Ҫӗмӗрлере 38 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстаи версийӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 23 сехет тӗлӗнче ҫак ӳсӗр арҫын савни пулнӑ хӗрарӑм патне килнӗ. Хайхискер кӗвӗҫнипе ҫав хӗрарӑмӑн ҫӗнӗ савнине ҫӗҫӗпе тапӑннӑ. Лешӗ тепӗр кунхине реанимацире вилнӗ.
Ҫак арҫын савни пулнӑ хӗрарӑмпа ун патне хӑнана килнӗ пӗлӗшне те суранлатнӑ. Халӗ хӗрарӑм пульницӑра сипленет, арҫынна вара медпулӑшу кӳнӗ хыҫҫӑн киле янӑ.
38 ҫулти арҫын вара преступлени вырӑнӗнчен тарнӑ. Ҫапах ӑна хӑвӑрт тытса чарнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Илпеш ялӗ патӗнче ҫул-йӗр патрулӗн инспекторӗсем вӑрмантан тухакан «Хендай-Солярис» машинӑна тӗрӗслеме чарнӑ.
Салонта 44 ҫулти водитель тата 37 ҫулсенчи икӗ пассажир пулнӑ. Сӑнран пӑхсан вӗсем наркотик астивнӗ пек туйӑннӑ. Салонта темле пӗчӗк хутаҫ выртнӑ. Арҫынсем экспертиза тухма килӗшмен, вӗсене ШӖМӗн Шупашкар районӗнчи пайне илсе кайнӑ.
Хутаҫри япалана йӗрке хуралҫисем туртса илнӗ, ӑна экспертизӑна янӑ. Чӗркемре, чӑн та, наркотик пулнӑ.
Арҫынсене пурне те явап тыттарӗҫ, ҫав шутра водителе те.
Шупашкар хулинче автобусри пӗр хӗрарӑм персе аннӑ.
Пассажирсене 33-мӗш маршрутпа турттаракан «Волгабас» автобус кӗтмен ҫӗртен чарӑннӑ чухне салонти пӗр хӗрарӑм персе аннӑ.
Урине ыраттарнӑ пассажира больницӑна ӑсатнӑ. Унта ӑна тухтӑрсем пулӑшнӑ. Кайран хӗрарӑма килне янӑ.
Инкек ҫулта-йӗрте пурин те: водительсен те, пассажирсен те — асӑрхануллӑ пулмаллине пӗлтерет. Автобус-троллейбус салонӗнче пушӑ вырӑн пулсан ларса пымалла, тӑрса пыракансен лайӑх тытӑнмалла.
Кӳкеҫре кӑнттам пӗр водитель хӑйӗнпе йӑваш пулма ыйтнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче «Дастер» автомобиль рульне тытса пыракан арҫын район центрӗнче вырнаҫнӑ «Айсберг» суту-илӳ центрӗ патӗнчи парковкӑран машинӑна хыҫалалла чакарса тухнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл чутах тепӗр машинӑпа ҫапӑнман. Унтан вӑл ҫав машинӑна хӑваласа ҫитнӗ те унпа ятлаҫма тытӑннӑ.
«Эсир метеор пек иртсе кайрӑр. Мана ирттерсе яма йывӑр-им? Ҫынна ҫул памалла мар-им? Кӑмӑллӑ пул, ирттерсе яр! Авари пулсан мӗн пулатчӗ!» — айӑпсӑр водителе айӑпласа пӗтернӗ водитель.
Шупашкарти темиҫе организацире ӗҫлекенсене паян эвакуациленӗ.
Ҫав йыша республикӑн Правительство ҫурчӗ (Президент бульварӗнчи 17-мӗш ҫурт) тата Шупашкар хула администрацийӗн Мускав районӗн адмнистрацийӗ лекнӗ.
Унсӑр пуҫне суту-илӳ ҫурчӗсенчен, судсенчен тата автовокзалтан эвакуациленӗ.
Шупашкарти пӗрисем сапборд ҫинче Атӑла чутах кайман.
Республикӑн шыравпа ҫӑлав службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкеке икӗ ҫын лекнӗ. SUP-борд ҫине хӑпарса тӑнӑскерсене юханшыв юххи карапсем ҫӳрекен ҫул ҫине илсе кайма тытӑннӑ.
Инкеке лекме пултарнӑ ҫынсене ҫӑлавҫӑсем пулӑшнӑ — ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Тата, паллах, профилактика тӗллевӗпе калаҫу ирттернӗ май сапборд ҫинче мӗнле ярӑнмаллине, мӗн тусан мӗн пулса тухассине ӑнлантарса панӑ.
Ҫулла вӗҫленсе пырать. Шыва кӗрекенсем вара халӗ те пур. Ара, ҫанталӑк шӑрӑх тӑрать.
Паян каҫхи 7 сехет тӗлӗнче Шупашкарта Атӑл хӗрринче ҫын виллине асӑрханӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна шывран илсе тухнӑ. Ку Афанасьев пляжӗнче пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын путса вилнӗ.
Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Иртсе кайнӑ канмалли кунсенче пирӗн республикӑра икӗ ҫын путса вилнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ.
Авӑн уйӑхӗн 27-28-мӗшӗнче 18 ҫулти каччӑ Афанасьев пляжӗнче хӑйӗн тусӗпе каннӑ. Вӑл шыва кӗрсе кайнӑ та ҫухалнӑ. Ҫыран хӗрринче унӑн япалисем тӑрса юлнӑ. Тепӗр кунне водолазсем каччӑн виллине шырама тытӑннӑ, анчах тупайман.
Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Елчӗк ялӗнче ҫӑлавҫӑсем 2008 ҫулта ҫуралнӑ ача виллине Енӗш юханшывӗнче туртса кӑларнӑ. Сӑмах май каласан, Атӑлта арҫын виллине тупнӑ. Пӑхсан, арҫын 45 ҫулсенче...
Шупашкарта чикансем ушкӑнӗ тӑватӑ арҫынна хӗненӗ. Пӑтӑрмах пирки массӑллӑ информаци хатӗрӗсем хыпарланӑ. Хамӑр регионтисем ҫеҫ мар, ҫӗршыврисем те.
Пӑтӑрмах ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче каҫхи вунӑ сехетре Шупашкарти Гоголь урамӗнчи магазинтан инҫех мар вырӑнта пулса иртнӗ.
Ҫапӑҫнине куракансем каланӑ тӑрӑх, чикансен ушкӑнӗ тӑватӑ арҫын ҫине сиксе ӳкнӗ. Кайран хушша-хуппа ыттисем те кӗнӗ. 15 ҫынтан кая мар хутшӑннӑ.
Пӑтӑрмах вырӑнне йӗрке хуралҫисем пырса ҫитнӗ ҫӗре ҫапӑҫакансем саланса пӗтнӗ. Хӗнесе пӗтернӗрен тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтакансем пулман.
Паян ирхине 7 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарта арҫын виллине тупнӑ. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 8-мӗш хутри чӳречерен тухса ӳкнӗ.
Ку Тӗкӗрҫ тӑкӑрлӑкӗнчи 4-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ. Арҫын тӳрех вилнӗ.
Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |