Ҫӗмӗрле хулинче 23 ҫулхи ҫамрӑк 15 ҫулхи ачаран укҫа тапӑннӑ.
Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 23 сехет тӗлӗнче Ҫӗмӗрлери ҫуртсенчен пӗрин картишӗнче ӳсӗр ҫамрӑк хӑй паллакан 15 ҫулти яша пуҫӗнчен 3 хутчен ҫапнӑ, унтан вӑл унран 10 пин тенкӗ укҫа ыйтнӑ, памасан хӗнессипе хӑратнӑ.
Хӑраса ӳкнӗ яш укҫа пама шантарнӑ, анчах «кӗмӗл» килте тесе каланӑ, илсе тухма пулнӑ. Яш пурӑнакан кил патне ӳсӗр ҫамрӑк пӗрле кайнӑ. Унтан яш тарса пытаннӑ та йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ.
Пуҫтах ҫамрӑка суд 3 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр ирӗкрен хӑтама йышӑннӑ.
Шупашкар хулине пурӑнакан пӗр арҫын кредит илнӗ те ӑна вӑхӑтра тӳлесе татман. Ҫавна кура кӑҫалхи ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ун патне суд приставӗсем персе ҫитнӗ. Вӗсем арҫыннӑн машинине арестлеме тӑнӑ.
Ҫакӑ арҫыннӑн арӑмне тарӑхтарсах янӑ. Вӑл приставсене питрен тата мӑйран ҫапнӑ. Приставсен чӗрӗк тӑрса юлнӑ.
Хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 318-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Суд хӗрарӑма 15 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫамрӑк арҫынна 6 ҫулти хӗрача ҫумне ҫулӑхнӑ тесе тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем ҫав этем ытти чух та ҫавӑн пек хӑтланса ҫӳремен-ши тесе шанмаҫҫӗ. Арҫын усал ӗҫ тунӑран шар курнисене пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта 6 ҫулти хӗрача хӑйӗн килӗнчен инҫе мар скверта выляса ҫӳренӗ. Ҫавӑн чухне ӑна ют арҫын тӗмсем хушшине астарса чӗннӗ. Унта вӑл ача ҫумне ҫулӑхнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 33 ҫулти хӗрарӑм пӗрле пурӑннӑ арҫынна вӗлернӗ.
Харкашу ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре пулса иртнӗ. Ҫемье Грасис урамӗнче пурӑннӑ. Ҫав кунхине ҫамрӑк хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑ. Пӗрле пурӑнакан 38 ҫулти арҫын киле час таврӑнман. Ҫавӑншӑн тулашнӑ хӗрарӑм арҫынпа харкашма тытӑннӑ. Тарӑхнӑскер аллине ҫӗҫӗ ярса илнӗ, унпа арҫынна кӑкӑр тӗлӗнчен пӗр хутчен чикнӗ.
Ҫӗҫӗпе чикнӗ хыҫҫӑн хӗрарӑм арҫынна пӗрремӗш пулӑшу кӳме хӑтланнӑ, хӑйех тухтӑрсене чӗнсе илнӗ. Суд ҫавна шута илнӗ — хӗрарӑма 7 ҫуллӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ӑсатнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫӗрле, ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре, Ҫӗрпӳ районӗнчи Хурӑнвар ялӗнче пушар пулнӑ. Унта лавкка ҫунса кайнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Ҫулӑм 24 тӑваткал метр лаптӑка тӗп тунӑ. Ку кӑна мар – вӑл кӳршӗллӗ ҫурт ҫине те куҫнӑ. Ҫулӑм ҫенӗке сиенлетнӗ. Юрать-ха, пушарнӑйсем «хӗрлӗ автана» сарӑлма паман. Пӳрте, хуралтӑсене сыхласа хӑварма пултарнӑ. Ҫӑлавҫӑсем пушарнӑйсемпе пӗр сехете яхӑн кӗрешнӗ.
Халӗ «хӗрлӗ автан» мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине шутлаҫҫӗ.
Муркаш районӗнче ӳсӗр ҫамрӑк арҫын икӗ йӗрке хуралҫисене хирӗҫ тӑнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Токшик ялӗ тӗлӗнче 29 ҫулти водитель водитель тытса пыракан машинӑна чарнӑ. Ҫавӑн чухне ҫав этем ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх службин инспекторне тата патрульпе пост службин инспекторне бензинпа сапнӑ, унтан зажигалка ҫутнӑ. Пакунлисенчен пӗрин ӳчӗ 50 процент ытла пиҫсе кайнӑ. Усал шухӑшлӑ водитель вырӑнтан тапса сикнӗ.
Халӗ ҫав ҫамрӑка тӑван тӑрӑхӗнче — Мари Элта — тытса чарнӑ. Вӑл тусӗ патӗнче пулнӑ. Судпа темиҫе хутчен те явап тытнӑскер айӑпне тунман.
Чӑваш Енре шӑпарлан саккӑрмӗш хутран ӳксе чӗрӗ юлнӑ.
Инкек Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫӳллӗ хутран персе аннӑ ачана ҫийӗнчех больницӑна илсе кайнӑ.
Хӗрача 10-мӗш пиллӗкҫуллӑх урамӗнчи 5-мӗш ҫурт чӳречинчен тухса ӳкнӗ. Пӗчӗкскер кипкепе ҫуралнӑ тейӗн – вӑл вилмен. Анчах хытах аманнӑ. Халӗ ача реанимацире выртать.
Инкек сӑлтавне пӗлместпӗр те, анчах ҫулла пӗчӗк ачасем уҫӑ чӳречерен тухса ӳкнӗ тӗслӗхсем пулкалани вӑрттӑнлӑх мар. Ҫавӑнпа та аслисен питӗ тимлӗ пулмалла.
Паян Шупашкарта нумай хутлӑ ҫурт ҫывӑхӗнче хӗрарӑм виллине тупнӑ. Вӑл ҫӳллӗшӗнчен ӳкни паллӑ. Шел те, вилмеллех.
Ку ирхи 7 сехет те 20 минутра пулнӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм Таллеров урамӗнчи 26-мӗш ҫуртӑн 15-мӗш хутӗнчен ӳкнӗ.
Халӗ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче хӗрарӑм 10-мӗш хутран ӳксе чӗрӗ юлни пирки пӗлтернӗччӗ.
Паян 10 сехет те 50 минутра Элӗк-Ишек ҫул ҫинче, Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмӗ ялӗ ҫывӑхӗнче, тракторпа микроавтобус ҫапӑннӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Форд Транзит» микроавтобус рейсра пулман, вӑл яла кайма тухнӑ. Микроавтобус транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та МТЗ 82 тракторпа ҫапӑннӑ. Ҫав самантра трактор сулахай еннелле пӑрӑннӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире микроавтобус водителӗ аманнӑ.
Чӑваш халӑх сайтӗнче тин кӑна Канаш районӗнче пӗвере арҫын путса вилни пирки пӗлтернӗччӗ. Паян республикӑра каллех инкек пулнӑ. Ҫӗмӗрлере пӗвере 37 ҫулти арҫын виллине тупнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын юраман вырӑнта шыва кӗнӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра юлашки талӑкра икӗ ҫын шыва путса вилнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |