Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ирхи виҫҫӗччен ташланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 14.07.2013 10:37 | 1728 хут пӑхнӑ

«Кун пек уява тахҫанах курман», — тенӗ-мӗн Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти уява пухӑннисем. Хальхи вӑхӑтра пур ҫӗрлӗн кӗрлекен ял кунӗ пуль тетӗр-и? Мар-ха. Вӑл тӑрӑхри халӑх валли утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вырӑнти райпо пысӑк уяв туса панӑ.

Мӑн Сӗнтӗрти потребитель обществин савӑнмалӑх-палӑртмалӑх сӑлтавӗ чӑннипех пулнӑ — вӑл 100 ҫулхи юбилейне палӑртнӑ. Вырӑнти райпон «ҫавра» дата ҫывхарнине вӑл тӑрӑхра пурӑнакансем малтанах туйса тӑнӑ: иртнӗ уйӑх тӑршшӗпех райпо лавккисенче «Чи хастар туянакан» акци иртнӗ. Кам пин тенкӗрен ытлалӑх туянать, ҫавӑ лотерейӑна хутшӑнма тивӗҫет. Уявра вара чи хастар туянакансене парнесемпе чысланӑ. Николай Прохоров (уяв пирки хыпарлакан информацире вӑл ӑҫтан пулнине, шел те, каламан), сӑмахран, велосипедлӑ пулса тӑнӑ иккен. Ӑна кӑна чысламан-ха, ыттисене те парне лекнӗ. Кама — пӗчӗк хумлӑ кӑмака, кама — электричествӑпа ӗҫлекен чейник, кама — парне сертификачӗ. Парне списокӗнче ҫавӑн пекех — карас телефонӗ, телевизор, электровентилятор. Пурне те асӑнса пӗтереймӗн...

Уяв вара ирхи вунӑ сехетре мини-футболтан пуҫланнӑ. Райпо кубокне ҫӗнсе илессишӗн 11 ушкӑн мечӗк хӑваланӑ. Хӗрӳ вӑйӑра Муркаш, Мӑн Сӗнтӗр тата Москакасси ял тӑрӑхӗсен ушкӑнӗсем малти виҫӗ вырӑна пайланӑ. Пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ муркашсене кубоксӑр пуҫне така та лекнӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ мӑн сӗнтӗрсемпе москакассисен те кӳренмелле пулман — вӗсене те парнесӗр хӑварман.

Аслисемпе уява килнӗ шӑпӑрлансене те тунсӑхлаттарман уявра. Вӗсем валли театрализациленӗ уявах туса панӑ. Тата клоунӗсем мӗне тӑнӑ! Вар хытичченех кулнӑ пӗчӗкскерсем вӗсене пӑхса. Ачасем валли конкурссем те йӗркеленӗ, дискотека та! Райпо ӗҫченӗсем канихвет пӗремӗкпе те кӑмӑлтан сӑйланӑ.

17 сехетре вырӑнта тавар туса илекенсен апат-ҫимӗҫӗн курав-сутӑвӗ уҫӑлнӑ. Ҫав вӑхӑтра апат-ҫимӗҫе те ас тивсе пӑхма май килнӗ.

19 сехетре вара уява официаллӑ майпа уҫнӑ. Мӑн Сӗнтӗрти райпона юбилейпе Чӑвашпотребсоюз председателӗ — республикӑн Патшалӑх Канашӗн Председателӗ В.М. Павлов, район админитрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан В.К. Ананьев тата вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.В. Лаптев саламланӑ. Райпо тытӑмӗнче ӗҫлекенсене Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе чысланӑ.

Уява концерт тата салют вӗҫленӗ. Ҫук-ха, каҫхи вунпӗр сехетре кӑтартнӑ салют хыҫҫӑн аслисем валли ташӑ каҫӗ пуҫланнӑ. Вӑл ирхи виҫӗ сехетченех тӑсӑлнӑ.

#уявсем, #Мӑн Сӗнтӗр, #Мӑн Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗ, #ял уявӗсем, #Муркаш районӗ, #Муркаш ял тӑрӑхӗ, #Москакасси ял тӑрӑхӗ, #спорт, #ташӑсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем