Чӑваш Ен спортсменкине Вера Соколовӑна хисеплӗ ят панӑ. Халӗ Вера — РФ тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ. Хушӑва ҫак кунсенче РФ спорт министрӗ Виталий Мутко алӑ пуснӑ.
Вера Соколова Муркаш районӗнчи Анаткас Апаш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Хӑвӑрт утассипе шкулта вӗреннӗ чухнех кӑсӑкланма тытӑннӑ. Ун чухне ӑна Аверкий Васильев тренер вӗрентнӗ.
Вера Соколова Тӗнче тата Европа кубокӗсенче пӗрре мар ҫӗнтернӗ. Чылай вӑхӑт юниорсем хушшинче тӗнче рекордсменӗ пулнӑ. Юлашки вӑхӑтра вӑл хӑйӗн ӑсталӑхне Олимп хатӗрленӗвӗн В.Чегин ячӗллӗ центрӗнче туптать.
Халӗ Вера ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен Европа чемпионатне хатӗрленет. Вӑл кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче Швейцарири Цюрих хулинче пулӗ.
Шупашкарта хӑпартакан пӑр керменне черетлӗ хут Чӑваш Енӗн Премьерӗ Иван Моторин тата Стройминӗн министрӗ Олег Марков тӗрӗслесе кайнӑ. Ӑна юпа уйӑхӗнче туса ҫитерме планлаҫҫӗ пулин те ӗҫӗ кунта пайтах мӗн.
Хальхи вӑхӑтра тимӗр каркаса туса ҫитернӗ, ҫурт сийӗсене вырнаҫтарса тухнӑ, тӑррине витнӗ. Унсӑр пуҫне подрядпа ӗҫлекен организацисем шыв тата пӑх-шӑк пӑрӑхӗсене хурса тухнӑ, ҫутӑ кӗртнӗ. Ӑшӑпа тивӗҫтерекен пӑрӑхсене вырнаҫтарассин пӗтӗм ӗҫ калӑпӑшӗнчен 95% тунӑ. Котельнӑйпа трансформатор подстанцине туса ҫитернӗ, урапасем лартмалли лаптӑкра асфальт сараҫҫӗ. Уйрӑмах нумай тумалли ӗҫсем шутне пӑр керменӗ ҫывӑхӗнчи лаптӑка хӑтламаллине кӗртмелле — ӑна хальлӗхе 20% кӑна пурнӑҫланӑ.
Юпа уйӑхӗнче пӑр керменӗ ӗҫлеме пуҫламаллине шута илсе тӗрӗслев хыҫҫӑн ӗҫе хӑвӑртлатас тесе хушма строительство организацийӗсене явӑҫтарма йышӑннӑ. Рабочисен йышне те пысӑклатмалла. Хальхи вӑхӑтра пӑр керменне тӑвассипе 22 организаци ӗҫлет, рабочисен йышӗ — 382 ҫын.
Пӑр керменӗ «Олимп» стадионӗнче вырнаҫнӑ, вӑл 7 300 вырӑнлӑ пулӗ.
Утӑн 26-мӗшӗнче Чӑваш Енре йӑлана кӗме ӗлкӗрнӗ Сывлӑхпа спорт кунӗ иртет. Аса илтеретпӗр, республикӑри физкультурӑпа спорт сооруженийӗсем ҫынсене уйӑхсерен пӗр хутчен тӳлевсӗр йышӑнаҫҫӗ. Сывлӑхпа спорт кунӗ ирттерессине Чӑваш Ен Элтеперӗ хӑйӗн пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗччӗ. Маларах сывлӑх кунӗсене кварталта пӗрре ирттернӗччӗ.
Хальхинче те шӑматкун пурте спорт сооруженийӗсене кайма пултараҫҫӗ. Ҫав кун массӑллӑ спорт мероприятийӗсем ирттересси пирки те пӗлтерет республикӑн Физкультурӑпа спорт министерстви.
Шупашкарта шӑматкун шыв чарнине пула ӑна утӑн 27-мӗшӗнче ирттерӗҫ. Ҫитес Сывлӑхпа спорт кунӗсем республикӑра ҫурлан 9-мӗшӗнче, авӑнӑн 20-мӗшӗнче, юпан 18-мӗшӗнче, чӳкӗн 22-мӗшӗнче, раштавӑн 20-мӗшӗнче иртмелле.
Ӗнер пирӗн республикӑра ҫӑлавҫӑсен шывра тупӑшассипе ӑмӑрту пуҫланнӑ. Унта Атӑлҫи федераци округӗсенчи ушкӑнсем килсе ҫитнӗ. Спорт мероприятийӗ Йӑлӑмри «Солнышко» турист базинче иртнӗ.
Инспекторсем парта хушшине ларса хӑйсен кулленхи ӗҫне епле пӗлнине хут тӑрӑх тӗрӗсленӗ. Хуравлама вӗсене сехет ҫурӑ вӑхӑт панӑ. Теори пайӗ хыҫҫӑн инспекторсен шывра 5 километр тӑршшӗ инҫӗше хӑвӑрт ҫӗнессипе тупӑшма тивнӗ. Ӑмӑртура мотор кимӗсемпе те, катерсемпе гидроциклсемпе те ярӑннӑ.
Ӑмӑртӑвӑн пилӗк тапхӑрӗ хыҫҫӑн ҫӗнтерӳҫӗ-ушкӑна палӑртӗҫ. Унӑн вара Атӑлҫи тӑрӑхне Раҫҫейри ӑмӑртура хӳтӗлемелле пулать.
Утӑн 19-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Ҫӗрпел ял увне паллӑ тунӑ. Вырӑнти тӳре-шара тухса калаҫнӑ, ентешӗсене пысӑк ҫак уяв ячӗпе саламланӑ.
Уява РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Н.П.Карачарсков тата унӑн мӑшӑрӗ, ЧАССР тава тивӗҫлӗ кӳлепеҫи А.К.Брындин, РФ тава тивӗҫлӗ артистки Мария Еланова хутшӑннӑ.
Уяв юрӑ-ташӑпа, хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнинчен пуҫланнӑ. Ҫак кун Ҫӗрпелте унта пурӑнакансем кӑна мар, аякран килнӗ ҫынсем те пухӑннӑ.
Ӗҫре палӑрнисене, чи хастаррисене чысланӑ. Ялти чи ҫамрӑк тата ватӑ ҫынсем пирки те манман. Юбилярсене, пӗрле нумай ҫул пурӑнакан мӑшӑрсене, чи хӑтлӑ кил-ҫурт хуҫисене те чысланӑ.
Концерта Хирпуҫ ял тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ, Ярмушка ял тӑрӑхӗнчи «Чашма» халӑх фольклор ушкӑнӗ, Элӗк районӗнчи Тавӑт ял тӑрӑхӗнчи «Хавас» ушкӑн, Канаш районӗнчи Ачча ял тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ хутшӑннӑ.
Паллах, уявра спорт ӑмӑртӑвӗсем те иртнӗ. Ял халӑхне чӑваш эстрада юрӑҫисем те савӑнтарнӑ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай ялӗ нумаях пулмасть уява пухӑннӑ. Ял ячӗ ӑҫтан пулса кайнӑ-ха? Вӑл юмансем ӳсекен вырӑнта пуҫланнӑ. Ҫынсем вӗсене касса ҫуртсем купаланӑ. Ялта малтанах урамсем пулман, мӗншӗн тесен вун-вун ҫул ӳснӗ юмансен тункатисем кансӗрленӗ. Пысӑкскерсене тӑпӑлтарма май пулман. Вӗсем тахҫанчченех сыхланса юлнӑ.
Унтанпа нумай ҫул иртнӗ. Халӗ Юманайра 247 пӳрт шутланать. Ял уявӗнче стадиона ирех халӑх пухӑнма тытӑннӑ. Чи малтанах ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Яковлев тухса калаҫнӑ. Ҫӗмӗрле район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Лев Рафинов та ҫитнӗ. Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков юманайсене саламланӑ. Унӑн аллинчен Владимирпа Зоя Петровсем «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медале илнӗ.
Ҫӗмӗрле район администрацийӗн ЗАГС пайӗн пуҫлӑхӗ Альбина Никитина Вениаминпа Мария Максимовсене, Николайпа Валентина Яковлевсене 55 ҫул пӗрле пурӑннӑ ятпа саламланӑ. Юбилярсене Хисеп хучӗсемпе чысланӑ.
Галина Малышкина хӑй ӑсталанӑ япаласен куравне йӗркеленӗ. Уявра шӳрпепе, чӑваш сӑрипе, хуплупа хӑналанӑ.
Вӑрнарти «Химик» стадионта ял ушкӑнӗсен «Ылтӑн пучах» Пӗтӗм Раҫҫейре футбол енӗпе ача-пӑча турнирӗн республикӑри тапхӑрӗ пуҫланнӑ.
Ӑмӑртӑва ачасен ҫулне кура икӗ ушкӑна пайласа ирттереҫҫӗ: 11–13-рисем тата 13–15-рисем хушшинче. Хальлӗхе ушкӑнсем турнирӑн финалне тухассишӗн ӑмӑртаҫҫӗ. Ҫӗнтерессишӗн республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 14 ушкӑн пухӑннӑ.
Турнира паян савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Спортсменсемпе вӗсемшӗн ҫунакансене саламлама Чӑваш Енӗн спорт министрӗ Сергей Мельников пырса ҫитнӗ. Кун йышши ӑмӑртусем ачасене малтан ҫамрӑксен футболне, кайран пысӑк футбола ҫул уҫнине палӑртса хӑварнӑ.
Утӑн 26-мӗшӗнче республикӑра пурӑнакансем муниципалитет тата республика спорткомплексӗсене, бассейнсене, спорт лапамӗсене, катоксене, тренажер залӗсене тӳлевсӗр кӗме пултараҫҫӗ.
Аса илтерер: кӑҫалтан пуҫласа республикӑра уйӑхсерен сывлӑхпа спорт кунне ирттереҫҫӗ. Вӗсене хӑш кун йӗркелессине ЧР Министрсен Кабинечӗ ҫирӗплетнӗ: утӑн 26-мӗшӗнче, ҫурлан 9-мӗшӗнче, юпан 18-мӗшӗнче, раштавӑн 20-мӗшӗнче.
Кӗҫех утӑн 26-мӗшӗ ҫитӗ. Халӑх спорт комплексӗсенче сывлӑхне тӳлевсӗрех ҫирӗплетме пултарӗ. Анчах… ҫак кун Шупашкарта сивӗ шыв пачах пулмӗ. Талӑкӗпех.
«Ҫыхӑнура» тӗнче тетелӗнчи проект кун пирки ЧР Спорт министерствине шанкӑравласа кӑсӑкланнӑ. Сывлӑхпа спорт кунне урӑх куна куҫармаҫҫӗ-и?
— Кунсене ЧР Министрсен Кабинечӗ ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ҫирӗплетнӗ. Мероприяти республикипех иртӗ. Ҫак уява пӗр-пӗр муниципалитетра урӑх куна куҫармӗҫ, — ҫапла хуравланӑ вӗсене.
Йӗпреҫ районӗнчи Хумри Юнтапа ялӗ те уява пухӑннӑ. Вӗсен те ял уявне Питравра паллӑ тӑвасси йӑлана кӗнӗ.
Хумри Юнтапа халӑхӗ тата ҫывӑхри ял ҫыннисем юханшыв хӗррине пухӑннӑ. Уява 1 400 ытла ҫын хутшӑннӑ. Яланхи пекех уявра Хурамал ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров тухса калаҫнӑ. «Патман» хуҫалӑх председателӗ Владимир Никифоров та сӑмах илнӗ. Унтан ӗҫре палӑрнисене чысланӑ.
Уявра 25 ҫул пӗрле пурӑнакан Юлия Николаевнӑпа Юрий Геннадьевич Корниловсене, Роза Рашитовнӑпа Валерий Николаевич Никифоровсене саламланӑ. Паньковсен, Васильевсен, Корниловсен ҫемйисенче нумаях пулмасть ача ҫуралнӑ. Вӗсене те чысланӑ.
Спорт лапамӗсем ӗҫленӗ. Арҫынсемпе арҫын ачасем мини-футболла, волейболла, вӗрен туртмалла ӑмӑртнӑ. Концерт пулнӑ. Уява чӑваш эстрада юрӑҫисем те килнӗ.
Сӑнсем (16)
Утӑн 12-мӗшӗнче республикӑри чылай ял уявне паллӑ тунӑ. Вӗсен йышӗнче — Вӑрнар районӗнчи Хорнсор та. Кӑҫал вӑл ҫуралнӑ кунне 335-мӗш хут уявланӑ. Сцена ҫине сумлӑ хӑнасем тухса калаҫнӑ.
Ял халӑхӗпе хӑнасем валли концерт йӗркеленӗ. Вӑрнарти культурӑпа кану центрӗнчи «Тивлет» ушкӑн артисчӗсем, Уйкас Кипек ялӗнчи «Кипек ен» ушкӑн, «Калинушка» ушкӑн, Элӗк районӗнчи «Шур акӑш» ушкӑн, «Альянс» эстрада ушкӑнӗ, Иван Христофоров халӑх артисчӗ тата ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Кудряшов юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Юбилее Хорнсор ялӗнче ҫуралса ӳснӗ ҫынсем килнӗ. Вӗсен йышӗнче — тава тивӗҫлӗ шахтерсем, тухтӑрсем, ӑслӑлӑх кандидачӗсем, тава тивӗҫлӗ вӗрентекенсем, ял хуҫалӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем, строительсем.
Уявра спорт ӑмартӑвӗсем иртнӗ. Халӑх ҫӗрлехи 2 сехетченех савӑннӑ. 23.30 сехетре тӳпере салют ялкӑшнӑ. Ташӑ каҫӗнче иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулсенчи юрӑ-кӗвӗпе ташланӑ.
Сӑнсем (71)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Воскресенский Виталий Григорьевич, артиллерин генерал-лейтенанчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юхма Мишши, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |