Ҫӗмӗрле районӗнче пурӑнакан 40 ҫулти арҫын арӑмӗпе ывӑлне сӑлтавсӑр-мӗнсӗрех хӗнеме юратнӑ. Пуҫтах арҫынна пула ҫемье 2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн пуҫласа 2022 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен темиҫе хут та шар курнӑ.
Хӑйне тата 10 ҫулти ывӑлне арҫын хӗнени ҫинчен хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
Сӑмах май, арҫынна ачана воспитани парас тӗлӗшпе тивӗҫлипе тӑрӑшманшӑн темиҫе хутчен те явап тыттарнӑ.
Судпа психиатри экспертизи ирттернӗ хыҫҫӑн арҫын ӑс-тӑн енчен сыах марри палӑрнӑ. Суд ӑна психиатри больницинче ирӗксӗр сиплентерме йышӑннӑ.
Кӑркӑстанран Чӑваш Енри Патӑрьеле ӗҫлеме килнӗ арҫын кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче ултавҫӑ капкӑнне ҫакланнӑ. Шар кӑтартаканни — хӑйӗн ентешех.
38 ҫулти кӑркӑс арҫынни Патӑрьелти кафере ӗҫленӗ. Анлӑ сарӑлнӑ мессенджерсенчен пӗринче вӑл ентешӗсене тӑван тӑрӑхне кайма авиабилет туянма пулӑшма ыйтнӑ. Пулӑшма килӗшекен те тупӑннӑ. «Шанчӑклӑ» ҫын 9 пин тенкӗ куҫарса пама ыйтнӑ. Укҫана илсен вӑл кӑркӑс арҫыннипе ҫыхӑнӑва татнӑ.
Шар курни йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ултавҫӑ Иваново облаҫӗнче тӗпленнӗ Кӑркӑстан ҫынни пулнӑ. Ӑна унччен вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланнӑшӑн федераци шайӗнче шыранӑ. 29 ҫулти арҫынна Чӑваш Ене тытса килнӗ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшнче, ирхине Шупашкарта самосвалпа маршрутка ҫапӑннӑ.
Инкек 9 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. Самосвал водителӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, унӑн машинин тормозӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ. Ҫавна май вӑл 234-мӗш маршрутка ҫине пырса кӗнӗ, маршрутка — «Убера» тесе ҫырса хунӑ ҫӑмӑл машина ҫине. Ҫул ҫинчи инкеке «Suzuki» автомобиль те лекнӗ.
Инкекре икӗ ҫын аманнӑ. Вӗсене больницӑна илсе кайнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарта реклама щичӗ машина ҫине персе аннӑ. Автомобильти икӗ ача суранланнӑ. Вӗсене тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Реклама щитне хулари Калинин урамӗнче вырнаҫтарнӑ. Вӑл йӑтӑнса аннӑ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Вӗсем яваплисем щита йӗркеллех вырнаҫтарнипе вырнаҫтарманнине тӗрӗслӗҫ, унта тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче республикӑри ҫулсем ҫинче 3 инкек пулса иртнӗ, вӗсенче 2 ҫын вилнӗ, 1 ҫын суранланнӑ.
Муркаш районӗнчи Отарккӑра ӳсӗр водитель 47 ҫулти хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Хӗрарӑм ҫул айккипе велосипедпа пынӑ. Суранланнӑскер вилсе кайнӑ. 31 ҫулти водителӗн прави те пулман. Удостоверение унран кӑҫалхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче туртса илнӗ. Ун чухне хайхи арҫын йӗрке хуралҫисен аллине ӳсӗр пуҫпа ҫакланнӑ.
19 сехет те 35 минутра Вӑрмар районӗнче «Лада Гранта» автомобиль 50 ҫулти хӗрарӑма таптаса кайнӑ. Шар курни ҫуран ҫӳрекенсене ятарласа каҫма пӑхса хӑварман вырӑнта ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Инкекре хӗрарӑм пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Водитель урах пулнӑ.
Шупашкар хулинче патрульпе пост службин уйрӑм батальонӗн мобильлӗ взвочӗн уйрӑмӗн командирӗнче ӗҫленӗ арҫынна ҫын сывлӑхне сиен кӳнӗшӗн явап тыттарӗҫ.
Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче каҫхи 11 сехет ҫитеспе хулари Эльмен урамӗнчи пӗр ҫурта пырса кӗнӗ. Унта подъездра ҫапӑҫаҫҫӗ тесе пӗлтернӗ иккен.
Пӑтӑрмах вырӑнӗнче пулнӑ 53 ҫулти арҫын йӗрке хуралҫисене курсан тарӑхма тытӑннӑ, хут ҫинче ҫырма юраман сӑмахсемпе перкелешнӗ. Ҫав этеме йӗрке хуралҫи аллинчен ҫирӗппӗн ярса илнӗ. Ҫавӑн чухне вӑл унӑн аллине хуҫнӑ.
Халӗ ҫав йӗрке хуралҫи ШӖМ тытӑмӗнче ӗҫлемест ӗнтӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ ялӗнче пурӑнакан 63 ҫулти арҫын ҫын сывлӑхне сиен кӳрсе ӑна асӑрханмасӑр вилӗм кӳнӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 17 сехетре вӑл хӑйӗн килӗнче ялти пӗр ҫынпа вӑрҫӑнса кайнӑ, ӑна вӑйлах ҫапнӑ. Тепӗр кун ирхине хайхискер ӑна мотоблок ҫине хунӑ та килне леҫсе янӑ. Унта лешӗ вилнӗ.
63 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ.
Паян ирхине Кӳкеҫпе Апаш хушшинче, Ҫырмапуҫ ялӗ ҫывӑхӗнче, авари пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ГАЗель «зебра» умӗнче чарӑннӑ. Хыҫалта пыракан «Шевроле» ун ҫине пырса кӗнӗ.
Аварире «Шевроле» водителӗ вилнӗ. Вӑл 34 ҫулта пулнӑ. 32 ҫулти пассажир, хӗрарӑм, чӗрӗ юлнӑ, анчах аманнӑ.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, аварире вилнӗ водитель Ҫӗрпӳ район хаҫачӗн водителӗ пулнӑ. Унӑн икӗ пӗчӗк ачи юлнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Атӑк ялӗнчи фельдшерпа акушер пункчӗ ҫунма тытӑннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм хӑрушсӑрлӑх техникине пӑхӑнманран тухнӑ. Пушар стенана сиенлетнӗ.
Ҫак ялти фельдшерпа акушер пункчӗ ҫӗнӗ мар. Вӑл 1979 ҫултах хута янӑскер.
Кӑҫал ҫулла ЧР Сывлӑх министерстви ҫак ФАПа юсаса ҫӗнетессине пӗлтернӗ. Хӑҫан? Хальлӗхе паллӑ мар.
Шупашкарта каллех 33-мӗш автобус ҫуннӑ. Хальхинче ку Трактор тӑвакансен проспектӗнче пулнӑ.
Автобус ирхи 8 сехет те 25 минутра ҫунма тытӑннӑ. Салонра ун чухне пассажирсем пулман, водитель автопарка кайма тухнӑ. Ҫулӑм двигателе сиенлетнӗ. Автобус мӗншӗн ҫунма тытӑннине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть, ҫурла уйӑхӗнче, Шупашкарта 33-мӗш автобус ҫунса кайнӑччӗ. Инкек Мир проспектӗнче пулнӑччӗ. Салонри пассажирсем урама тухса ӗлкӗрнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |