Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Улатӑр хулинче пысӑк пушар пулнӑ: унта Мускав урамӗнчи 3 хутлӑ ҫурт тӑрри ҫуннӑ.
Ҫулӑм тухни пирки эрнекун 22 сехет ҫурӑра шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем ҫитиччен 20 ҫын хӑйсем тӗллӗнех ҫуртран урама тухнӑ. 500 тӑваткал метр лаптӑка, ҫурт тӑррине, 15 специалист тата 8 техника сӳнтернӗ.
Пушар мӗне пула тухнӑ-ха? Сӑнав пушар лабораторийӗн эксперчӗсем хальхи вӑхӑтра сӑлтавне палӑртас тӗллевпа ӗҫлеҫҫӗ, ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Валери ТУРКАЙ // 4210.93.5799
2026.05.03 15:08 | |

"Пушарнăйсем" тесе çырас вырăнне "пушарпа кĕрешекенсем" тесе çырăр-ха, тархасшăн!
Çĕр хут тĕрĕсрех, çĕр хут чăвашларах пулать!
Хисеплесе, ырă сунса,
Валери ТУРКАЙ.
03.05.26