Кӗҫех ЧР Этеперӗн администрацийӗн автобази ҫӗнӗ иномаркӑсемпе пуянланӗ. Автобаза валли тӑватӑ Toyota Camry туянма палӑртнӑ.
Аукцион ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ хак – 1 685 000 тенкӗ (пӗр машина хакӗ). Администраци тӑватӑ иномаркӑшӑн 6 740 000 тенкӗ кӑларса хума хатӗр. Машинӑсене тӗллевлӗ субсиди укҫипе туянӗҫ.
Элтепер администрацийӗн авобазине мӗнлерех иномаркӑсем кирлӗ-ха? Экологи класӗллӗ хура седан туянасшӑн. Палӑртмалла: автобазӑра унашкал машинӑсем пур ӗнтӗ.
Аукцион иртсен ҫӗнтерӳҫӗпе килӗшӳ тӑвӗҫ. Килӗшӗве алӑ пуснӑ хыҫҫӑн иномаркӑсене 30 кунра илсе килмелле.
Чӑваш Республикине тӗрлӗ ҫулта ертсе пынӑ икӗ ҫынна Мускавра Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин Хисеп паллипе чысланӑ. Ҫакӑн пирки РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ депутатсенчен пӗри, Анатолий Аксаков, Фейсбукра пӗлтернӗ.
Патшалӑх Думин Экономика политикин, инноваци аталанӑвӗн тата предпринимательлӗх енӗпе ӗҫлекен комитечӗн, ҫавӑн пекех финанс рынокӗн комитечӗн ертӳҫи ҫырнӑ тӑрӑх, Хисеп паллипе Александр Петрович Петрова тата Николай Васильевич Федорова чысланӑ.
Николай Федоров Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ пулнипе асра юлчӗ. Александр Петрова 1988 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Чӑваш обкомӗн пӗрремӗш секретарьне суйланӑ. Вӑл 1933 ҫулхи раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Кӗртекасси ялӗнче ҫуралнӑ. Истори аслӑхӗсен кандидачӗ.
Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ Анатолий Тимофеева ӗҫрен кӑларнӑ.
Министр ҫумне пукансӑр хӑварассипе ҫыхӑннӑ йышӑнӑва паян Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Анатолий Тимофеева министр ҫумӗн должноҫӗнчен мӗншӗн кӑларнине премьер-министрӑн кӗске хушӑвӗнче ӑнлантарса тӑман. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Анатолий Валерьевича министр ҫумӗ пулма 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнче шаннӑ.
Антолий Тимофеева министр ҫумӗнчен кӑларнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн Константин Яковлевӑн пӗр ҫум ҫеҫ юлнӑ. Вӑл — Елена Чернова.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн актрисинче ӗҫленӗ Тамара Манаева тата ытти хӑш-пӗр хастар Владимир Путин патне видеоҫыру ӑсатнӑ. Виҫӗ минутлӑх роликпа вӗсем тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. Ҫав шутра Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева ӗҫрен кӑларма та ыйтнӑ.
Видеороликпа паллашнӑ хыҫҫӑн республика ертӳҫи Михаил Васильевич Игнатьев Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрне Сергей Неяскина ҫӑхавланӑ. Унта вӑл видеоҫыру республикӑри социаллӑ-политика тӑрӑмне тӑнӑҫсӑрлантарать тесе пӗлтернӗ, суйса ҫырнӑ тесе палӑртнӑ.
Право хуралҫисем видеоҫырӑва лингвистика экспертизи ирттерсех хакланӑ. Анчах пуҫиле ӗҫ пуҫарма сӑлтав тупман.
Тамара Манаева вара Элтепер суйса евитленӗ тесе ҫырма хатӗррине пӗлтернӗ.
Чӑваш Ен сенаторӗсем Николай Федоров тата Вадим Николаев пӗлтӗр мӗн чухлӗ укҫа ӗҫлесе илни пирки деклараци тӑратнӑ.
2018 ҫулта Николай Федоров 5 миллион та 181 пин те 887 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Танлаштармашкӑн: 2017 ҫулта унӑн енчӗкӗ кӑшт нумайрах хулӑнланнӑ – 5 412 464 тенкӗ. Унӑн мӑшӑрӗ вара пӗлтӗр 641 пин тен 315 тенкӗ тупӑш илнӗ. Федоровсен пӗрлехи харпӑрлӑхра хваттер, дача пур. Николай Васильевичӑн вара хӑйӗн ҫинче 265 тӑваткал метрлӑ хваттер, пурӑнмалли мар пӳлӗм, ГАЗ М-21 автомобиль шутланать. Арӑмӗн харпӑрлӑхӗнче вара – икӗ ҫӗр лаптӑкӗ, икӗ ҫурт, виҫӗ хваттер тата машина вырӑнӗ.
Вадим Николаев пӗлтӗр, 2017 ҫулпа танлаштарсан, 1 миллион тенке яхӑн ытларах ӗҫлесе илнӗ. Пӗлтӗрхи тупӑша вӑл 5 636 984 тенкӗ кӑтартнӑ. Унӑн мӑшӑрӗ пӗлтӗр 2 032 277 тенкӗ тупӑш илнӗ.
ЧР Спорт министерствин тӗп бухгалтерне шанчӑкран тухнӑ тесе ӗҫрен кӑларнӑ. Ӗнер, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, хушӑва спорт министрӗ алӑ пуснӑ.
Аса илтерер: ведомствӑн тӗп бухгалтерӗ, вӑлах финанспа экономика пайӗн пуҫлӑхӗ, тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл должноҫӗпе усӑ курса хысна укҫине телефон счечӗ ҫине хунӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӑл министерствӑн пӗр экс-ертӳҫин счечӗ ҫине те укҫа хунӑ-мӗн. Пуҫиле ӗҫ пуҫарсан тӗп бухгалтер бухгалтери докуменчӗсене тӗп тӑвас тесе вӗсене йӑтса тухма тӑнӑ, анчах ӑна ӗҫтешӗсем асӑрханӑ.
Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче министерство комиссийӗ тӗп бухгалтера ӗҫрен кӑларма сӗннӗ.
2002 ҫулччен Шупашкарта Хула прокуратури пулнӑ, кайран ӑна пӗтернӗ. Кӑҫал ҫӗртмен 3-мӗшӗнче вӑл каллех ӗҫлесе кайӗ. Хушӑва Раҫҫей тӗп прокурорӗ Юрий Чайка пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин прокурорӗ Василий Пословский Наци телекуравне каласа панӑ.
Хулари район прокуратурисем пӗтессине пӗлтермест ку. Вӗсем ҫавӑн пекех ӗҫлӗҫ. Хула прокуратурине хулари патшалӑх учрежденийӗсене тӗрӗслесе тӑма ҫӑмӑлрах пултӑр тесе ҫӗнӗрен йӗркелесе яма шут тытнӑ.
Прокуратура Правосуди ҫурчӗн пӗрремӗш хутӗнче пулӗ. Унта халӗ статистика пайӗ вырнаҫнӑ. Ку ҫуртрах Мускав тата Ленин районӗсен прокуратурисем ӗҫлеҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн строительствӑпа архитектура, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумне Александра Юсуповӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Александра Юсуповӑна ӗҫрен кӑларасси пирки ҫирӗплетнӗ хушӑва паян влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, хушӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Каласа хӑвармалла, Александра Юсупова ку должноҫре 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗнченпе вӑй хунӑ.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енӗн строительствӑпа архитектура, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн Алексей Грищенкӑн икӗ ҫум. Пӗри — министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ Владимир Максимов, тепри — министр ҫумӗ-Чӑваш Енӗн тӗп архитекторӗ Александр Шевлягин.
Ҫак кунсенче Мускавра чӑваш артисчӗсен концерчӗ иртнӗ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакан йӑхташӑмӑрсене эстрада юрӑҫи Вячеслав Христофоров тата ытти сцена ӑстисем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Концерта Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков та пынӑ. Вӑл РФ Патшалӑх Думинче Экономика политикин, инноваци аталанӑвӗн тата предпринимательлӗх енӗпе ӗҫлекен комитет, ҫавӑн пекех финанс рынокӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫи пулса тӑрӑшать.
Чӑваш Енри артистсене саламлани пирки депутат Фейсбукра пӗлтернӗ. Пушкӑртстанра ҫуралнӑскер иртнӗ вӑхӑта аса илнӗ май пӗтӗм ял, чӑвашсем сахал пулин те, чӑваш юррисене юратса итленине палӑртнӑ. «Мӗншӗн тесен вӗсем питӗ хитре, питӗ янӑравлӑ, халӑха питӗ ҫывӑх», — тенӗ политик.
«Раҫҫей пуянлӑхӗ — унта пурӑнакан халӑхсем. Чӑвашсем вара йышлӑ халӑхсенчен пӗрисем», — тенӗ депутат. Культурӑна, йӑла-йӗркене упраса хӑварасси пӗлтерӗшлине асӑнса хӑварнӑ май вӑл Вячеслав Христофоров тата ытти ҫавӑн пек артистсем ҫав енӗпе хӑйсен тӳпине хывнине палӑртнӑ.
«Сывлӑх сунатӑп, юрату сунатӑп, телей пултӑр!» — чӑвашла саламланӑ Анатолий Аксаков юлашкинчен.
Республикӑри наркологи диспансерӗн тӗп тухтӑрӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл должноҫӗпе усӑ курнине тӗрӗслев вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.
Тӗп тухтӑр йӗркене пӑсни электронлӑ аукциона тӗрӗсленӗ чухне тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ: кӗске сроклӑ хаклӑ реагентсене учреждени валли туяннӑ. Анчах вӗсен пӗр пайӗпе усӑ курман, срокӗ тухса кайнӑ. Ҫавна май тӗп тухтӑр хаклӑ реагентсене коммерци организацине тупӑш тума палӑшас тӗллевпе туяннӑ тесе шутлаҫҫӗ. Диспансерпа организаци 2017 ҫулта килӗшӳ алӑ пуснӑ. Следстви шухӑшӗпе, ҫакна тӗп тухтӑр реагентсем кирлӗ мар пулсан та тунӑ. Тӑкак 2,5 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Аса илтерер, нумаях пулмасть ЧР Спорт министерствин финанспа экономика пай пуҫлӑхӗ, тӗп бухгалтерӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |