Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Николай Федоров: «Вулавӑшсене хупни преступленирен те хӑрушӑрах»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Софья Савнеш 14.01.2020 13:54 | 1983 хут пӑхнӑ
Политика
«Регнум» архивӗнчи сӑн
«Регнум» архивӗнчи сӑн

Шупашкарта 18 вулавӑшран 6-шне хупни пирки республикӑра нумай калаҫаҫҫӗ. Вӗсен йышне ҫаксем кӗнӗ: Чуковский ячӗллӗ ҫамрӑксен вулавӑшӗ, М.Трубина ячӗллӗ ҫемье вулав центрӗ, Чапаев ячӗллӗ ҫемье вулав центрӗ, Лев Кассиль ячӗллӗ ача-пӑча информаци центрӗ Х.Степанов ячӗллӗ ача-пӑча вулавӑшӗ, Тургенев ячӗллӗ ҫамрӑксен вулавӑшӗ.

Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров кун пирки хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. «Ку преступленирен те хӑрушӑрах. Ку стратегиллӗ йӑнӑш, мӗншӗн тесен хулари вулавӑшсене чакарни чи малтанах Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пурнӑҫне япӑх витӗм кӳрет», - тенӗ вӑл хӑйӗн официаллӑ страницинче. Паянхи кун библиотекӑна ҫӳрекенсен 89 проценчӗ – ачасем, ыттисем – аслисем.

Николай Федоров палӑртнӑ тӑрӑх, вулавӑш фончӗсене ҫывӑхри шкулсене пани пулӑшмӗ, мӗншӗн тесен хупӑ вулавӑш – культурӑн сӳннӗ вучахӗ. Пӗрремӗш президент шухӑшӗпе, Шупашкарта микрорайонсем хута каяҫҫӗ, хӑшӗсенче социаллӑ инфратытӑм ҫукпа пӗрех, ҫавна май ачасен хулари «чӗрӗ» юлнӑ вулавӑшсене инҫете ҫӳреме тивӗ.

Николай Федоров каланӑ тӑрӑх, пуянах мар ытти регионта йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах вулавӑш центрӗсем уҫма, вӗсене хальхи йышши оборудованипе тивӗҫтерме укҫа-тенкӗ тупаҫҫех. Тӗслӗхрен, «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн. Унпа килӗшӳллӗн, 2024 ҫул тӗлне Раҫҫейре муниципалитетсенчи 600 ытла вулавӑша модельлӗ стандартпа тума палӑртнӑ. Чӑваш Енӗн вара библиотекӑсен сетне тӑвас опыт пур. Тӗслӗхрен, 2007 ҫулта республикӑри 500 тӗслӗхлӗ вулавӑша пӗрлештернӗ, ҫавна май ялсенче вулавӑшсене ҫӳрекенсен йышӗ 40 процент ӳснӗ.

«Шупашкарти пуҫлӑх тата унӑн команди тӑвакан оптимизаци, ман шутпа, сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне оптимизациленинчен хӑрушӑрах. Мӗншӗн тесен пульницӑсемпе поликлиникӑсем кӗлеткене сиплеҫҫӗ, вулавӑшсем вара – чуна», - пӗлтернӗ Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ.

#укҫа-тенкӗ, #политика, #вулавӑшсем, #тӳре-шара, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Владимир Ефимович Гордеев // 3957.56.0551
2020.01.17 23:39
Питĕ те килĕшрĕ Николай Фёдоровăн статьи. Мускавра пурăнсассăн та Чăваш Енĕмĕрĕн "пульсне" хăйĕнни пекех виçсе-тишкĕрсе тăни. Ыйтуне те, вулавăшсем хупăнса пыни çинчен, "тарăн кăпкалатнă" вăл. Кунашкал "оптимизаци" ăçта кайса "çапассине" те веçех, ÿт сывлăхĕпе танлаштарса, уççăн, пурне те ăнланмалла кăтартнă. "Ăс-тăн сывă пулсан, çан-çÿрăм, ÿт-тир те сывă пулатех"-, тесе ăнланасчĕ пирĕн пурсăмăрăн та хисеплĕ Николай Васильевичăн шухăшĕсене. Минтимир Шаймиева, Тутарстанра, Госсекретарь должностне туса панă! Пирĕн те Николай Фёдорова çавăн пекех чыслани "йăранăмăра" пăсмĕччĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем