
Ыран, чӳкӗн 16-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑ кунӗ. Ҫак кун кашни ҫулах тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ. Кӑҫал та пурне те Ҫеҫпӗл Мишши палӑкӗ умне чечексем хума йыхравлаҫҫӗ. Пуҫламӑшӗ — 9 сехетре.
Хальхи вӑхӑтра чӑваш чӗлхине вӗрентесси енӗпе, чӑваш чӗлхин статусне пӗчӗклетесси енӗпе питӗ хытӑ пусӑрӑнтарнӑ вӑхӑтра чӗлхе пирки те сахал мар тухса калаҫакансем пулӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши палӑкӗ умне чечек хунӑ хыҫҫӑн сумлӑ делегаци КАнаш районне, паллӑ поэтӑмӑр ҫуралнӑ тӑрӑхне ҫул тытӗ.

Паян Шупашкар хулин Явӑш ҫӑви ҫинче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн 3-мӗш тата 5-мӗш созыври депутачӗ пулнӑ Игорь Кушева асӑнса палӑк уҫнӑ.
Аса илтерер, депутат пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче онкологи чирӗпе нумай вӑхӑт нушаланнӑ хыҫҫӑн вилнӗччӗ. Игорь Кушев 52 ҫулта ҫеҫ пулнӑччӗ.
Ӗҫтешӗсем, тусӗсем тата тӑванӗсем парламентарие асра тытаҫҫӗ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗнче унӑн пурнӑҫне ҫутатакан курав йӗркеленӗччӗ. Халӗ, ав, палӑк уҫнӑ. Паянхи митинга тӳре-шара ҫеҫ мар, Игорь Кушевӑн арӑмӗ Наталья Николевна, Бориспа Артем ывӑлӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем мӑшӑрне тата ашшӗне асра тытнӑшӑн тав тунӑ. Чӑваш парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов Игорь Кушев «ҫутӑ ҫын евӗр» асра юлнине палӑртса: «Пирӗн унран тӗслӗх илмелле», — тенӗ.

Мускавра Владимир Ленинӑн тупӑкне мавзолейран илсе тухмалли пирки калаҫусем пынӑ хушӑра инҫетри Венесуэлӑра 1917 ҫулта, 100 ҫул каялла, пулса иртнӗ пӑлхавӑра ертсе пынӑ ҫынна палӑк лартнӑ. Ӑна Каракасра (патшалӑхӑн тӗп хули) Боливар проспектӗнче вырнаҫтарнӑ.
Палӑка уҫнӑ ҫӗре Венесуэлӑн наци историйӗн центрӗн президенчӗ Педро Кальцадилла пынӑ. Ҫӗршыв ертӳҫи Николос Мадура вара церемоние видеотрансляци урлӑ пӑхнӑ.
«Малашне Ленин Фарабунто Мартипе [Сальвадор революционерӗ], Аугусто Сантинопа [Накарагуа политикӗ], Хо Ши Минпа [Вьетнам политикӗ], Эмилиано Сапатопа [Мексикӑри революцин ертӳҫи], Мануэла Саэнспа [Латинла Америкӑри революционерка], Хосе Артигаспа [Лаплати политикӗ] юнашар тӑрӗ», — тенӗ Кальцадилла хӑйӗн сӑмахӗнче.

Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче полицейскисем хӑйсен професси уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Уяв умӗн Ҫӗнӗ Шупашкарта шалти ӗҫсен пайӗн ӗҫченӗсене, служба тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне вилнисене, халалланӑ палӑк уҫнӑ.
Служба вӑхӑтӗнче пуҫ хунӑ полицейскисене асӑнса пурте пӗр минут шӑп тӑнӑ. Унтан пӑшалтан виҫӗ хутчен пенӗ сасӑ шӑплӑха татнӑ. Палӑка уҫнӑ ҫӗре вилнӗ полицейскисен тӑванӗсем те килнӗ. Ҫӗнӗ палӑк умне чечексем хунӑ. Тин уҫӑлнӑ палӑка Владимир кнеҫ Соборӗн настоятелӗ Виктор Карлинов протоиерей сӑвапланӑ.
Палӑртмалла: ку палӑка 2000 ҫултах Шупашкарта тӗп урамра лартнӑ. 2010 ҫулта ӑна темшӗн илнӗ. Халӗ ав вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти ШӖМ умӗнче вырӑн тупнӑ.

Шупашкарта Анне палӑкӗ хыҫӗнче ҫӗнӗ микрорайон пулӗ. Унӑн планне юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче тӗп хула администрацийӗнче иртнӗ ларура ҫирӗплетнӗ. Унсӑр пуҫне ҫак ларурах хулан Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче нумай хутлӑ пурӑнмалли ҫурт хӑпартма ирӗк панӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Тӗрӗссипе, Анне монуменчӗ хыҫӗнчи лаптӑкра микрорайон хӑтласси пирки ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнчех халӑх итлевӗ иртнӗ. Ун чухне ҫынсем ку тӑрӑхра ача пахчинче тата шкулта вырӑн шутне ӳстерме ыйтнӑ. Ҫапла вара хула строительстви енӗпе ӗҫлекен канашӑн ҫак эрнере иртнӗ ларӑвӗнче 20 тата 48 вырӑнлӑ икӗ ача пахчи тата 385 вӗренекен валлилӗх шкул тӑвасси пирки калаҫнӑ. Шумилов урамӗнчи пурӑнмалли ҫурт вара 9 хутлӑ, 2 подъездлӑ пулӗ.

Питӗрти Шупашкар такӑрлӑкӗнче вырнаҫнӑ «Придворно-конюшенный госпиталь» (чӑв. Дворпа лаша витиллӗ госпиталь) культура эткерлӗхӗн объекчӗсен реестрне кӗнӗ.
Госпитале Роман Кузьмин архитектор проекчӗпе Пӗчӗк Лаша витин урамӗпе Грибоедов каналӗн ҫыран ҫумӗпе 1846–1857 ҫулсенче хӑпартнӑ.
Ҫак госпитальте Император картишӗн министерствин учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем сипленме пултарнӑ. 1917 ҫул хыҫҫӑн ҫак ҫуртра пульница уҫӑлнӑ. Халӗ вара кунта медицина центрӗ вырнаҫнӑ.

Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ ВСМ-2 чукун ҫул Чӑваш Республикинчи икӗ Улӑп тӑприне тата пӗр Киремет картине тӗп тума пултарӗ. Мускавпа Хусана ҫыхӑнтарма палӑртнӑ ҫул валли хатӗрленӗ проектпа килӗшӳллӗн вӑл Шупашкар районӗнчи Пикшик тата Мамка ялӗсем патӗнче вырнаҫнӑ Улӑп тӑприсем тата Шӗнерпуҫ патӗнчи Киремет карти урлӑ иртмелле иккен. Кӑна Раҫҫей Ӑслӑлӑх академийӗн археологи институчӗн ӑсчахӗсем тупса палӑртнӑ. Чукун ҫула тӑвас умӗн ку палӑксемпе мӗн тумалли пирки халь пуҫ ватаҫҫӗ.
Шӗнерпуҫ патӗнчи Киремет карти вӑл вырӑнта пин ҫул ытла пулнӑ теҫҫӗ, унӑн лаптӑкӗ 10 пин тӑваткал метр. Археологсем кунта кӗлӗ вырӑнӗсене, чӳк тумалли чулсене тата ытти артефактсене тупса палӑртнӑ.

«Хальхи ҫамрӑксем тӑван культурӑна тата чӑвашла пӗлмеҫҫӗ, тӑван чӗлхепе калаҫмаҫҫӗ», — чунне ыраттарнӑҫи пулса калаҫаҫҫӗ хӑшӗсем. Фейсбукра Марина Карягина тележурналист, поэт, драматург кӑсӑклӑ пӗр пулӑма ҫырса кӑтартни шухӑша янӑран сире те унпа паллаштарас килчӗ:
«Шупашкарӑн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пулнӑ май культурӑпа искусство институчӗ умӗнчи Петӗр Хусанкай палӑкӗ патне ҫитсе Аслӑ поэта пуҫ таяс терӗм. Палӑк патӗнчи арҫын ачасенчен ыйтатӑп:
— Камӑн палӑкӗ ку?
Ачасем мана пулӑшма васкаса хыпаланса ӳкрӗҫ, ҫырса хунине шыраҫҫӗ.
— Петр Хузангай, — терӗ пӗри.
— Кам вӑл? — питӗ ӑнӑҫлӑн (ютран килнӗ ҫын вырӑннех йышӑнчӗҫ) пӗлмӗше перетӗп ҫаплах. — Куллен тенӗ пек ҫакӑнта ҫӳресе, вуламасӑр мӗнле пӗлеймерӗр-ха камӑн палӑкӗ иккенне?
— Эпӗ пӗлнӗ!
— Тӳрех асилеймерӗм кӑна...
— Эпӗ те пӗлнӗ! — пӗр-пӗрне пӳлсе хуравлаҫҫӗ ачасем.
— Астуса юлӑр та нихҫан та ан манӑр: Петӗр Хусанкай — пысӑк поэт, — терӗм те хуллен пӑрӑнса утрӑм.
Ачасем шӑпланса хытса юлчӗҫ».
Унтан Марина Карягина ҫапларах пӗтӗмлетнӗ: «Ҫак шӑплӑх мана питӗ килӗшрӗ: унта пӗр ытлашши хускану тусанах ҫак Ята манса каясран хӑрани, эпӗ каланӑ сӑмах пӗлтерӗшне ӑнланса юлас тени пурччӗ.

Шупашкарти Колхоз пасарӗ умне сутуҫӑ-хӗрарӑм палӑкне вырнаҫтарнӑ. Палӑк сӑнӳкерчӗкне Фейсбукра Александр Моисеев ятлӑ ҫын вырнаҫтарнӑ.
Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, сутуҫӑ тӗреклӗ, вӑл пукан ҫине ларнӑ та хӗвелҫаврӑнӑш вӑррине стаканпа сутса ларать. Тимӗртен шӑратса тунӑ палӑка халӑх сечӗнчисем ырласа йышӑнманни сисӗнет. Пӗрисем хӑрушӑ хаклавпах ҫырлахнӑ пулсан теприсем хӗрарӑм-палӑк кӑкӑрне те тиркесе пӗтернӗ: «Мӗншӗн вӑл лапчӑк?» — теҫҫӗ ун йышшисем. Виҫҫӗмӗшӗ тата вӑл палӑкпа ачасене хӑратма пулать тесе шухӑшлать. Зоя Яковлева режиссер чӑваш сӗмӗ ҫуккине асӑрханӑ.
Рита Кириллова журналист комментарисенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм-сутуҫӑ палӑкӗ Минскра пулнӑ, Шупашкарти унӑн копийӗ.

Паян Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре Сывлӑш десант ҫарӗсен кунӗ ячӗпе парк тата унтах стела уҫнӑ.
«Хыпар» хаҫатӑн ӗнерхи номерӗнче ӗҫе Кивӗ Эйпеҫ ял тӑрӑхӗн депутачӗн, пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн уйрӑмӗн заведующийӗн Родион Казанцевӑн пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ тесе ҫырнӑ.
Ырӑ пуҫарӑва пурнӑҫа кӗртес тӗллевпе десантниксем маларах субботник йӗркеленӗ. Кивӗ Эйпеҫ тӑрӑхӗнчен сывлӑш десант ҫарӗнче 33 ҫын пулнӑ. Вӗсенчен пӗрине, вӑл 1915 ҫулта ҫуралнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫар десанчӗн гварди дивизийӗнче хӗсметре тӑнӑ — Макар Алимасова — вилнӗ хыҫҫӑн Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин I степеньлӗ орденӗпе наградӑланӑ. Ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫе тӗрлӗ ҫулта пурнӑҫланӑ ытти десантник та пысӑк шайра пурнӑҫланӑ, вӗсем ҫемьере те хисеплӗ.
