Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Иккасси шкулне истори палӑкӗсен шутне кӗртесшӗн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 09.02.2018 19:41 | 2675 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Иккасси шкулӗ. Н. Плотников тунӑ сӑн
Иккасси шкулӗ. Н. Плотников тунӑ сӑн

Шупашкар районӗнчи Иккассинчи шкула вырӑнти пӗлтерӗшлӗ истори палӑкӗсен статусне парасшӑн. Кун пирки кӑшт маларах «Правда ПФО» интернет-хаҫат пӗлтернӗччӗ.

Вӑл шкулта Николай Шупуҫҫынни сӑвӑҫ, Федор Павлов композитор пӗлӳ илнӗ. Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларакан Иван Яковлев ҫине тӑнипе уҫнӑ ӑна.

Унта паян «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспонденчӗ Елена Атаманова пулнӑ. Асӑннӑ кӑларӑм Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫитнине халалласа «Иван Яковлев уҫнӑ шкулсем» ҫӗнӗ рубрика уҫасшӑн.

Хаҫатҫӑ «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «шкул ҫурчӗ паянхи кун та ҫирӗп. 1997–1999 ҫулсенче вӑл вӗренекенсене хӑйӗн ытамне ҫӗнӗрен йышӑннӑ. Ҫурта ӗлӗкхилле кӑмака хутса ӑшӑтнӑ».

#чӑвашлӑх, #астӑвӑм, #шкулсем, #вӗренӳ, #Иккасси, #Шупашкар районӗ, #палӑксем, #ҫурт-йӗр

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем