Паян ҫӗрле Шупашкарта Кривов урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра икӗ ача газ сӗрӗмӗпе наркӑмӑшланнӑ. Вӗсем – 8 ҫулта тата 14-ра.
Горгаз малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, газ колонкин сӗрӗме туртмалли хатӗрӗ йӗркеллӗ ӗҫлемен. Шел те, арҫын ачана ҫӑлма май килмен. Унӑн аппӑшне пульницӑна илсе кайнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкарта ҫынсем газ сӗрӗмӗпе наркӑмӑшланнӑ виҫҫӗмӗш тӗслӗх ку.
Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнчи пӗр каҫхине Куславкка районӗнче пурӑнакан арҫын автостоянкӑра ларакан фура водителӗпе эрех ӗҫнӗ. Икӗ арҫын пӗрне-пӗри ҫывӑх пӗлмен-палламан пулин те сӑра сакки вӗсене ҫывӑхлатнӑ.
«Скания» фура водителӗ эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ҫывӑрса кайнӑ. Унӑн ҫӗнӗ тусӗ вара салонти «ТТ-Т» пистолета вӑрланӑ. Пистолетра 10х28 калибрлӑ пилӗк патрон пулнӑ.
Вӑрра часах тупса палӑртнӑ. Тӑкака 8 пин те 550 тенкӗ тесе палӑртнӑ.
Куславкка районӗнчи суд вӑрра РФ Пуҫиле кодексӗн 226-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласа 50 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, ирхине Ҫӗрпӳ районӗнчи Пайтуш ялӗнче пушар пулнӑ. Хуҫасӑр кирпӗч ҫуртра ҫулӑм алхаснӑ. Ҫакна ирхи 6 сехетре асӑрханӑ.
Ҫӑлавҫӑсем пушара сӳнтерсен икӗ ҫын виллине тупнӑ. 1965 тата 1964 ҫулсенче ҫуралнӑ арҫынпа хӗрарӑм ҫунса вилнӗ. Халӗ Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Паян 15 сехет ҫурӑра А-151 автоҫулӑн 76-мӗш ҫухрӑмӗнче 2 машина ҫапӑннӑ. Аварире 1 ҫын вилнӗ, иккӗн аманнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "Форд Транзит" водителӗ транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та УАЗпа ҫапӑннӑ.
Шел те, УАЗ водителӗ авари вырӑнӗнчех вилнӗ. Микравтобус водителӗ тата пассажирӗ аманнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 12 сехет те 10 минутра Шупашкарта Богдан Хмельницкий урамӗнчи 73-мӗш ҫурт патӗнче машина ачана таптаса кайнӑ.
7 ҫулти хӗрача светофор ҫук вырӑнта, «зебра» патӗнче, ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. «Тойотӑпа» пынӑ 62 ҫулти водитель ун ҫине пырса кӗнӗ. Юрать-ха, ача суранланнӑ кӑна. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Водитель ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл ачана асӑрхаман.
Паян Муркаш районӗнчи Юнкӑпуҫ ялӗ патӗнче авари пулнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ҫынсем аманнӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 48 ҫулти «Шевроле» водителӗ руле итлеттереймесӗр транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та «универсалпа» ҫапӑннӑ. «Шевроле» водителӗ, унӑн пассажирӗ тата «универсал» пассажирӗ аманнӑ.
Ӗнер Шупашкарта 52-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобусра икӗ арҫын ҫапӑҫнӑ. Иккӗшӗ те ӳсӗр пулнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Пӗр арҫын чӳрече патӗнче ҫывӑрса пынӑ. Тепри салона кӗнӗ те мӑкӑртатма пуҫланӑ. Лешне ку килӗшмен. Иккӗшӗ тытӑҫсах ӳкнӗ. Хайхискерсем киревсӗр сӑмахсемпе те перкелешнӗ.
Юлашкинчен автобус водителӗ чӑтайман – икӗ «паттӑра» салонран тухма ыйтнӑ. Лешсем урама тухсан чарӑнура малалла ҫапӑҫнӑ.
Канашра хӗрарӑм пӗр урамран теприне хӑвӑртрах ҫитес тенӗ те чукун ҫул урлӑ юраман ҫӗрте каҫма тӑнӑ. Рельссем ҫинче пуйӑс ларнӑ. Хӗрарӑм вакунсен айӗпе ҫул урлӑ каҫма пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра пуйӑс тапраннӑ.
Чукун ҫул ҫинче ҫын виллине тупни пирки чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 7 сехет те 55 минутра полицие пӗлтернӗ. Ҫав хӗрарӑм кам пулнине тӳрех палӑртайман.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, паян ҫӗрле, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Муркаш районӗнче «Ҫеҫпӗл» савутра пушар пулнӑ. Ситуккасси ялӗнчи автомобильсен ятарлӑ техникин производствинче ҫулӑм алхаснӑ.
Цех тӑрри ҫуннӑ. Ҫулӑм 10 тӑваткал метр лаптӑка ярса илнӗ. Пушара сӳнтерме 13 ҫӑлавҫӑ, 5 техника ҫитнӗ. 8 минутран ҫулӑм ялкӑшма пӑрахнӑ.
Паян Шупашкарта Эгер бульварӗнчи 41-мӗш ҫуртра пӗр хваттерте газ сирпӗнни пирки пӗлтернӗ Инкеклӗ лару-тӑру министерстви. Ун чухне кил хуҫи килте пӗчӗк ачипе пулнӑ. Хайхискер яшка пӗҫерме лартнӑ, вӑл вара вӗресе тӑкӑннӑ. Шыв ҫулӑма сӳнтернӗ, газ вара тухса тӑнӑ.
Арҫын унччен чӑтса ирттернӗ чире пула газ шӑршине туйман, вӑл тепӗр конфоркӑна чӗртнӗ. Газ сирпӗннӗ. Ҫывӑрмалли пӳлӗмри балкон чӳречисем арканса тухнӑ. Тӗпелте чӳрече каррисем ҫунма пуҫланӑ. Кил хуҫин пичӗ кӑшт пиҫсе кайнӑ. Вӑл ҫулӑма хӑйех сӳнтернӗ. Ача шар курман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |