Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Пупсем хистенипе Ҫӗрпӳри этнокультура паркне куҫарӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 06.01.2014 20:05 | 2503 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем Хальхи парк / Владимир Андреев тунӑ сӑн
Хальхи парк / Владимир Андреев тунӑ сӑн

ХУШНИ: этнокультура паркӗн паянхи сӑнӗсене хушрӑмӑр. Сӑнсен авторӗ Владимир Андреев.

Ҫӗрпӳ хулинче Культура ҫулталӑкӗ культурӑсӑрлӑхран пуҫланчӗ теме пулать — этнопарк тума планланӑ вырӑна улӑштарма шухӑш тытнӑ. Ҫапла тума пупсем хистенӗ имӗш. Вячеслав Эткер кӳлепеҫӗ каласа панӑ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра унччен вырнаҫтарнӑ тӗп юпана кӑларса илнӗ, район администрацийӗн складне кайса хунӑ.

Асаилтеретпӗр, Ҫӗрпӳ хулинчи этнокультура паркне хирӗҫ вырӑнти пуп Вячеслав атте тӑнӑ. Администрацинче пӗлтернӗ тӑрӑх хӑйӗн чиркӗвне ҫӳрекен ҫынсене вӑл вӗсем патне чылай янӑ. Ҫапла май вара тӳре-шара этнокультура паркне тепӗр вырӑнта йӗркелеме шут тытнӑ. Вӑл ӑҫтарах пуласси хальлӗхе паллӑ мар-ха.

Православи тӗнӗн пупӗсемшӗн Раҫҫей Конституцийӗнче ҫырса хунӑ пур тӗн те пӗртан пулни саккун мар пулас. Хӑйсенле кӑна тӑвас тесе культурӑллӑ япаласем ҫине те ним мар алӑ ҫӗклеме пултараҫҫӗ. Вӗсене пулах ӗнтӗ чӑвашлӑхӑн хулан тӗп вырӑнӗсенче мар, таҫти шӑтӑк-ҫурӑкра кӑна аталанма тивет. Чӑвашӑн чунне ҫак япала самай хурлантарни вӗсене пӑшӑрхантармасть те ӗнтӗ. Чӑваш наци конгресӗ те ҫак пулӑм пирки халӑх йӑли-йӗркине хӳтелесе сӑмах хушманни пирӗн шутпа унӑн шайӗ унчченхи пекех юлни ҫинчен, вӑл ҫӳле ҫӗкленейменни ҫинчен кӑтартса парать.

Туса ҫитерме паман этнокультура паркӗн хальхи сӑнне ыран вырнаҫтарӑпӑр.

#хирӗҫтӑру, #чиркӳ, #Ҫӗрпӳ, #парксем

 

Комментари:

Agabazar // 2284.28.9073
2014.01.07 16:21
Agabazar
Вçо!
Çакăнтан пуçласа чăваш тĕнчи уçăмлăн, татăклăн аркану çулĕ çине тăчĕ теме пулать!
Паллă ĕнтĕ, ку "борсемпе" "исмуксемшĕн" çав тери пысăк савăнăç пулма пултарать...

Эх-ха-хай!...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем