Муркаш районӗнчи Чӗпӗлкасси ялӗнче ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, пушар тухнӑ. Уйрӑм ҫыннӑн пулнӑ пӗр хутлӑ йывӑҫ пӳрт вутра тӗппипех ҫунса кӗлленнӗ. «Хӗрлӗ автана» ҫӑварлӑхланӑ хыҫҫӑн икӗ ҫын виллине тупнӑ.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурта юсаса ҫӗнетме май килмӗ. Вӑл кӗлленсе ҫӗрпе танлашнӑ темелле. Ӑна юсаса ҫӗнетмешкӗн, тепӗр тесен, кил хуҫин май килмӗ. Хайхискер, 42 ҫулти хӗрарӑм, пушарта вилнӗ. Унӑн иккӗмӗш сыпӑкри 50 ҫулти пиччӗшӗ те леш тӗнчене ӑсаннӑ.
Тӗпчевҫӗсем ку ӗҫе тишкерме пуҫланӑ. Кил хуҫипе тӑванне ирӗксӗрлесе вӗлернӗ теме, малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, вӗсен сӑлтав ҫук иккен. Тӗпчевҫӗсем пушар сӑлтавӗ пирус туртнипе ҫыхӑннӑ версие те тишкереҫҫӗ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчи Никитин ялӗнче пурӑнакан 54 ҫулти хӗрарӑм килӗнче пушар тухнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм электропралукран тухнӑ.
Ун чухне кил хуҫисем ҫывӑрнӑ. Вӗсем тӗтӗм шӑршипе вӑранса кайнӑ – тӗпел ҫуннӑ. Упӑшкипе арӑмӗ ҫулӑма хӑйсен вӑйӗпе сӳнтерме хӑтланнӑ – анчах кӑлӑхах. Арҫынпа хӗрарӑмӑн аллисем пиҫсе кайнӑ. Вӗсене Республикӑри клиника пульницине илсе кайнӑ.
Пушарнӑйсем ҫулӑма тепӗр сехетрен сӳнтернӗ. Ҫулӑма хуралтӑ таврашӗсем ҫине куҫма паман.
Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнч Туҫи ялӗнче пушар алхаснӑ. Унта пӗр хуҫалӑхра сарай, мунча тӑрри ҫунса кайнӑ. Кинемейӗн 6-ри мӑнукӗ шӑрпӑкпа вылянӑ-мӗн, утӑ ҫунма тытӑннӑ. Юрать, ача шар курман.
Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 16 сехетре Ҫӗрпӳ районӗнче свалка ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм алхаснӑ, 4 сехет иртнӗ – пушар вырӑнне вара Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем килмен. Кун пирки «Про Город» хаҫата ҫынсем пӗлтернӗ.
«Кӑнар поселокӗнче сывлама ҫук. Службӑсем нимӗн те тумаҫҫӗ», - каласа кӑтартнӑ арҫын. Чӑнах та, ҫывӑхри ялсенчи ҫынсем тӗтӗм шӑршипе чыхӑннӑ.
Ҫулӑма паян, ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 11 сехетре кӑна сӳнтернӗ. Вырӑнти халӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, ку свалкӑна хупма шантарнӑ, анчах ҫӳп-ҫап пур-пӗрех унталла кайса тӑкаҫҫӗ.
Палӑртмалла: Кӑнар ҫывӑхӗнчи свалка унччен те ҫуннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Кӗҫех икӗ ача амӑшӗн (шел те, шӑпӑрлансем сарӑмсӑр вилнӗ) суд умӗнче явап тытма тивӗ.
Следстви тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, кӑҫал ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр хваттерте пушар тухнӑ. Унта 4-ри хӗрача тата 1 ҫул та 7 уйӑхри арҫын ача сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ. Вӗсем ҫав вӑхӑтра килте пӗчченех пулнӑ.
38 ҫулти амӑшӗ вара алӑка тултан питӗрсе пӗлӗшӗсемпе саунӑна кайнӑ. Вӗсем унта 2,5 сехет ларнӑ, эрех ӗҫнӗ. Ачасем ҫав вӑхӑтра килте зажигалкӑпа вылянӑ, ҫавӑнпа пушар тухнӑ.
Хӗрарӑма тытса чарнӑ. Кӗҫех пуҫиле ӗҫе Ҫӗнӗ Шупашкар хула сучӗ пӑхса тухӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 17 сехет те 50 минутра И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ҫӗнӗ корпусӗнче, Университет урамӗнчи 38-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑскерте, пушар тухнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра унта экзамен пынӑ.
Аудиторире пралук ҫунма тытӑннӑ-мӗн. Студентсенчен пӗри хӑйӗн телефонне заряд илме лартнӑ. Кун хыҫҫӑн пралук ҫунма тытӑннӑ. Телефон выртнӑ партӑна та ҫулӑм ярса илнӗ.
Ҫӗнӗ корпусри ҫынсене пурне те эвакуациленӗ. Вырӑна 6 пушар машини, васкавлӑ медпулӑшу ҫитсе ларнӑ. Юрать, никам та шар курман. Экзаменсене вара тепӗр куна куҫарнӑ.
«Пирӗн экзамен пыратчӗ, пушар тревоги янӑрарӗ. Билет туртса кӑларма кӑна ӗлкӗрнӗччӗ. Университечӗпех тӗтӗм шӑрши тӑчӗ», - ҫапла каласа кӑтартнӑ пӗр студентка «Про Город» хаҫата.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Красноармейски районӗнчи Мӑн Шетмӗ ялӗнче пушар алхаснӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр ҫуртра электрооборудовани монтажне тунӑ чухне йӗркене пахӑнманран ҫулӑм тухнӑ.
Пушар вӑхӑтӗнче пӳртре 66 ҫулти арҫын тата унӑн виҫӗ мӑнукӗ пулнӑ: 5-ри хӗрача, 12-ри тата 13 ҫулти арҫын ачасем. Мӑнукӗсем ҫуллахи каникула килнӗ пулнӑ.
Юрать, ватӑ ҫынпа ачасем шар курман – вӗсем чӳрече ҫӗмӗрсе урама тухма пултарнӑ. Пушар вара самай вӑйлӑ алхаснӑ – ҫурт тӗппипех ҫунса кайнӑ.<s></s>
Улатӑр хулинче масар ҫунни пирки пӗлтернӗччӗ. Унта каллех ҫак пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, чылай вилтӑпри ҫуннӑ.
Пушар паян, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 20 сехет ҫурӑра тухнӑ. Унччен ҫӗнӗ масар ҫуннӑ пулнӑ, хальхинче вара кивӗ ҫӑва ҫинче ҫулӑм алхаснӑ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитнӗ. Вӗсем ҫулӑма сӳнтернӗ.
Ҫакна та каласа хӑвармалла: Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер Улатӑр хулинчи Тельман урамӗнче пушар пулнӑ. Сӑмах май, хула масарӗ шӑпах ҫак урамра вырнаҫнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ирхи 7 сехет ҫурӑра Шупашкарти 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 4-мӗш ҫуртра, общежитире, пушар тухнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, унта виҫҫӗмӗш хутри пӳлӗм ҫунма тытӑннӑччӗ. Тӗтӗм-сӗрӗм тулнӑ подъездран ҫынсене урама кӑларнӑ. Тӑхӑр ҫын, ҫав шутра пилӗккӗшӗ — ҫул ҫитмен ачасем, тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Ҫынсене шар кӑтартаканни пӳлӗмсенчен пӗринче пурӑнакан хӗрарӑмӑн ывӑлӗ пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна тытса чарнӑ тата суд йышӑнӑвӗпе 2 уйӑхлӑха хупса хума йышӑннӑ. Ку вӑл — тӗпчев пынӑ вӑхӑтлӑха. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫын пурлӑхне ятарласа сиенлетнӗскере саккун пилӗк ҫул таран ирӗксӗр хӑварма ирӗк парать.
Паян каҫхине тин кӑна, 20 сехетре, Улатӑр хулинче масар ҫинче ҫулӑм алхасма тытӑннӑ. Кун пирки халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ.
Ҫулӑм алхаснӑран тавралӑхра тӗтӗм сарӑлнӑ. «Пушар тухнине курнӑ ҫын пушарнӑйсене чӗннӗ. Ҫулӑм питӗ хӑвӑрт сарӑлать. Темиҫе вилтӑпри ҫунса кайрӗ ӗнтӗ. Хӑрушӑ. Пушарнӑйсем халӗ те ҫитмен», - каласа кӑтартнӑ халӑх корреспонденчӗ.
Ҫӳлерех асӑннӑ хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, 20 сехет те 45 минутра ҫунакан масар ҫине пушарнӑйсем ҫитеймен-ха. Ҫак вӑхӑт тӗлне ахаль ҫынсем кӑна унта пулнӑ. Хальлӗхе масар мӗншӗн ҫунма пуҫлани паллӑ мар.
Паян ирхи 7 сехет ҫурӑра Шупашкарти 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 4-мӗш ҫуртра, общежитире, пушар тухнӑ. Унта виҫҫӗмӗш хутри пӳлӗм ҫунма тытӑннӑ.
Вырӑна ҫитнӗ пушарнӑйсем общежитире пурӑнакансене эвакуациленӗ. Тӗтӗмлӗ подъездран 50 ҫын хӑй тӗллӗнех тухнӑ.
Пушара ҫур сехетрен сӳнтернӗ. Ҫичӗ ҫынна, вӗсенчен пиллӗкӗшӗ ачасем, тухтӑрсене пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Вӗсене пульницӑна леҫнӗ. Халӗ общежитири пӳлӗмре пушар мӗнле майпа тухнине уҫӑмалатаҫҫӗ.
Каласа хӑварар: ӗнер Вӑрнар районӗнчи Вӑрман Кипек ялӗнче йывӑҫ сарай ҫуннӑ. Ҫулӑм кил хуҫи хӗрарӑмӗн 7-ри ывӑлӗ шӑрпӑкпа вылянӑран тухнӑ. Вӑрмар районӗнче пӗр тӑрӑ айӗнче пулнӑ ҫуллахи ҫурта, мунча тата гараж ҫунса кайнӑ. Шӑмӑршӑра вара ҫӗрле ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. 60 ҫулти кил хуҫи, унӑн хӗрӗпе мӑнукӗсем ун чух ҫывӑрнӑ. Юрать-ха, чӳречерен тухса ӗлкӗрнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |