Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: «Кӗрешӳ» федераци Пӗтӗм Раҫҫейри праваллӑ пулӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 09.10.2014 15:41 | 1679 хут пӑхнӑ
Спорт

Ҫывӑх вӑхӑтра «Кӗрешӳ» регионсем хушшинчи федераци Пӗтӗм Раҫҫейри праваллӑ пулса тӑмалла. Ҫапла тума кӑҫалхи ҫулла «Раҫҫей Федерацийӗнчи физкультурӑпа спорт ҫинчен» саккуна улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн май тупӑннӑ. Унта спортӑн наци енӗсене аталантарасси пирки каланӑ иккен. Тивӗҫлӗ тӳрлетӳсене нумаях пулмасть Чӑваш Ен Правительстви физкультурӑпа спорт ҫинчен калакан республика саккунне кӗртнӗ.

Кӗрешӳ евӗр спорт енӗ ытти халӑхсен те пур. Казахсен вӑл кураш ятлӑ, пушкӑртсен — куреш, чӑвашсен — кӗрешӳ. «Кӗр» тенине тӗрӗк чӗлхинчен куҫарсан «пуян, вӑйлӑ, хӑюллӑ» тенине пӗлтерет.

Кӗрешӳпе маларах сахал ҫын кӑсӑкланнӑ. Официаллӑ майпа ӑна 1995 ҫулта Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва ялӗнчи Николай Петров спортсмен тата историк чӗртсе тӑратнӑ темелле. Ҫав ҫулхине кун енпе Чӑваш Ен шайӗнчи пӗрремӗш ӑмӑрту йӗркеленӗ. Ҫавӑн чухнех республикӑра федераци йӗркеленӗ.

Унтанпа кӗрешӗве тӗрлӗ ҫӗрте йӗркелеҫҫӗ. Хамӑр республикӑра кӑна мар, Мускавра та, Самар тата Чӗмпӗр облаҫӗсенче те. Чӗмпӗр облаҫӗнче ӑна Иван Яковлев вӗрентекенӗмӗре халалланӑ. Пирӗн республикӑна илсен спортӑн ҫак енӗ Шӑмӑршӑ, Патӑрьел, Елчӗк тата Ҫӗрпӳ районӗсенче уйрӑмах сарӑлнӑ.

Авӑн вӗҫӗнче кӗрешӳ енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ.

#кӗрешӳ, #спорт, #Елчӗк районӗ, #Ҫӗнӗ Пӑва, #Шӑмӑршӑ районӗ, #Патӑрьел районӗ, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #Мускав

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем