Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

ЧР финанс министрӗн пӗртӑванне Маргарита Замчинская тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки, ӑна суд тӗрмене хупмасӑр 7,5 ҫуллӑха айӑплани, аудитор ӗҫӗпе 2 ҫул ӗҫлеме чарни ҫинчен хыпарланӑччӗ.
Паян ЧР Аслӑ сучӗ аппеляцие пӑхса тухнӑ. Унӑн приговорӗ тата ҫирӗпрех пулнӑ. Замчинскаяна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 5 ҫул та 6 уйӑхлӑха яма йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех унӑн аудитор ӗҫӗпе 2 ҫул ӗҫлеме юрамӗ. Маргарита Замчинскаяна суд залӗнчех арестленӗ.
Аса илтерер: Замчинскаяна кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче ФСБ ӗҫченӗсем укҫа илнӗ вӑхӑтра тытса чарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл ӑна Шупашкарти пӗр фирмӑран илнӗ, ытлашши сӑмах каламасса шантарнӑ.
Ялтан // 5071.8.0983
2019.12.30 10:18 | |
"Суровый приговор" тенине "хаяр приговор" тесе куçараççĕ. Кофепе чее те "çирĕп" мар, "çăра" теççĕ. М. Скворцовăн "Вырăсла-чăвашла" словарне ма уçса пăхмастăн? | |
