Лакрей паркне хула влаҫӗсем юсаса ҫӗнетме палӑртни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Ку хыпара ҫак ӗҫе пуҫӑннин пӗрремӗш утӑмӗ вырӑннех йышӑнмалла мар пулӗ те, ҫапах та хула администрацийӗ Лакрей паркне ярӑнмалли ҫӗнӗ хатӗрпе пуянлатма хыснаран 4,5 миллион тенкӗ уйӑрассине хыпарлать. Юлашки 10 ҫулта Шупашкарта кун пекки пулман-мӗн.
4,5 миллион тенкӗ тӑракан оборудовани — «Вальс» аттракцион. Унчченхи кивелсе япӑхнӑ. Кунсӑр пуҫне паркра епле аттракцион кирлӗ пирки халӑхран ыйтса пӗлнӗ иккен. Ҫынсем «Вальс» аваннине палӑртнӑ. Сӑмах май, паян паркра «Хип-хоп», «НЛО», «Сюрприз», «Ҫавраҫил», «Хаваслӑ ту», «Бамперлӑ кимӗ», «Автодром» тата ытти аттракционсем пур.
Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ ӗнер «Уҫӑ хула» проектпа килӗшӳллӗн ирттернӗ черетлӗ калаҫу хыҫҫӑн пӗлтерет. Унта тӗп хуламӑрти Лакрей вӑрманне аталантарассине сӳтсе явнӑ. Ҫавӑн йышши проект ытти парксемшӗн те тӗслӗх пулса тӑраять тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.
Лакрей вӑрманӗн аталанӑвне палӑртма пухӑннӑ калаҫӑва тӳре-шарапа пӗрлех дизайнер-проектировщиксем, Мускаври экспертсем, хула ҫыннсием пухӑннӑ.
Асӑннӑ кану паркӗ ҫӳлтен пӑхсан чӗрене аса илтерет иккен. Хула пур енлӗн сарӑлса пырать те, Лакрей вӑрманне пырса кӗмелли ҫулсене ытларах тӑвассине те, парка тӗрлӗ кану вырӑнне ҫавӑрассине те сӳтсе явнӑ иккен. Юлашкинчен асӑнни пирки каласан, тӗп лапамсен шутне активлӑ канӑва, ҫемьепе пухӑнмалли тата ача-пӑча валли пӑхса хӑвармаллине кӗртнӗ. Ҫуран ҫӳрекенсем валли кӑна мар, велосипедпа ярӑнмалли ҫул та кирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Парка пырса кӗнӗ вырӑнта машинӑсене лартмалли хальхи вӑхӑтри стоянкӑсем тӑвасшӑн. Зоокӗтес тума та сӗннӗ.
Хула администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, Лакрей вӑрманӗн концепцийӗ ытти парка ҫӗнетме те тӗслӗх пулаять. Аталану тени пӗр-пӗр пуяннӑ интересӗсене пурнӑҫлассине пӗлтермест пуль ӗнтӗ.
Ҫӗрпӳри этнокультура паркӗн ыйтӑвӗпе паян Чӑваш Республикин культура, национальноҫсемпе архив ӗҫӗсен министерствинче ӗҫлӗ тӗлпулу иртнӗ. Калаҫӑва ирттерме министерствӑн этноконфесилле хутшӑнусен пайӗн пуҫлӑхӗ Казаков Сергей Димитриевич, кӳлепеҫӗ Вячеслав Эткер (вӑл кӳлепесен макечӗсене илсе килнӗ), Чӑваш наци культурин «Сӑвар» аталану фончӗн ертӳҫи Тимӗр Тяпкин пухӑннӑ пулнӑ. Ҫавӑн пекех телефонпа Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артамонов Сергей Геннадьевич хутшӑннӑ.
Калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх парка малтанхи вырӑнтах йӗркелеме шут тытнӑ, тӗп сӑнар вырӑнӗнчи юпана ҫех тӳрлетсе каялла вырнаҫтарӗҫ. Халӑх имӗш юпара сӑнарланӑ ҫунатсене мӑйрака пек йышӑнать — ҫавна май хӑй каласа панӑ тӑрӑх Вячеслав Эткер улшӑнусем кӗртме килӗшнӗ.
Сӑмах май, эпир те, Чӑваш халӑх сайчӗ ятӗнчен ӗнер Чӑваш наци конгресне ку ыйтупа пулӑшӳ кӳме ҫыру янӑччӗ. Ҫӗрпӳри этнокультура паркӗ пирки унсӑр та калаҫса татӑлма май тупни пире паллах савӑнтарать.
Аса илтеретпӗр, ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче Ҫӗрпӳри этнокультура паркӗ тума пуҫланӑ вырӑнтан юнашарти мӑнастир пупӗ хистенипе тӗп кӳлепене — юпана — кӑларса илсе склада кайса хунӑччӗ.
ХУШНИ: этнокультура паркӗн паянхи сӑнӗсене хушрӑмӑр. Сӑнсен авторӗ Владимир Андреев.
Ҫӗрпӳ хулинче Культура ҫулталӑкӗ культурӑсӑрлӑхран пуҫланчӗ теме пулать — этнопарк тума планланӑ вырӑна улӑштарма шухӑш тытнӑ. Ҫапла тума пупсем хистенӗ имӗш. Вячеслав Эткер кӳлепеҫӗ каласа панӑ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра унччен вырнаҫтарнӑ тӗп юпана кӑларса илнӗ, район администрацийӗн складне кайса хунӑ.
Асаилтеретпӗр, Ҫӗрпӳ хулинчи этнокультура паркне хирӗҫ вырӑнти пуп Вячеслав атте тӑнӑ. Администрацинче пӗлтернӗ тӑрӑх хӑйӗн чиркӗвне ҫӳрекен ҫынсене вӑл вӗсем патне чылай янӑ. Ҫапла май вара тӳре-шара этнокультура паркне тепӗр вырӑнта йӗркелеме шут тытнӑ. Вӑл ӑҫтарах пуласси хальлӗхе паллӑ мар-ха.
Православи тӗнӗн пупӗсемшӗн Раҫҫей Конституцийӗнче ҫырса хунӑ пур тӗн те пӗртан пулни саккун мар пулас. Хӑйсенле кӑна тӑвас тесе культурӑллӑ япаласем ҫине те ним мар алӑ ҫӗклеме пултараҫҫӗ. Вӗсене пулах ӗнтӗ чӑвашлӑхӑн хулан тӗп вырӑнӗсенче мар, таҫти шӑтӑк-ҫурӑкра кӑна аталанма тивет.
Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре парксен йышӗ пӗрре маррине пӗлетӗр пулӗ. Кӑҫал вара вӗсем пӗринче ача-пӑча паркне ӑҫталама пуҫланӑ. Ҫуллахи вӑхӑтрах тытӑннӑ — нимелле чуччу, турник тата сак ӑсталаса лартнӑ.
Кӗр вӑхӑтӗнче те ӗҫ сӳнсе ларман кивӗэйпеҫсен — ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Казанцев Василий Петрович ертсе пынипе ача-пӑча парне маллалла ӑсталаҫҫӗ. Хальхинче каток валли вырӑн тума татӑнчӗҫ. Материалӗпе Казанцев А.Н. тивӗҫтернӗ иккен, Лебедев А.Н. вара платник ӗҫне тӑвать — савалать, касать, якатать. Ӗҫе вӗҫлесен ку парк ачасемшӗн чӑн та чаплӑ вырӑн пулма тивӗҫ.
Ҫӗрпӳ хулинче этнокультура паркне тума тытӑнни пирки эпир нумай пулмасть пӗлтернӗччӗ. Хайхи ҫав парка паян хамӑр ҫитсе куртӑмӑр.
Кӳлепесене касса кӑларнӑ Вячеслав Эткер ӳнерҫӗ каласа панӑ тӑрӑх ку шухӑш ҫӗрпӳсен Киров хулинче ҫакӑн йышши паркпа паллашнӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ имӗш. Хула администрацийӗ ун патне тухнӑ хыҫҫӑн вӑл ҫак парка епле курнине пӗлтернӗ, вара, килӗшсе татӑлнӑ хыҫҫӑн, ӗҫе пуҫӑннӑ. Ҫӗрпӳ хула администрацийӗ кӑҫал ҫак парк валли 100 пин тенкӗ грант выляса илнӗ хыҫҫӑн кӳлепесем те парка вырнаҫма пуҫланӑ.
«Чӑваш Ен» ЧПТРК каналӗпе хыпар тухнӑ вӑхӑталла хайхи администрацине Вячеслав атте ятӗнчен ҫын килнӗ иккен — юнашар вырнаҫнӑ чиркӳн пупне паркри кӳлепесем килӗшмен имӗш. Вячеслав атте, паллах, хӑй ятӗнчен сӑмах хушмасть — ҫак сӑмахсене ӑна чиркӗве пуҫ ҫапма килекенсем евитленӗ имӗш. Ку кӳлепесем ачасене тӗрӗс маррине вӗрентессинчен те хӑрать арҫынсен мӑнастирӗн пупӗ — юнашарах 1-мӗш вӑтам шкул вырнаҫнӑ-ҫке. Ытларах, паллах, чиркӳпе юнашар хӑй калашле «язычество идолне» лартни питӗ кӑмӑла хуҫать унӑнне.
Паллах, ку кӳлепесем чӑваш йӑли-йӗркипе ҫеҫ ҫыхӑннӑ.
Ҫӗрпӳре этнокультура паркӗ тума пуҫлани пирки пӗлтерет «Чӑваш Ен» ЧПТРК. Ҫак ӗҫе икӗ ҫул хушшинче вӗҫлесшӗн имӗш. Хальхи вӑхӑтра хӑш-пӗр кӳлепесене туса лартма та ӗлкӗрнӗ. Хула ертӳҫисем ҫак парк чи илӗртӳллӗ вырӑнсенчен пӗри пуласса шанаҫҫӗ.
Этнокультура паркӗнче уявсем, тӗрлӗ фестивальсемпе концертсем ирттерме шухӑшлаҫҫӗ. Ачасене те ку вырӑн килӗшнӗ — 10–11-мӗш клас пӗтерсен те ҫак вырӑнтах пухӑнма шантарнӑ. Хула ҫыннисем те парка йӗркелессине ырланӑ. «Эпир чӑвашлӑха манса каяс мар тесессӗн пирӗн ӗмӗрхи чӑваш йӑли-йӗркине, унӑн ӗҫӗ-хӗлне пӗлмелле. Ҫавӑнпа та ҫакӑн пек юпа лартни, тата чӑвашӑн авалхи йӑли-йӗркине йӗркелесе пыма шут тытни вӑл пире питӗ хавхалантарать», — тенӗ хула ҫынни Геннадий Никифоров.
Парка Чӑваш Ен культура министерствин грантне выляса илнипе пурнӑҫлама май тупӑннӑ.
Ҫапла пӗтӗмлетӳ патне Шупашкарти районсем хушшинчи ҫутҫанталӑка сыхлас енӗпе ӗҫлекен прокуратура черетлӗ тӗрӗслев хыҫҫӑн пырса тухнӑ. Кунта сӑмах Патӑрьелти парк пирки пырать.
Асӑннӑ ялти парка юсаса ҫӗнетесси пирки калаҫу тахҫанах пынӑ-мӗн-ха. Унта спорт тата вӑйӑ лаптӑкӗсем, аллея, фонтан тата район символне туса лартма палӑртнӑ. Парк тӑвас тенӗ май паркра мӗнпур йывӑҫа тенӗ пек касса пӗтернӗ-мӗн. Ҫапла хӑтланни ҫынсене кӑмӑлсӑрлантарнӑ. Вӑл йывӑҫсене иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче шкул ачисем лартнӑ иккен. 63 йывӑҫа касни пирки ҫӑхав ҫутҫанталӑка сыхлас енӗпе ӗҫлекен прокуратурӑна ҫитнӗ. Надзор органӗ йывӑҫсене саккуна пӑсса каснине, ҫакӑ ҫынсен правине тата саккунлӑ интересӗсене пӑснине палӑртнӑ. Тӑкак 800 пин тенке яхӑн иккен. Ку фактпа тӗпчев малалла пырать-мӗн.
Канаш хулинче культурӑпа кану паркӗнче «Шанӑҫпа юрату йывӑҫӗ» «ӳссе ларнӑ» иккен. Кӑҫал ҫуллахи кунсенче паркра ӑсталанӑ, вырнаҫтарнӑ пысӑках мар кӳлепесем хушшинче ҫак «йывӑҫ» кану вырӑнне илемлӗрех турӗ, пуянлатрӗ.
Канаш районӗн администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗнӗ кӳлепен композицийӗ вара ҫапларах: тимӗр «хулӑсене» усӑ курса чӗресенчен йывӑҫ ӑсталанӑ, тӑрринче вара — икӗ кӑвакарчӑнсен йӑви. Йывӑҫ патне пырас тесессӗн пысӑках мар таканланнӑ кӗпер урлӑ каҫмалла.
Кӳлепе авторӗ — хула паркӗн тӗп художникӗ — Федоров Георгий Аркадьевич.
— Тахҫанах паркра ҫамрӑк мӑшӑрсем валли хитре кӗтес хута ямалли ҫинчен шут тытнӑччӗ, вӑл вырӑнта асӑнмаллӑх сӑнӳкерчӗксем тума та меллӗ пулӗччӗ. Пур хулара та хӑйне майлӑ «туй вырӑнӗ» пур. Халӗ вара ун пек кӗтес малашне Канашра та пулӗ. Йывӑҫ тӑрри икӗ кӑвакарчана пӗрлештерет, ҫакӑ вӑл тасалӑха, юратупа пӗр шухӑшлӑха символлать, — каласа парать кӳлепе авторӗ Георгий Федоров.
Кунта вара пӗр-пӗрне савакансем йӑла тӑрӑх шанӑҫлӑх ҫӑрасене ҫакаҫҫӗ, ҫакӑнтах хаваспах ӳкеренеҫҫӗ.
Кемӗр облаҫӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх Прокопьевск районӗнчи Михайловка ялӗнче чӑваш культурин паркӗ уҫӑлнӑ-мӗн. Ҫак ӗҫ валли вырӑнти хыснаран виҫӗ миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ пулать.
Паркӑн тӗп вырӑнӗнче чӑваш пурнӑҫ йывӑҫне сӑнлакан кӳлепе тӑрать. Кунтах — саксем, вӑйӑ вырӑнӗ, спорт лапамӗ. Ҫулсене те асфальтланӑ, чечек йӑранӗсем юнашар. Пӗр сӑмахпа каласан кунти чӑвашсем хӑйсене валли илемлӗ вырӑн йӗркеленӗ.
Парка Кузбасса пӗлтештерекен чӑваш культурин VI фестивалӗн кунӗсенче (ӑна 1995 ҫултанпа ирттереҫҫӗ) уҫнӑ. Пирӗн тӑрӑхран унта Чӑваш наци конгресӗн президента пулӑшаканӗ Александр Иванов кайнӑ.
2010 ҫулхи ҫырав тӑрӑх Кемӗр облаҫӗнче 9,3 пин чӑваш пурӑнать — вӗсем унта облаҫӗн кашни кӗтесӗнче йӑва ҫавӑрнӑ теме пулать. Ҫав шутрах чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан вырӑнсем те пур. Пушкино посёлокра, сӑмахран, чӑвашсем — ытларах пайӗ. Михайловка ялӗ вара Кемӗр облаҫӗнчи чӑваш культурин центрӗсенчен пӗри шутланать. Каласа хӑварас пулать: кӑҫал вӑл 105 ҫулне паллӑ тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |