Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра пушарсен шучӗ палӑрмаллах ӳснӗ. Иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗччен пирӗн тӑрӑхра «хӗрлӗ автан» 66 хутчен алхаснӑ. Инкек 15 ҫын пурнӑҫне татнӑ.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Зеленин пӗлтернӗ тӑрӑх, вилекенсенчен ытларахӑшӗ — арҫынсем, пенсионерсем тата ӗҫсӗр ҫынсем.
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ лару-тӑрӑвӑн патшалӑх комитетӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушарсен шучӗ Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар районӗсенче уйрӑмах нумайланнӑ.
ШӖМ ӗҫченне пушарта ҫынна ҫӑлнӑшӑн РФ ШӖМӗн медалӗпе чысланӑ. Ӗҫтешӗсем кун пирки тӳрех пӗлмен.
Кӑрлач уйӑхӗнче Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнче ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Полицин аслӑ сержанчӗ Александр Степанов дежурствӑран таврӑннӑ чухне тӗтӗм тухнине асӑрханӑ. Ҫывӑхарах пынӑ та тайкаланакан ҫынна курнӑ. Вӑл шалта пӗлӗшӗ пулнине каланӑ.
Полицейски чӳречерен кӗрсе 55 ҫулти арҫынна уҫӑ сывлӑша илсе тухнӑ. Тумӗ ҫунса кайнине, брелокӗ ирӗлнине кайран тин асӑрханӑ. Кайран вӑл ҫӑлавҫӑсене пушара сӳнтерме пулӑшнӑ.
Карлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче каҫхине Муркаш районӗнчи Анатри Панкли ялӗнче пушар пулнӑ. Ҫунса кайнӑ ҫуртра виҫӗ ҫын виллине тупнӑ. Инкекре 59 ҫулти хӗрарӑм, унӑн 39-ти ывӑлӗ тата вӗсен 50 ҫулти пӗлӗшӗ вилнӗ.
Ҫулӑма сӳнтерес ҫӗре тӑватӑ техника, 11 ҫын хутшӑннӑ. Халӗ, Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Аса илтерер: кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Урнар ялӗнче ҫурт ҫунса кайнӑ. Унта ултӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ – ачасем. Чи асли 10 ҫулта, кӗҫӗнни 4-ра пулнӑ.
Иртнӗ шӑматкун, кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти лавккара «хӗрлӗ автан» ташланӑ. Пушар каҫхи 18 сехет тӗлӗнче тухнӑ
Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар Коммунистсен урамӗнчи 34-мӗш ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнче тухнӑ. Унта «Магнит Косметик» косметика лавкки вырнаҫнӑ.
Вут-ҫулӑма пула пӗр тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи стеллаж ҫинче тавар сиенленнӗ. Лавккара ӗҫлекенсем те, тавар туянакансем те шар курман. Пушара васкавлӑн сӳнтерме май килнӗ.
Кам чӗртсе янине специалистсем палӑртӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн, кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче, Вӑрмар районӗнчи Урнар ялӗнче ултӑ ҫын пушарта ҫунса вилни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ – ачасем.
Паян кӑшӑлвируса сарӑлассипе кӗрешекен оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗнче ҫак пушар пирки те калаҫнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру патшлӑх комитечӗн пуҫлӑхӗ Вениамин Петров ҫак ҫемье ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Ҫемье 2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнченпе Урнарта пурӑннӑ, Ҫӗрпӳ районӗнчен куҫса килнӗ. Икӗ хӗрӗ /вӗсенчен пӗрин ачасем пулнӑ/ амӑшӗ тата унӑн арҫынни патне пурӑнма килнӗ. Амӑшӗ вара арҫыннипе виҫӗ ҫул пурӑннӑ. Пурӑнмали условисем япӑх пулнӑран ҫемье Ҫӗрпӳ районӗнче шутра пулнӑ.
7-ри тата 10 ҫулти ачсем шкулта вӗреннӗ, 4-ри хӗрача ача пахчине ҫӳремен, мӗншӗн тесен ку ялта вӑл пулман та. Соцӗҫченсем ҫемьене пӗрре мар килнӗ. Юлашки хутчен раштавӑн 26-мӗшӗнче пынӑ, ачасене сиплев учрежденине вӑхӑтлӑха вырнаҫтарма сӗннӗ. Амӑшӗ Ҫӗнӗ ҫула ҫемьепе ирттерес тенӗ, уяв хыҫҫӑн пыма шантарнӑ.
Вениамин Петров малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар юсавсӑр холодильнике пула тухма пултарнӑ. Пӗртӑвансенчен пӗри ҫулӑм тухнине сиссен кил хуҫине вӑратнӑ. Лешӗ вара мӗн тумаллине пӗлмен ахӑртнех – хӑйӗн тӑрӑх шыв янӑ, утиялпа чӗркеннӗ те кӳршисенчен пулӑшу ыйтма васканӑ.
Чӑваш Енре пӗр талӑкра пушарсенче тӑватӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пӗр пушар Шупашкарти Ленин проспектӗнче пулнӑ. Ун пирки ӗнер хыпарланӑччӗ. Унта 61 ҫулти арҫын вилнӗ.
Ӗнер Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче те пушар алхаснӑ. Унта 71 ҫулти кил хуҫин пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫулӑм шалти отделкӑна сиенлетнӗ. Ҫак районти Никулино ялӗнче те пушар пулнӑ. Шел те, унта та кил хуҫи вилнӗ. Вӑл 1957 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ.
Ҫӗрле Элӗк районӗнчи Вылпасар ялӗнче пӳрт ҫунса кайнӑ. Унта та кил хуҫин пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ. Вӑл 61 ҫулта пулнӑ.
Паян Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пушар тухнӑ. Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Ҫулӑм паян, кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Ленин проспектӗнчи 21-мӗш ҫуртра алхаснӑ. Инкек пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Хыпара РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗн пресс-службинче те ҫирӗплетнӗ.
«Хваттер ҫунма пуҫлани пирки 11 сехет те 30 минутра пӗлтернӗ. Пушара сӳнтерме икӗ автоцистернӑпа тата пусмапа усӑ курнӑ. 12 сехет те 4 минутра сӳнтернӗ», — тесе хыпарланӑ унта.
Вӑрмар районӗнчи Урнар ялӗнче пушарта ултӑ ҫын ҫунса вилнӗ хыҫҫӑн районта рейд иртӗ, 18 ҫул тултарман ачасемпе ӗҫлекен комисси тӗрӗслесе тӑракан ҫемьесене ҫитсе курӗҫ. Ҫапла йышӑннӑ инкеклӗ лару-тӑру комиссийӗн ларӑвӗнче.
Аса илтерер: пушар кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ирхи 5 сехет иртсен пулнӑ. Унта аслӑ ӳсӗмри 3 ҫын тата 3 ача ҫунса вилнӗ. Виҫӗ ача тата вӗсен амӑшӗ ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комиссире шутра тӑнӑ. Раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче комисси ҫав ҫемьене ҫитсе тӗрӗсленӗ. Амӑшне ачисене Вӑрмар районӗнчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центра вӑхӑтлӑх вырнаҫтарма сӗннӗ. Хӗрарӑм вара хирӗҫленӗ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Атӑл леш енчи кану базинче пушар алхаснӑ. Юрать-ха, инкекре ҫынсем шар курман, ҫав вӑхӑтра унта канакансем пулман.
Пушар Октябрьски поселокӗнчи кану базинче кӑнтӑрла иртни 2 сехетсенче пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унта йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма кӳршӗ пӳртсене куҫма паман, пушара сӳнтернӗ.
Аса илтерер: Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн, кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ирхи 5 сехет иртсен, Вӑрмар районӗнчи Урнар ялӗнче пушар тухнӑ. Унта, шел те, 6 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫав шутра – 3 ача.
Вӑрмар районӗнчи пӗр ҫемьешӗн Ҫӗнӗ ҫул инкекпе вӗҫленнӗ. Паян ирхине 5 сехет те 51 минутра пушарнӑйсем патне шӑнкӑрав ҫитнӗ. Урнар ялӗнчи Октябрь урамӗнчи ҫурт ҫунма пуҫланӑ иккен.
Шел те, пушарта ҫынсем вилнӗ, вӗсен йышӗнче – виҫӗ ача. Вӗсем 2010, 2013 тата 2016 ҫулсенче ҫуралнӑскерсем. Пушар тухнӑ самантра пӳртре кил хуҫи, 1969 ҫулта ҫуралнӑскер, унӑн пӗрле пурӑнакан хӗрарӑмӗ тата унӑн 2 хӗрӗ, пӗр хӗрӗн ачисем пулнӑ. Пушарта 51 ҫулти арҫын ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ.
Пушара 10 сехетре сӳнтерсе пӗтернӗ. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас ӗҫе пӑхса тухаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |