Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш спорт шкулӗнче директор пуканне ҫӗнӗ ҫын йышӑннӑ. Ҫак ҫын унччен те ҫак должноҫре ӗҫленӗ пулнӑ, кайран Спорт министерствине ӗҫлеме куҫнӑ. Халӗ ав каялла таврӑннӑ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ЧР спорт министрӗ Михаил Богоратов шкул коллективне ҫӗнӗ директорпа паллаштарнӑ. Вӑл – Борис Атаманов, ҫак должноҫре 1994-2014 ҫулсенче ӗҫленӗскер. Кайран, 2016 ҫулччен, вӑл ЧР спорт министрӗн ҫумӗ пулнӑ.
2016 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ҫул-йӗрпе патруль инспекторӗсем тӗрӗслев хыҫҫӑн Борис Атаманов тӗлӗшпе темиҫе административлӑ протокол ҫырнӑ. Ун чухне вӑл медосвидетельствовани витӗр тухма килӗшмен. Каярахпа служба тӗрӗслевӗ иртнӗ, тепӗр икӗ кунран ӑна ӗҫрен кӑларнӑ.