Чулхулара Майӑн 1-мӗшӗ ячӗллӗ паркра «Кутӑн май ҫурт» ҫӗнӗ аттракцион уҫӑлнӑ. Тӗлӗнмелле ҫурта икӗ уйӑх тунӑ.
Йывӑҫран тунӑ пӗр хутлӑ ҫурт паркри ҫул хӗрринче вырнаҫнӑ. Унӑн официаллӑ мар адресӗ те пур: Ялтински урамӗ, 4-мӗш ҫурт. Унӑн йӗркелӳҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, проекта тӑвас шухӑш Раҫҫее Европӑран килнӗ. Кунашкал пӗрремӗш ҫурта Германире тунӑ. Унтан кун пеки Ялтӑра, Екатеринбургра, Новосибирскра, Омскра тата Мускавра тупӑннӑ.
Аттракциона чи пӗрремӗш Канавински районӗнчи 82-меш ача пахчин шӑпӑрланӗсем килнӗ. Пӗчӗкскерсем кутӑн май вырнаҫнӑ сӗтел-пуканран, телевизортан, холодильникрен питӗ тӗлӗннӗ.
Аттракциона йӗркелекенсенчен пӗри Рубен Алавердян каланӑ тӑрӑх, унта тӗнче тепӗр май ҫаврӑннӑн туйӑнать. Ҫуртра темиҫе пӳлӗм пур: прихожӑй, тӗпел, ача-пӑча пӳлӗмӗ, пысӑк зал, ҫывӑрмалли тата музыка пӳлӗмӗсем. Пӗтӗмпе — 160 тӑваткал метр.
Сӑнсем (6)
Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ ращинче йывӑҫ кӗлепесене пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ чухне тӳнтерни пирки ҫырнӑччӗ-ха. Ун чухне вӗсене вандалсем тӳнтернине ҫирӗплетсе калама ҫукчӗ. Ара, ҫил вӑйлӑччӗ те.
Хальхинче «Про Город» редакцине Наталья Смирнова ҫитнӗ. Вӑл ращари кӳлепесене каллех вандалсем тӳнтерни пирки каласа кӑтартнӑ. Экоаллейӑри скульптурӑсене виҫҫӗмӗш хут тӳнтереҫҫӗ-мӗн. РусГидро лартнӑ видеокамерӑсем тӗттӗме пула ӗҫлемеҫҫӗ-мӗн. Ӑна пӑрлӑ ҫумӑр сиенлетнӗ. Вандалсем ҫавӑнпа усӑ курнӑ та ӗнтӗ.
Хальхинче вандалсем 10 кӗлепене тӳнтернӗ, ҫӗр ҫумне ҫирӗплетнӗ метала кӑкланӑ. Тӗкӗрҫ ращин директорӗ Флавьян Воронов ЧР ШӖМне тата прокуратурине ыйту ҫырнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн экологи хӑрушсӑрлӑхӗн пай пуҫлӑхӗ Андрей Ширшов та питӗ кӑмӑлсӑр. РФ ШӖМӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмӗн штаб пуҫлӑхӗ Александр Алексеев сӑтӑр тӑвакансене тупма шантарнӑ. Халӗ ращана талӑкӗпех сыхлаҫҫӗ-мӗн.
Патӑрьел районӗнче Туслӑх аллейине уҫнӑ. Уява энергосбыт команийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Константин Афанасьев тата Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов хутшӑннӑ. Вӗсем темиҫе йывӑҫ лартнӑ.
Энергетиксем аллея вырӑнне суйлани тата унӑн ятне пани ахальтен мар. Инҫех мар тутарсен пысӑк ялӗ — Шӑнкӑртам — вырнаҫнӑ. Ку кӑна мар, кунтах ҫул хӗресленнӗ вырӑн. Унти ҫул Улатӑр, Комсомольски, Йӗпреҫ районӗсене илсе ҫитерет. Ҫав районсенче чӑвашсем, вырӑссем, мӑкшӑсем темиҫе ӗмӗр туслӑ пурӑнаҫҫӗ ӗнтӗ.
Паркра виҫӗ метр ҫӳллӗш 30 туя йывӑҫӗ лартнӑ, ҫӑлкуҫа арман евӗр хӑтлӑлатнӑ. Вӑл аякранах курӑнать. Халӗ аллейӑна ҫамрӑк мӑшӑрсем килме кӑмӑллаҫҫӗ.
Константин Афанасьев каланӑ тӑрӑх, компани кунашкал акцисене ирттересси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Вӑл ку аллея туслӑха ҫирӗплетме пулӑшасса шанать.
Ҫӗнӗ Шупашкарта экоаллея уҫӑлни пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Масӑллӑ информации хатӗрӗсем кун пирки чылай ҫырчӗҫ, халӗ ҫав вырӑна вандалсенчен сыхламаллине те асӑрхаттарчӗҫ.
Шел те, ҫак кунсенче экоаллейӑри палӑксем ӳкнӗ. Те ӳкнӗ… Ҫирӗплетсе калама ҫук. Ҫак кунсенче пӑрлӑ ҫумӑр ҫурӗ, ҫил вӑйлӑ пулчӗ те МИХсем палӑксем ӳкнин сӑлтавне тӗрлӗрен ӑнлантараҫҫӗ.
Пӗрисем ӑна вандалсем тӳнтернӗ теҫҫӗ. Теприсен шухӑшӗпе, вӗсем ҫиле пула ӳкнӗ. Кун пирки «Ҫыхӑнура» канашлура та тавлашаҫҫӗ. Унта икӗ тӗрлӗ ҫирӗплетеҫҫӗ.
Ку вандалсен ӗҫӗ-и е ҫанталӑк «хӑланӑвӗ»-и — калама ҫук, анчах палӑксене юпан 19-мӗшӗнчи каҫ тӗлне каялла вырнаҫтарса лартнӑ.
Юпан 15-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей Президенчӗн Чӑваш Енри Обществӑлла йышӑну пӳлӗмӗнче ҫынсене йышӑннӑ. Унта пилӗк ҫын тӗрлӗ ыйтупа пынӑ. Ҫавсен хушшинче Шупашкарта пурӑнакан Иннокентий Герасимов ятлӑ ҫын та пулнӑ. Вӑл Шупашкарта Социализма Ӗҫ патӑрӗсене халалланӑ аллея уҫтарасшӑн иккен.
Чӑваш Ен Элтеперӗ ку шухӑша ырласа йышӑннӑ. «Эсир усӑллӑ сӗнетӗр. Ҫамрӑксене пирӗн патриотизм тата ӗҫе юратас туйӑмпа ӳстермелле, ҫынсен патшалӑх тата халӑх умӗнчи ӗҫри ҫитӗнӳвӗсене палӑртмалла», — тенӗ Михаил Васильевич. Унтан вӑл Раҫҫей Президенчӗн пӗлтӗрхи пушӑн 29-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Раҫҫей Федерацийӗн Ӗҫ Геройӗ ят пама йышӑнни пирки аса илтернӗ.
Герасимов сӗнӗвне пурнӑҫа кӗртсе Элтепер Шупашкар хула пуҫлӑхне Леонид Черкесова Ӗҫ Паттӑрӗсен аллейи валли вырӑн тупма сӗннӗ.
Ҫитес ҫул Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитет. Ҫӗршыв сумлӑ ҫак уява паллӑ тума хатӗрленет.
Улатӑр хулинче те тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Унта тыл ӗҫченӗсене тата вӑрҫӑ ачисене халалласа палӑк лартасшӑн. Улатӑр нимӗҫсене ҫӗнтерессишӗн нумай тӑрӑшнӑ. Унти госпитальте пин-пин салтак, офицер сипленсе каллех фашиста хирӗҫ тӑнӑ. Хулари предприятисем фронта ҫар хатӗрӗсемпе тивӗҫтернӗ. Улатӑрта эвакуациленӗ производствӑсем вырнаҫнӑ.
Ҫитес вӑхӑтра палӑка ӑҫта лартасси пирки тата унӑн проекчӗ ҫинчен шухӑшлӗҫ. Тен, ӑна «ВЛКСМ: 30 ҫул» паркра Совет Союзӗн Паттӑрӗсен М.П.Боронинӑн е В.Ф.Ветвинскин скверӗнче вырнаҫтарӗҫ.
Мэри халӑх сӗнӗвне те шута илӗ. Ҫак ыйтупа 8(83531) 2-03-39 телефонпа шӑнкӑравласа пӗлме пулать. Палӑка халӑх укҫипе лартасшӑн. Ҫапла майпа Ҫӗнтерӗве ҫывхартнисене сума сӑваҫҫӗ-мӗн.
Кӗҫнерникун Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ (Ельниковски) текен катара экологи сукмакӗ уҫӑлнӑ. Анчах ӑна хальлӗхе официаллӑ лару-тӑрура уҫман иккен-ха.
Хӑйне евӗр пулӑма, тунтикун, юпан 6-мӗшӗнче, палӑртӗҫ. Экологи ҫулне ҫума Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийнче тӑрӑшакан тӳре-шара тата Шупашкарти ГЭСра тар тӑкакансем ҫитмелле-мӗн.
Йывӑҫран тунӑ кӳлепесем катана уҫӑлма пырса ҫӳрекенсене хӑйсен илемӗпе савӑнтарӗҫ. Хайхисем пӗтӗмпе вуннӑ ытла. Вӗсене бензинпа ӗҫлекен пӑчкӑпа касса кӑларса хатӗрленӗ. Хӑйсен ҫакӑн пек пултарулӑхне кӑтартма тӗчен тӗрлӗ кӗтесӗнчи (ҫапла каласан та юрать, мӗншӗн тесен хамӑр ҫӗршыврисем кӑна мар, ютран килнисем те пур) ӑстасем пухӑннӑ. Ҫавсем хушшинче — Украинӑри, Белоруҫ Республикинчи, Германинчи, Казахстанри маттурсем. Вӗсем ӑсталанӑ та ҫакӑн пек илеме.
Сӑнсем (4)
Шупашкарта туй кӗрлеттерекенсем «Ҫӗнтерӳ» парка кайса сӑн ӳкерӗнесси, шампань эрехӗ ӗҫесси йӑлана кӗнине пурте пӗлеҫҫӗ. Анчах малашне парка мӑшӑрланакансене тата вӗсен хӑнисене кӗртме пӑрахӗҫ.
Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов кирлӗ паллӑсене вырнаҫтарма йышӑннӑ. Парк ҫывӑхӗнче пурӑнакансене туй машинисем пиклеттерни йӑлӑхтарнӑ. Ҫынсем хыҫҫӑн паркра ҫӳп-ҫап нумай юлать-мӗн. Туй хӑнисем тӑтӑшах ҫапӑҫса та илеҫҫӗ-мӗн. Ку вара ҫывӑхри ҫуртри ҫынсен лӑпкӑ кун кунлама май памасть.
Леонид Черкесов ҫынсем янӑ ыйтӑва уҫӑмлатма шантарса парка кӗме юраманнине асӑрхаттаракан паллӑсем вырнаҫтарма йышӑннӑ. Канмалли кунсенче паркра йӗрке хуралҫисем сыхлӗҫ.
Авӑнӑн 2-мӗшӗнче «ПроГород» хаҫат редакцине Шупашкарта пурӑнакан Елена Грунчева шӑнкӑравланӑ. Вӑл хулари Энгельс урамӗнче кӑнтӑрла тилӗ чупса ҫӳренине асӑраханӑ иккен.
Елена каланӑ тӑрӑх, 13 сехет те 50 минутра Энгельс урамӗнчи гипермаркет парковки патӗнче ҫӳренӗ. Хайхискер унран 1 метр аяккарах ҫеҫ чупса иртнӗ. Унтан ҫухалнӑ.
Корреспондентсем Николаев паркӗнчи администраципе ҫыхӑннӑ. Тен, вӗсен тилӗ тарнӑ? Ҫук иккен. Вӗсем хӑйсен тилли вольертах пулнине пӗлтернӗ.
Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, тискер тилӗ ҫыншӑн хӑрушӑ пулма пултарнине палӑртаҫҫӗ. Мӗншӗн тесен вӗсем чылай чир-чӗр ертме пултараҫҫӗ.
Сӑмах май тилӗсене тӗп хуламарта пӗрремӗш хут мар асӑрхаҫҫӗ. Унччен пӗр хут пӗрине туҫа ҫитереймен «Сувар» хӑна ҫуртӗнче курнӑччӗ. Сунарҫӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак тискер чӗрчун йӑвисем кӳлмек ҫыранӗсенче пур имӗш. Энгельс урамне паянхи тилӗ те ҫырмапа хӑпарса ҫавӑнтанах лекнӗ пулинех.
А. Г. Николаев ячӗллӗ паркра вырнаҫнӑ «Ковчег» зоокӗтес вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа ачасем валли парне хатӗрленӗ. Авӑнӑн 1-мӗшӗнче вӑл чӗрчунсен кӗтесне пырса курас шухӑшлӑ пӗрремӗш класс ачисене пурне те тӳлевсӗр кӗртет. Анчах аслисен кӗсьене кӗмех тивӗ. Вӗсене укҫалла кӗртеҫҫӗ.
Билет хакӗ — 50 тенкӗ. Зоокӗтес ирхи 10 сехетрен пуҫласа 19 сехетчен ӗҫлет. Канмалли кунсем унӑн — тунтикунпа ытларикун. Авӑнӑн 1-мӗшӗ тунтикуна лексен те ӗҫлеттерме йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |