайри статистика вара юлать), малти вырӑна тухассишӗн кӗрешме пурин те хавхалану пултӑр. 100 пуплевӗш куҫарса ҫитерейменнисен вара кӑшт ҫӑмӑллӑх пулӗ.

Аса илтеретпӗр, «Чӑваш тӑлмачӗ» ӑмӑрту авӑн виҫӗ уйӑх хушши пырать — ҫӗртме–ҫурла уйӑхӗсенче. Авӑн уйӑхӗнче конкурса пӗтӗмлетӗпӗр, хисеп хучӗсемпе ӑмӑртӑва хутшӑннине ӗнентерекен хутсем парӑпӑр. Хисеп хутне илме пӗр-пӗр тапхӑрта малти вырӑна тухмалла, ӗнентерӳ хучӗ вара конкурс вӑхӑтӗнче (ҫӗртме–ҫурла) 50 ытла пуплевӗш куҫаракансене лекӗ.

Эпир, ҫак конкурса йӗркелекенсем, куҫару ӗҫне эсир ҫурла уйӑхӗнче те хастар хутшӑнасса шанатпӑр! Эсир тӑвакан ӗҫ пӗтӗм чӑваша, тата ыттисене те пулӑшу кӳрӗ — чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен пуххипе усӑ курса хӑй тӗллӗн куҫаракан тӑлмач (выр. автоматический переводчик) йӗркелеме май парӗ.

Икӗ чӗлхеллӗ корпусра хальхи вӑхӑтра 825 текст. Ку вӑл 65 пин ытла пуплевӗш. Корпусри сӑмахсен йышӗ вара нумай пулмасть 1 миллионтан иртрӗ! Хальлӗхе эпир сирӗнпе пӗрле 14 пин те 123 пуплевӗш куҫарнӑ. Хӑй тӗллӗн ӗҫлекен тӑлмач валли мара сахалтан та 200 пин кирлӗ.

#Чӑваш тӑлмачӗ, #чӑваш чӗлхи, #статистика, #ӑмӑртусем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://corpus.chv.su/
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем