«Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хули» стела ӑҫта вырнаҫӗ? «Уҫӑ хула» порталта иртнӗ сасӑлава пӗтӗмлетнӗ.
Сасӑлава хутшӑннисен 40 проценчӗ палӑкӑн Ленин проспектӗнче Тӗп почта умӗнче лармалла тесе шухӑшлать. Куншӑн 1792 ҫын сасӑланӑ.
1127 ҫын Ҫӗнтерӳ паркне суйланӑ. Респондентсен 20,4 проценчӗ палӑка Чукунҫул вокзалӗ умне лартма сӗннӗ, 11 проценчӗ – Президент бульварӗпе 30-мӗш автоҫул хӗресленнӗ вырӑна.
Палӑртмалла: 2 эрнене тӑсӑлнӑ сасӑлава 4407 ҫын хутшӑннӑ. «Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хули» ята Шупашкара кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче панӑ.
Чӑваш Енри агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсем патшалӑх деятельне Семен Ислюкова халалласа палӑк лартма сӗннӗ. Ку сӗнӳпе вӗсем Шупашкар хула администрацине тухнӑ.
Палӑртмалла: Семен Ислюков республикӑна 1955-1985 ҫулсенче – 30 ҫул – ертсе пынӑ, Чӑваш АССРӗн Аслӑ канашӗн президиумӗн председателӗ, РСФСР Аслӑ канашӗн президиумӗн председателӗн ҫумӗ пулнӑ. Ӑна Ленин, Октябрь Революцийӗн тата ытти орденпа чысланӑ. Вӑл – Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни.
Халӗ «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав пырать. Ӑна халалланӑ палӑк кирлӗ-и е ҫук-и – эсир те шухӑша пӗлтерӗр.
Пушкӑртстанри Стерлитамакра пурӑнакан Вячеслав Ерохин таврапӗлӳҫӗ Гурий Комиссаров-Вантер ют ҫӗрте выртнишӗн тахҫанах пӑшӑрханни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Вячеслав Ерохина Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер пулӑшма шантарнӑччӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Патӑрьелти ҫӑва ҫине Гурий Комиссарова асра тытса палӑк вырнаҫтарнӑ. Ӑна вырнаҫтарма Гурий Комиссаровӑн тӑванӗсем тата Шупашкарпа Пушкӑртстанри чӑвашсем укҫа уйӑрса пулӑшнӑ.
Палӑка уҫма Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер, Ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин, Николай Ишентей поэт, Сергий пачӑшкӑ, Николай Лукианов юрист, Муркаш районӗнчи этнопарк ертӳҫи Юрий Туринке, «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗн директорӗн ҫумӗ Олег Цыпленков, педагогсем, журналистсем тата ыттисем хутшӑннӑ.
Гурий Комиссаров-Вантер — чӑваш фольклористикине, чӑваш этнологине, историне тата краеведенине тӗпченӗ. Писатель, публицист, тӑлмач, литературовед, чӗлхеҫӗ, педагог, философ, историк. Гурий Комиссаров-Вантер 1883 ҫулхи юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче хальхи Ҫӗрпӳ районӗнчи Патӑрьел ялӗнче ҫуралнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев вилнӗренпе паян ҫулталӑк ҫитрӗ. 59 ҫулта вӑл куҫне ӗмӗрлӗхе хупрӗ.
Яштака та ҫӳллӗ, хура, хитре ҫынччӗ вӑл. Спортпа туслӑскерччӗ тата. Анчах вилӗм никама та тиркесе-суйласа тӑмасть ҫав. Вӑйпитти те пурӑнмалли ҫыннӑн пурнӑҫӗ пӗлтӗр татӑлчӗ. Михаил Игнатьев чылай вӑхӑт чиртен сипленчӗ. Амак пӗр ҫулӑхсан уйрӑласшӑн мар-тӑр ав...
«Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Михаил Игнатьевӑн вил тӑпри ҫинче (ӑна Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи ҫӑва ҫинче пытарнӑ) хурлӑхлӑ митинг иртмелле тата палӑк уҫмалла.
Чулхула облаҫӗнчи Кулебаки хулинче ҫитес уйӑхра II Микула патшан юланутлӑ пӗрремӗш кӳлепине вырнаҫтарӗҫ. Ӑна утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хӗн-асап курнӑ сӑваплӑ Михаил (Гусев) храмӗ умӗнче лартӗҫ. Хальхи вӑхӑтра скульптурӑна хатӗрлесе пӗтерес ӗҫ пырать.
Кӳлепене хатӗрлеме халӑхран 5 миллион тенкӗ пуҫтарнӑ. Скульптура авторӗ — Ирина Макарова. Унччен вӑл Серафим-Дивеево мӑнастирӗ валли патша ҫемйин палӑкне ӑсталанӑ пулнӑ.
Храм настоятелӗ Николай Болдырев ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, патшана вӗлернӗшӗн вырӑс халӑхӗ ҫине ылхан ӳкнӗ. Ун шухӑшӗпе вырӑс халӑхӗн 1613 ҫулхи Земски соборта Романовсен династине панӑ тупана сутнӑшӑн ӳкӗнес пулать. «Ваттисем каланӑ тӑрӑх, II Микулай мӗнле ҫын иккенне ӑнланса илеймесӗр Раҫҫей ура ҫине тӑмӗ. Эпир ҫылӑхлӑ, эпир тупа тунине сутнӑ», — ӑнлантарнӑ Николай атте.
Аса илтеретпӗр, II Микулай патшана Уралканаш йышӑнӑвӗпе 1918 ҫулта утӑ уйӑхӗнче, 16-мӗшпе 17-мӗш кун хушшинчи ҫӗр хушшинче персе пӑрахнӑ.
Ку вӑл юлашки вӑхӑтра патшасене чысласа лартнӑ пӗрремӗш палӑк мар. Нумай пулмасть, ҫӗртмен 5-мӗшӗнче, Питӗрте III Александра халалланӑ скульптурӑна уҫнӑччӗ. Палӑка уҫнӑ ҫӗре Владимир Путин Президент та хутшӑннӑччӗ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, чӑвашсен Украинӑри ентешлӗхӗн хастарӗсем ҫулӑм чӗреллӗ чӑваш классикӗпе, Ҫеҫпӗл Мишшипе, ҫыхӑннӑ паллӑ вырӑнсенче пулнӑ. Ку хыпара асӑннӑ тӑрӑхри хастар ҫын, Надежда Лисовая, ӗнер Фейсбукра пӗлтернӗ.
Надежда Лисова (вӑл чӑвашсен Украинӑри ентешлӗхӗн ертӳҫи пулнӑччӗ) хыпарланӑ тӑрӑх, ентешлӗх ертӳҫипе Михаил Люллинпа Остёр хулинче пулнӑ. Унта вӗсем хула администрацийӗн ҫӗнӗ ертӳҫипе Леонид Мысловецпа курнӑҫнӑ.
Унтан Ҫеҫпӗл Мишшипе ҫыхӑннӑ паллӑ вырӑнсене ҫитнӗ. Евдокия Пенская вил тӑпри ҫине ҫитсе те пуҫ тайнӑ. Аса илтерер: хӗрӳ поэт Украинӑра пурӑннӑ чух Евдокия Пенскаян ашшӗ-амӑшӗн килӗнче тӗпленнӗ. Евдокия чӑваш поэчӗн ал ҫырӑвӗсене упраса хӑварассипе тӑрӑшнӑ. Евдокии Федоровна тата Давид Степанович Пенскийсен вил тӑпри ҫинчи палӑка хӑй вӑхӑтӗнче Украинӑри хастар чӑвашсем тӑрӑшнипе лартнӑ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, чӑваш литературин классикне Ҫеҫпӗл Мишшине асра тытса унӑн Шупашкарти палӑкӗ умне чечек хурӗҫ. Мероприяти Чӑваш Ен Наци вулавӑшне хирӗҫ Ҫеҫпӗл Мишши скверӗнче 11 сехетре пуҫланӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин) — чӑваш сӑвӑҫи. Вал 1899 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Касаккасси Шӗкӗр (халӗ Ҫеҫпӗл) ялӗнче ҫуралнӑ. Малтанхи сӑввисем 1919 ҫулта «Знамя революции», «Тетюшские известия», «Канаш» хаҫатсенче пичетленнӗ. Пӗрремӗш кӗнеки 1927 ҫулта «Хурҫӑ шанчӑк» ятпа ҫапӑнса тухнӑ. 1928 ҫулта Шупашкарта «Сӑвӑсем» кӗнеке пичетленсе тухать. 1959 ҫулта — «Ҫырнисен пуххи». Хӗрӳллӗ чӑваш поэзи ӗҫченӗ 1922 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗнче Украинӑри Старогородка салинче вилнӗ.
Чӑваш Енри пултаруллӑ режиссёра, поэтне, музыка критикне, тӑлмача, сцена ӑстине Иосиф Дмитриев-Трера чӑваш тӗнчи 2018 ҫулта ҫухатрӗ. Вӑл йывӑр чире пула 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ.
Иосиф Дмитриевӑн тӑван тӑрӑхӗнчи — Ҫӗрпӳ районӗнчи Йӳҫкассинчи — вил тӑпри ҫине халӗ палӑк лартнӑ. Палӑка тутарнӑшӑн Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗ укҫа тӳленӗ.
Иосиф Александровичӑн тӑлӑха юлнӑ арӑмӗ, Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн музыка теорийӗпе историйӗн кафедрин профессорӗ Юлия Александровна союз председательне Сергей Павлова чунтан тав тунӑ.
Вилӗмсӗр чӑваш классикӗ Константин Иванов ҫуралнӑранпа ӗнер, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 131 ҫул ҫитнӗ. Тӑван тӑрӑхӑмӑрти чӑваш хастарӗсем мухтавлӑ поэта асра тытаҫҫӗ.
Ӗнер поэтӑн Шупашкарти палӑкӗ умне пухӑннӑ. Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова Фйсбукра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, палӑк умне пухӑннисен йышӗнче тӳре-шара, ҫыравҫӑсем, культура ӗҫченӗсем пулнӑ.
Константин Васильевич Иванов — чӑваш сӑвӑҫӗ, чӑваш литературин классикӗ. Пушкӑрт Республикинчи Пелепей районне кӗрекен Слакпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 1915 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тӑван ялӗнче куҫ хупнӑ. 2015 ҫулта Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗ иртнӗччӗ.
Шупашкарта 22-мӗш шкул умӗнче уҫӑ тӳпе айӗнчи музей уҫнӑ. Аса илтерер: унччен Раҫҫей Паттӑрӗ Николай Гаврилов шкула Ми-8 вертолет панӑ.
Шӑпах ҫавӑн пек вертолетпа Николай Гаврилов вӗҫнӗ. Музея уҫнӑ чухне вӑл хӑй те пулнӑ. «Пирӗн ывӑлсем пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва, пӗлӗте халаллама йышӑнӗҫ тӗк вӗсем ҫак вӗҫев аппарачӗпе вӗренӳ пособийӗ пек усӑ курма пултарӗҫ», - тенӗ Николай Гаврилов.
ЧР Элтеперӗ тата хисеплӗ хӑнасем вертолет патне чечексем хунӑ, пӗр минут тарса вилнисене асӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |