Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарти Лакрей вӑрманӗнче Чӑваш Республикинчи тутарсен хӑйсен сумлӑ уявне — Сабантуя — паллӑ тӑваҫҫӗ.
Йӗркелӳҫисенчен пӗри Булат Купкенов пӗлтернӗ тӑрӑх, наци уявӗн проекчӗпе килӗшӳллӗн тӗрлӗ вӑйӑ, тӗрӗслев иртӗ.
Чи малтанах пултарулӑх ушкӑнӗсем тата спортсменсем утӗҫ. Ирхи 10 сехетре Сабантуй уҫӑлӗ. 11:30–15:00 сехетре Тутарстанри (Зеленодольск районӗ) тата Чӑваш Республикинчи ушкӑнсем концерт лартӗҫ. 12:00–15:00 сехетре тутар-пушкӑрт наци кӗрешӗвӗ иртӗ. 11:30–15:00 сехетре халӑх вӑййисем, михӗпе ҫапӑҫасси, армрестлинг, йывӑр йӑтасси, вӗрен туртасси, картлампа чупасси, михӗре чупасси, лаша утланса чупасси… пулӗ.
Уява пурне те хапӑл тусах кӗтеҫҫӗ. Унтах ал ӗҫӗсене, тутар наци апат-ҫимӗҫне сутӗҫ.
Шупашкарти Лакрей вӑрманӗнче иртнӗ вырсарникун «Шупашкарти пурте ӳкерӗнекен паллӑ» текен паллӑна вырнаҫтарнӑ. Ӑна икӗ чӗлхепе ҫырнӑ.
Ҫапла паллӑ вырнаҫтарас шухӑш Артемий Лебедев дизайнер студине пырса ҫапнӑ-мӗн. Туристсен ун пек объекчӗсене маларах Раҫҫейри 47 хулара вырнаҫтарнӑ. Шупашкарта проекта ҫакӑн пек йӗркеленӗ: макета Лебедев студийӗ хатӗрленӗ, паллӑна — вырӑнти хастарсем.
Икӗ паллӑпа ҫырнӑ объекта вырнаҫтарма уйрӑм ҫынсем укҫа уйӑрса пулӑшнӑ иккен. Паллӑ патӗнче сӑн ӳкерӗнекенсем тупӑнсах тӑраҫҫӗ теҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чернобыльти аварире вилнисене асӑнасси йӑлана кӗнӗ. Шупашкарта та ҫак кун «Ҫӗнтерӳ» асӑну паркӗнче «Чернобыльти тата ытти радиаци катастрофине пӗтерме пулӑшнӑ паттӑр ентешсем» палӑк обелискӗ патне пухӑннӑ.
Хурлӑхлӑ мероприятие республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ тата ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова, ытти тӳре-шара хутшӑннӑ.
Чӑваш Республикинчи сусӑрсен «Союз Чернобыль» общество организацийӗн президенчӗ Виктор Байдулов хӑрушӑ куна аса илнӗ май катастрофӑна пӗтерме пулӑшнисем ҫулран-ҫул сахалланса пынине каланӑ. Рациаци авринче вилнисене тата шар курнисене пӗр минут шӑп тӑрса асӑннӑ. Унтан палӑк обелискӗ патне чечексем хунӑ.
Сӑнсем (15)
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшне тата Ҫӗнтерӳ кунне уявламалли мероприятисен планне хатӗрленӗ. Ҫу уйахен 1-мӗшӗнче ӗҫ ушкӑнӗсем, общество организацийӗсем, культурӑпа наци автономийӗсем, спорт обществисем, ӳнерпе пултарулӑх пӗрлешӗвӗсем утма тухӗҫ. Кӑҫал районсемпе хуласен хушшинче чи пултаруллӑ колоннӑна палӑртӗҫ. Организацисемпе предприятисем валли ятарлӑ номинацисем пулӗҫ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене уявпа саламланисӗр пуҫне тӗрлӗ акципе фестиваль йӗркеленӗ. Вӗсем: «Ӑру астӑвӑмӗ», «Конвертри чечек». «Ӑру астӑвӑмӗ» проект Шупашкарта пӗрремӗш хут иртӗ. Унта пултарулӑх конкурсӗсемпе фестивальсем кӗреҫҫӗ. Финал ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен пуҫаласа 9-мӗшӗччен «Ҫӗнтерӳ» паркра иртӗ. Кунта кашни кун 19:00 сехетре суйлав турӗсен ҫӗнтерӳҫисем пултарулӑхне кӑтартӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 8–9-мӗшӗсенче уҫӑ лапамсенче, канупа культура паркӗсенче «Фронт бригадисем» проект ӗҫлӗ. Мусӑкҫӑсемпе артистсем машинӑпа хула тӑрӑх ҫӳрӗҫ. Шупашкарсем «Вилӗмсӗр полк» акцие те хутшӑнӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче «Олимпийский» стадионта 10:00 сехетре «Ҫӗнтерӳ кубокӗ» иртӗ. 9-мӗшӗнче «Ҫӗнтерӳ кунӗ» автомобиль ӑмӑртӑвӗ пулӗ.
Шупашкар 550 ҫул тултарнине уявламашкан тӗплӗн хатӗрленет. Ҫак юбилей тӗлне тӗп хулара планетари пулмалла. Хальлӗхе кун пирки информаци кӑна пухаҫҫӗ-ха.
Андриян Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗн представителӗ Чулхулари планетарие кайса курнӑ. Унти планетарие эксплуатацилес мелсене тӗпченӗ. Ку кӑна мар. Раҫҫейри чи ватӑ, тӗнчери чи пысӑк планетарисенчен пӗри Мускавра вырнаҫнӑ. Унӑн ӗҫченӗсем Шупашкарсене опычӗсемпе паллаштарнӑ.
Шупашкарти космоса тухакан «чӳрече» Чӑваш Ен ҫыннисене тата хӑнисене космос историйӗпе лайӑхрах паллаштарӗ. Планетари конференцисем, ӑслӑлӑхпа космос фествиалӗсем, конкурссем йӗркелемелли лапам та пулӗ.
Хальлӗхе Шупашкарти планетарие тумалли проект ӗҫесем тӗлӗшпе контракт ҫырнӑ. Планетарие 2019 ҫулта туса пӗтермелле. Вӑл Раҫҫейре чи ҫамрӑкки пулӗ.
Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацинче моряксене халалланӑ палӑк проекчӗсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Ҫакна «ЧР Ҫар-тинӗс флочӗн ветерансен союзӗ» пуҫарнӑ.
— Ҫак палӑк Тӑван ҫӗршывшӑн пуҫ хунӑ чӑваш морякӗсен ячӗпе пулӗ. Палӑк ҫине пахсан вӑл тинӗс тематикипе ҫыхӑнни тӳрех паллӑ пултӑр. Конкурса хутшӑнакансем умне ҫакнашкал тӗллев лартрӑмӑр, — тенӗ «ЧР Ҫар-тинӗс флочӗн ветерансен союзӗн» председателӗ Владимир Крюковский.
Конкурс ҫӗнтерӳҫине пӗлтӗр ҫулталӑк вӗҫӗнчех палӑртмалла пулнӑ. Анчах комисси членӗсем ӑна кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗччен тӑсма йышӑннӑ. Ҫак вӑхӑтра конкурс тӗнче шайӗнчи статуса тивӗҫнӗ. Чехи Республикин ӳнерҫи Мартин Кютер хӑйӗн проектне ярса панӑ. Конкурс комиссине ЧР Ӳнерҫисен союзӗн членӗсем кӗнӗ. Шупашкарти авторӑн ӗҫӗ ытларах балл пухнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта Мускав ҫынни. Виҫҫӗмӗш вырӑна Питӗрти автор тивӗҫнӗ.
Халӗ проект чи йывӑр тапхӑра — пурнӑҫа кӗртессине — куҫать. Ӳнерҫӗсем ҫакнашкал конкурссем валли фонд тума сӗннӗ.
— Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗсене те хутшӑнса курнӑ май ҫакна калаятӑп: конкурсҫӑсем валли фонд йӗркелесен аван.
Шупашкарти Калинин районӗнче ейӳ сиен кӳме пултаракан вырӑнсене палӑртнӑ. Ҫак йыша «Ҫӗнтерӳ» паркӗнчи «Ҫар мухтавӗн монуменчӗ» те кӗнӗ.
Администраци пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ейӳ Калинин районӗнче пурӑнакансене самаях сиен кӳме пултарать. Ҫав шутра — районти культура объекчӗсене те.
Калинин район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ҫӗнтерӳ» паркӗнчи монумент патӗнче ҫӗр ишӗлет. Ку вара палӑкшӑн хӑрушӑ. Ҫавӑн пекех Тютчев урамӗнчи 39, 41-мӗш ҫуртсене, Атӑл урамӗнчи 13, 14-мӗш ҫуртсене те хӑрушлӑх пырса тивме пултарать. Хӗвелтухӑҫ поселокӗ патӗнчи, Хӗвелтухӑҫ урамӗнчи 4,6,8,10-мӗш ҫуртсем ҫывӑхӗнче Атӑл енчен ҫӗр ишӗлес хӑрушлӑх пур.
Списока Якимов варӗ, Аш-какай комбиначӗн 7-мӗш линийӗ, Октябрь: 40 ҫул урамӗнчи 1-4-мӗш линисем, Алькеш поселокӗнчи Пионер урамӗ кӗнӗ.
Мэри ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ейӳ ӑнсӑртран пуҫланать, хӑвӑрт вӗҫленет. Анчах вӑл мӗнле пуласса калама ҫук. Администраци ҫынсене ейӳре мӗнле пулмаллине ӑнлантарма тытӑннӑ ӗнтӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Каннӑра иртнӗ тӗнче форумӗнче Итали архитекторӗпе Микеланджело Лентинипе Шупашкар аталанӑвӗн концепцине сӳтсе явнӑ.
Паллӑ архитектор тӗп хулари кану паркӗсен аталанӑвӗпе кӑсӑкланнине ӗҫлӗ тӗл пулусенчен пӗринче пӗлтернӗ. Унӑн паллӑ ӗҫӗсенчен пӗри — Мадридри парк проекчӗ.
Рим архитекторӗ Шупашкарти Лакрей вӑрманӗн тата «Шупашкар: 500 ҫул» паркӑн малашлӑхӗ пуян пулассине палӑртнӑ. Вӑл ҫак кану вырӑнӗсен хӑйнеевӗрлӗхне, вӗсем ҫынсене илӗртнине палӑртнӑ. Микеланджело Лентини ыйтусене вырӑнта сӳтсе явмашкӑн Чӑваш Ене килме хатӗр. Шупашкар та аталанма талпӑнать. Куҫман пурлӑх тытӑмӗнче ертсе пыракан экспертсемпе ҫыхӑнусем йӗркелеҫҫӗ, строительствӑпа архитектурӑра ҫӗнӗ технологисем алла илеҫҫӗ.
Шупашкар форумра хула инфратытӑмӗн аталанӑвӗн стратеги проекчӗсене, строительство, кану, хӑна ҫурчӗсен бизнесӗн сферисенчи ҫӗнӗлӗхсене кӑтартнӑ.
Ҫӗнӗ ҫул тахҫанах хыҫа юлчӗ ӗнтӗ, анчах Шупашкар урамӗсенче уяв савӑнӑҫӗ парнелекен сӗм ҫухалман-ха. Йывӑҫсем, администраци ҫурчӗсем ҫинчи ҫутӑсем юмаха аса илтереҫҫӗ.
ЧР официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар хулин ертӳлӗхӗ хушнипе Республика лапамӗнчи хырсем ҫине металлогалогенлӑ 10 прожектор ҫакнӑ. Вӗсем каҫхине йывӑҫсене илем кӳреҫҫӗ. Ҫакна пула лапам тата хитреленнӗ, вӑл уява аса илтерет.
Республикӑн тӗп хули «МИПИМ–2014» текен курава пуҫласа хутшӑнма хатӗрленет. Асӑннӑ мероприяти кӑҫалхипе 25-мӗш хут иртет иккен, Шупашкар вара унта пуҫласа хутшӑнать.
Францире иртекен курава тӗрлӗ сферӑра ӗҫлекенсем — куҫман пурлӑх, инвестици рынокӗсенче тӑрӑшакансем, девелоперсем, архитекторсем, патшалӑх служащийӗсем, финансистсем — хутшӑнаҫҫӗ.
Шупашкар экспозицийӗ Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ экспозицийӗпе пӗрле вырӑн тупӗ. Чӑвашсемсӗр пуҫне унта тата тепӗр 24 регион кӗнӗ.
Шупашкар кӑтартакан тӗп самантсен шутӗнче Йӑлӑма, Лакрей вӑрманӗпе Шупашкара 500 ҫул парка юсаса ҫӗнетмелли, Хӗрлӗ лапама, «Ҫӗнӗ хула» тата Сад микрорайонсене хӑтлӑх кӗртессин проекчӗсене тӑратасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |