Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: парксем

Велоспорт комплексӗ ҫакӑнта вырнаҫӗ
Велоспорт комплексӗ ҫакӑнта вырнаҫӗ

Шупашкарти 500 ҫуллӑх паркӗнче велоспорт центрне тума тытӑннӑ. Эрнекун, юпан 26-мӗшӗнче, пулас спорт комплексӗнче Чӑваш Республикин вӑй-хал культурин, спортӑн тата туризм министрӗ Сергей Мельников пулса курчӗ.

Спорт министрӗ каласа панӑ тӑрӑх кунта пысӑк комплекс пулмалла: шывра ишме икӗ бассейн, 60 вырӑнлӑ хӑна ҫурчӗ, конференц-зал, чи ҫӗнӗ меслетсемпе ӗҫлекен сывлӑха ҫирӗплетекен медицина центрӗ, уҫӑ велодром, 7 ҫухрӑмлӑ унлӑлла ҫул тата ытти ӗскерсем. Уйрӑмах маутинбайк спортри ӑсталӑха ҫивӗчлетме кунта питӗ меллӗ пулӗ. «Раҫҫейӗн пӗрлӗхлӗ хӗрсен маунтинбайк командинче 70% — пирӗн ентешсем», — пӗлтерчӗ Сергей Мелников.

Министр хӑйӗн сӑмахӗнче ҫак комплекс ахаль ҫынсем валли те усӑллӑ пуласса шанчӗ — кунта велосипедпа канма условисем лайӑх пулӗҫ.

Велоспорт центрне «Спецстройкоммуникация» ТМЯО хӑпартать, ӑна 2014 ҫулта хута ямалла. Ҫак проекта пурнӑҫлама пурӗ 442 миллион тенкӗ кирлӗ пулӗ. Паянхи куна федераллӑ хыснаран 5 миллион куҫарнӑ та ӗнтӗ, ҫавӑн чухлех республика та уйӑрнӑ.

Сӑнсем (4)

 

Парк картине сӑрлаҫҫӗ
Парк картине сӑрлаҫҫӗ

Кивӗ Эйпеҫ ялӗ Улатӑр районӗнче илемлӗ вырӑнта вырнаҫнӑ. Ытти ялсенчен инҫетререх ларать пулин те кунти пурнӑҫ вӗресех тӑрать. Ял пӗчӗк мар пулнӑран ӗнтӗ кунти халӑх яланах хастаррӑн хӑйне кӑтартать.

Сӑмахран, Кивӗ Эйпеҫре нумай пулмасть иккӗмӗш парк уҫрӗҫ — малтанхи пекех вӑл ҫырмара вырнаҫнӑ. Ҫул хӗрринчен илемсӗр курӑнакан ҫырмана халӑх карта тытса ҫавӑрчӗ, картине штакетникран хатӗрлесе тӗрлӗ сӑрӑсемпе сӑрласа тухрӗ. Парк текенни епле-ха чечексӗр пултӑр? Чечекне те лартрӗҫ, клумба хӗррисене чулпа тата вӗрлӗкпе капӑрлатрӗҫ.

Ӗҫ-пуҫ кунпа ҫеҫ вӗҫленмӗ — малашне кунта саксем вырнаҫтарӗҫ, каҫ сӗмӗнче ларма — хунарсем лартӗҫ. Шӗшкӗрен авса тунӑ карта та планра пур.

Маттур! Кашни хӑйӗн ялне ҫапла илемлетсен кашни чӑваш ялӗ туристесене илӗртме пултарӗ!

 

Пӗлтӗрхи Акатуйра
Пӗлтӗрхи Акатуйра

Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнче, Шупашкарта Акатуй иртӗ. Вӑл яланхи пек Шупашкарти 500 ҫуллӑх ячӗллӗ культурӑпа куну паркӗнче пулӗ. Чӑваш Ен культура министерствипе Шупашкар хула администрациӗ тата Шупашкарӑн Мускав районӗн администрацийӗ пулӑшнипе ӑна Чӑваш наци конгресӗ ирттерет.

Акатуй программи анлӑ — сире кунта театрланӑ курав, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркисем, чӑваш юрри-ташши кӗтӗ. Курма пынисем умӗнче ятарласа Аттил патша тухса сӑмах калӗ, унсӑр пуҫне ватӑ мӑчавар та пулӗ.

Уйрӑмах республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен килнӗ хӑнасем хатӗрленӗ кӗтессем кӑсӑклӑ пулӗҫ — пур район, пур хула хӑйсен картине илемлетсе йӗркеленӗ.

Акатуй 11 сехетре уҫӑлӗ! Курма килас шухӑшлисене пурне те хапӑл туса йышӑнӗҫ!

 

Кӑҫал А.Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркне уҫнӑранпа 50 ҫул ҫитет. Ӑна 1962 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче чыслӑ уяв ирттерсе никӗсленӗ. Ҫав ҫулах ҫурлан 13-мӗшӗнче, А.Г. Николаев пӗрремӗш хут космос уҫлӑхне вӗҫсе хӑпарнӑ вӑхӑтра (ҫурлан 11-15-мӗшӗсем), ӑна ун ятне хисеплесе панӑ.

50 ҫул тултарнине паллӑртса паркра нумай пулмасть кӗл чечек тӗммисене лартрӗҫ — шӑп та лӑп 50 тӗм. Хальлӗхе вӗсем ытла та черчен, ҫавах те тепӗр ҫул хитре те капӑр чечексем ҫурасса парк ӗҫченӗсем патӗ шанаҫҫӗ. Кӗл чечек тӗммисене фото лапамра лартрӗҫ — сӑн ӳкернӗ вӑхӑтра питӗ вырӑнлӑ пулӗҫ ӗнтӗ.

А.Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче чӑн та кил-йышпа канмалӑх пӗтӗмпех пур: кунта ялан типтерлӗ, спорт лапамӗсемпе ача-пӑча вылямалли вырӑнсем пайтах, сӑн ҫапмалли ятарлӑ лаптӑк та пур. Халӑха культурӑпа паллаштаракан уявсем те чылай иртеҫҫӗ — уяв программисем, пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗсем тата ытти те. Хулан тӗп пайӗнче вырнаҫнӑран ача-пӑчапа уҫӑлса ҫӳреме чылай ашшӗ-амӑшӗ ҫак парка суйлать. Чӑн та халӑх кунта ялан йышлӑ канать.

 

Ҫӗнӗ кӳлепесенчен пӗри. Автор: Сантӑр Пикл
Ҫӗнӗ кӳлепесенчен пӗри. Автор: Сантӑр Пикл

Ӗнер, ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче, йӑлӑм енчи «Сувар» этнокультура паркӗнче 12-мӗш хут иртекен ниме-симпозиума пӗтӗмлетнӗ май 6 ҫӗнӗ сӑнарлӑ кӳлепе вырнаҫтарчӗҫ — пӗтӗмӗшле шутласан паркри шӗпсутсен шучӗ 130-тан та иртрӗ теме пулать.

Хальхинче скульпторсен йышӗ юрату йывӑҫӗ таврашне илемлетрӗ. Сантӑр Пикл, Станислав Еткер, Микуҫ Балтай тӗрлӗ енлӗ юрату сӑнарне йывӑҫран касса кӑларса кӳлепесем хатӗрлерӗҫ. Шӗпсутҫӑсен шутӗнче икӗ студент (диплом ӗҫӗ пек хатӗрленӗ) пурри те симпозиум-ниме ӗҫне самай ӳстерет. Юрату йывӑҫне тупма пулӑшакан кӑтартмӑша ҫул хӗррине, иртсе каякансем курмалла лартрӗҫ.

Паян вара ниме-симпозиума вӗҫлесе унта чӳк иртерӗҫ — ҫӳлти хӑватсене пуҫ тайӗҫ, ӗҫе вӗҫленӗ май така пусса шӳрпе ҫиӗҫ.

 

Сӑнсем: 1 пай (тулли пай, 179 сӑн), 2 пай (тӗп сӑнсем, 40 сӑн)

 

Ыран, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, кӑнтӑрла хыҫҫӑн 14 сехетре «Сувар» этнокультура паркӗнче кӑҫалхи ниме-симпозиума вӗҫлесе 6 сӑнарлӑ кӳлепе лартӗҫ. 12 ҫул ирттернӗ май Атӑлӑн йӑлӑм енчи «Чувашия» санатори ҫумӗнче пурӗ 130 яхӑн шӗпсут (сӑнарлӑ кӳлепе) вырнаҫтарнӑ. Кӑҫал «Юрату» («Анне юратӑвӗ» патӗнче) кӳлепи таврашне илемлетме шутлаҫҫӗ — чӑваш халӑх мифологийӗпе ҫыхӑннӑ ултӑ юпа хутшӑнӗ.

 

Эрнекун, юпан 24-мӗшӗнче, Сосновка посёлокри ача-пӑча паркӗнче «Ҫуралнисен аллейине» никӗслерӗҫ. Пурӗ Муркаш районӗнчен илсе килнӗ 30 кӑвак чӑрӑш лартрӗҫ. Йывӑҫсене лартас ӗҫӗ ватти-вӗтти те хутшӑнчӗ. Йӑлӑм енчи управлени ҫумӗ Эльвина Федосеева каланӑ тӑрӑх ку пархатарлӑ ӗҫ пуҫламӑшӗ кӑна. Тепӗр ҫул парк чечексемпе илемленӗ, саксемпе хунарсем вырнаҫтарӗҫ. Эльвира Федосеева парк ачасен чи юратнӑ канмалли вырӑн пуласса шанчӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Шупашкар хулин сайчӗ

 

Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче «Шупашкар: 500 ҫул» паркра Чӑваш Республикинче пурӑнакан пур халӑх ҫыннисен пӗрлӗхне палӑртакан «Халӑхсемпе культурӑсене пӗрлештерекен» ансамбль скульптури уҫӑлчӗ. Ӑна уҫма Н.В. Фёдоров та килчӗ.

Палӑка чаплӑн уҫма пухӑннӑ мероприятине ЧПУ ректорӗ Л.П. Кураков пуҫларӗ — сӑмах тухса каларӗ. Вӑл Чӑваш Ен президентне халӑхсемпе культурӑсем хушшинче туслӑха ҫирӗплетме пысӑк ӗҫ тунишӗн тав сӑмахӗ каларӗ. Н.В. Фёдоров сӑмах каланӑ вӑхӑтра ку евӗр палӑк Раҫҫейре пӗрремӗш пулнине пӗлтерчӗ. Президент ҫакна та палӑртрӗ — пирӗн республикӑра 97 тӗрлӗ халӑх пурӑнать, 22 тӗрлӗ ентешлӗх ӗҫлет, 12 тӗслӗ тӗн пур.

 

Скульптурӑна ӑсталаканӗ — Владислав Зотиков. Вӑл Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ хуложникӗ, унӑн ӗҫӗсем чылай куравсенче пулса курнӑ. Скульптурӑра 7 хӗре кӑтартнӑ. Вӗсем ҫичӗ лепестоклӑ лотоса тытса тӑраҫҫӗ. Палӑк ҫӳллӗшӗ 7 метр, хӑй скульптура 5 метр. Пӗтӗмӗшле 3 тонна таяҫҫӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, [19]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем