Шупашкар районӗнчи Иккассинче пурӑнакансене ялта чиркӳ тӑвас ыйту икӗ ушкӑна пайласа янӑ. Авал чиркӳллӗ ял пулнӑскерте храм тӑвассине пӗрисем ырласа та хӑпартланса йышӑннӑ пулсан теприсем ку шухӑшпа килӗшесшӗн мар. Килӗшеҫҫӗ те пуль-ха, тен, анчах вӗсем чиркӳ Тӑван ҫершывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑк вырӑнӗнче хӑпарса ларма пултарассине хирӗҫ-мӗн.
Вырӑнти тӳре-шара, ҫав шутра районтисем те, чиркӳ вырӑнӗпе ыйту татӑлманнине ӗнентереҫҫӗ иккен-ха. Ҫынсенчен хӑшӗсем ҫапах та палӑк патне кирпӗч турттарса килнине кура сисчӗвленсе кайнӑ. «Эпир чиркӗве хирӗҫ мар, анчах ӑна урӑх тӗлте хӑпартмалла», — шухӑшлаҫҫӗ вӗсем.
Ыйту мӗнлерех татӑлса пӗтессине вӑхӑт кӑтартса парӗ. Чиркӗве хӑпартма тӗп спонсор пулса ҫав ялти Сергей Анисимов пулӑшасшӑн. Ӗҫе нимелле пурнӑҫласшӑн.
Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне Шупашкарта ҫӗнӗ палӑк вырнаҫтармалла. Вӑл ӑҫта пулӗ тата ӑна кама халаллӗҫ? Халӑх суйлӗ.
Шупашкар «Раҫҫей мухтавӗн аллейи» проекта хутшӑнать. Проект йӗркелӳҫисем ҫӗршыва чапа кӑларнӑ ҫынсен палӑкӗсене тӳлевсӗрех вырнаҫтараҫҫӗ. Вӗсене пӑхӑртан хатӗрлеҫҫӗ. Сасӑлав акан 29-мӗшӗччен иртӗ. Хальлӗхе ытларахӑшӗ Иккӗмӗш Екатеринӑшӑн тата Владимир Высоцкишӗн сасӑланӑ.
Шупашкарта лартма пултаракан палӑксен списокӗ: Иккӗмӗш Кӗтерне (Шупашкарти ӳнер училищи умӗнче), Георгий Жуков («Ҫӗнтерӳ» паркӗнче), Зоя Космодемьянская («Ҫӗнтерӳ» паркӗнче), Петр Столыпин (К.Иванов урамӗнче), Александр Пушкин (Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫемье вулавӗн центрӗнче), Сергей Есенин (Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫемье вулавӗн центрӗнче), Василий Шукшин (Мускав проспектӗнче), Сергей Радонежский (Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ умӗнче).
Палӑкшӑн хула администрацийӗн сайтӗнче сасӑлама пулать. Унччен ятарлӑ формӑна ҫырмалла.
Аса илтеретпӗр, пӗлтӗрхи ҫулталӑк вӗҫнелле тӳре-шара «Ирӗклӗх» пӗрлӗхе хурав панӑччӗ — Улӑп палӑкне лартма ытлашшиех кӑмӑл ҫуккине палӑртнӑччӗ.
Шупашкарта Петрпа Феврони Муромскисене халалланӑ палӑк лартасшӑн. Ку енӗпе хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов ӗҫ ушкӑнӗпе лару ирттернӗ.
Палӑка хатӗрлесе ҫитернӗ. Вӑл «Иско-Ч» АУО подрячӑкӑн складӗнче выртать. Скульптура композицийӗ валли «Сфера» архитектура фирми постамент хатӗрленӗ.
Леонид Черкесов шухӑшӗпе, ку палӑк ҫынсене килӗшӗ. Вӑл Шупашкара илемлетӗ. Подрядчик тӗп директорӗ Александр Героев пӗлтернӗ тӑрӑх, инженери сечӗсем тата коммуникацийӗсем тӗлӗшпе килӗшӳ тунӑ. Ҫанталӑк лайӑхлансанах палӑк вырнаҫтарма тытӑнӗҫ.
Палӑк хулан истори пайӗнче вырнаҫӗ. Вӑл арҫынсен мӑнастирӗ умӗнче пулӗ. Скульптура композицине Леонид Черкесов, Шупашкар хула пухӑвӗн депутат корпусӗн тата общество пуҫарӑвӗпе лартаҫҫӗ.
Ҫӗрпӳре ӗҫ ҫыннине халалласа палӑк уҫӑ. Ӑна культура ӗҫченӗсем хайсен професси уявне ҫав хулана пухӑнса уявланӑ кун, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, халӑхпа тата тӳре-шарапа уҫнӑ.
Палӑка Культурӑна аталантаракан тата библиотекӑн районти центрӗ умӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ҫӗрпӳ хулине шӑратса тунӑ кӳлепесем ахаль те илем кӳреҫҫӗ-ха. Вӗсем хулари паркра тата ача пахчинче вырӑн тупнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, хулари ҫул ҫавринчен инҫех мар вырӑнта тимӗртен ӑсталанӑ урам шӑлакан тӑрать. Вӑл, аллине шӑпӑр тытнӑскер, иртен-ҫӳрене тирпейлӗ пулма ыйтать. Хулара Эдуард Успенский ача-пӑча ҫыравҫин хайлавӗнчи Печкин сӑнарӗ те вырӑн тупнӑ. Пӗлтӗр Ҫӗрпӳ ярмӑркки вӑхӑтӗнче Печкин патне Матроскин кушак аҫипе Шарик йытӑ хушӑннӑ. Унсӑр пуҫне ҫӗрпӳсем II Екатерина статуйине ӑсталассипе тимленине, ӑна хулари паркра лартассине пӗлтернӗччӗ. Тимӗр кӳлепесене юсанмалли 9-мӗш колонире айӑплава ирттерекенсем хатӗрленӗ.
Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ячӗпе палӑк уҫма пултарасси пирки эпир иртнӗ уйӑхӑн ҫурринче хыпарланӑччӗ. Кун пирки эпир ҫӗршывӑн тӗп хулин монумент ӳнерӗ енӗпе ӗҫлекен комиссийӗн ертӳҫи Игорь Воскресенский пӗлтерни тӑрӑх «Москва» (чӑв. Мускав) хула хыпарӗсен агентствине пӗлтерни тӑрӑх ҫырнӑччӗ.
Ҫӗршывӑн тӗп хулин монумент ӳнерӗ енӗпе ӗҫлекен комиссийӗн ертӳҫи Иван Яковлева хисеплесе монумент лартма комиссине заявка ҫитнине пӗлтернӗччӗ.
Пуҫаруҫӑсем палӑка Большая Полянка (чӑв. Пысӑк Уҫланкӑ) урамра вырнаҫтарасшӑн пулнӑччӗ. Палӑк ыйтӑвне ҫак уйӑхра пӑхса тухма шантарнӑччӗ.
Халӗ, чӑн та, пӑхса тухнӑ. Анчах ыйту хальлӗхе уҫӑмланман. Иван Яковлев палӑкне Мускавра лартма Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗ сӗннине тишкернӗ май маларах асӑннӑ Воскресенский палӑк валли вырӑна Пысӑк Уҫланкӑ урамӗнче мар, Чебоксарская (чӑв. Шупашкар) ятлинче тупма май пуррине палӑртнӑ.
Мускавра чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ячӗпе палӑк уҫма пултараҫҫӗ. Кун пирки ҫӗршывӑн тӗп хулин монумент ӳнерӗ енӗпе ӗҫлекен комиссийӗн ертӳҫи Игорь Воскресенский пӗлтерни тӑрӑх «Москва» (чӑв. Мускав) хула хыпарӗсен агентстви хыпарланӑ.
«Иван Яковлев ятлӑ ҫын пулнӑ. Ӑна хисеплесе монумент лартма пирӗн комиссине заявка ҫитрӗ. Ку вӑл — Чӑваш Республикин администрацийӗн кӑмӑлӗ», — ӑнлантарнӑ агентствӑна монумент ӳнерӗ енӗпе ӗҫлекен комиссийӗн ертӳҫи.
Игорь Воскресенский каланӑ тӑрӑх, пуҫаруҫӑсем палӑка Большая Полянка (чӑв. Пысӑк уҫланкӑ урамӗ) урамра вырнаҫтарасшӑн.
Чӑвашран Мускава ҫитнӗ заявкӑна республикӑн тӗп хулинче палӑксем лартассипе ӗҫлекен сумлӑ комисси кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче пӑхса тухӗ.
Паян, раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарта педагог ӑсчаха Геннадий Никандрович Волкова халалласа палӑк уҫнӑ. Скульптурӑна Ленин проспектӗнчи 35 тата 39-мӗш ҫуртсен хушшине лартнӑ.
Этнопедагогикӑна йӗркеленӗ Геннадий Волкова халалланӑ палӑка, аса илтерер, 2013 ҫултах уҫма палӑртнӑ. Икӗ ҫул каялла Ленин проспектӗнче пулас монумент вырӑнне чул хунӑ. Палӑка паян ҫеҫ уҫнӑ.
Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ Геннадий Никандрович 1927 ҫулта Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Халӗ унӑн ячӗпе ЧППУн этнопедагогикӑн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ хисепленет.
Ӗнер, раштавӑн 27-мӗшӗнче, Геннадий Волков пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа 5 ҫул ҫитнӗ.
Шупашкарта пушарпа хуралӑн 4-мӗш чаҫне хирӗҫ палӑк лартасшӑн. Ӑна ҫулӑмпа кӗрешекенсене халалласшӑн.
ЧР МЧСӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пулас палӑк вырӑнне чул хунӑ. Ку ӗҫе Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем, пушар хуралӗн ветеранӗсем, кадетсем хутшӑннӑ.
Пӗр минут шӑп тӑнӑ хыҫҫӑн делегаци чул патне чӗрӗ чечексем хунӑ. Христос ҫуралнӑ ячӗпе хисепленекен храмӑн настоятелӗ Сергий атте пулас палӑка сӑвапланӑ.
Ведомствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, ҫынсем палӑк умӗнче куллен хӑйсен пурнӑҫне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерекен пушарнӑйсене тав тума пултараҫҫӗ.
Шупашкарта пиччӗшӗпе шӑллӗне Таланцевсене халалласа палӑк лартнӑ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче уҫма палӑртнӑ.
Ӑна Леонид Белов меценат пуҫрӑвӗпе лартнӑ. Вӑл Зиновий Таланцев бюсчӗ евӗр. Унта «Меценатам и благотворителям XIX столетия от благодарных потомков» (чӑв. XIX ӗмерти меченатсемпе ырӑ ӗҫсем тӑвакансене пархатарлӑ эткертен — ЧХС) тесе ҫырнӑ.
Аса илтермешкӗн: пиччӗшӗпе шӑллӗ Таланцевсем 19-мӗш ӗмӗрте пурӑннӑ. Чӑваш Еншӗн нумай ыра ӗҫ тунӑ вӗсем. Вӗсем укҫан пулӑшнипе вӗренӳ заведенийӗсем ҫӗкленнӗ, хаҫатсем тухнӑ, учительсен пӗрлӗхе йӗркеленнӗ тата ытти те. Кунсӑр пуҫне 1954 ҫулта ЧР Наци вулавӑшне вӗсен кӗнекесен пуххи лекнӗ. Ку — сайра фонд.
Ҫавна пулах палӑка Наци вулавӑшӗ патне лартнӑ. Ӑна Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне халалланӑ «Вулакан Чӑваш Ен» форумри мероприятисенче уҫӗҫ.
Палӑкне мар-ха. Проектне. Чӑваш Енӗн Культура министерстви Федор Павлов драматург тата композитор палӑкӗ валли эскиз проекчӗсене йышӑннине эпир авӑн уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ. Палӑка Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищи умне вырнаҫтарасшӑн. Вӑл вӗренӳ заведенийӗ Мускав проспектӗнчи 33-мӗш ҫуртри 1-мӗш корпусра вырнаҫнӑ.
Аса илтеретпӗр, Федор Павлова чӑвашсен профессилле музыкине пуҫарса яраканӗ тата драматург тесе хаклаҫҫӗ. Вӑл 892 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗнче ун чухнехи Хусан кӗпӗрнине кӗрекен Етӗрне уесӗнчи Чиркӳллӗ Патӑрьяль ялӗнче ҫуралнӑ. Халӗ вӑл Ҫӗрпӳ районне кӗрет.
Палӑк валли эскиз проекчӗсене чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑнчӗҫ. Халӗ палӑк проекчӗсене халӑхпа сӳтсе явасшӑн. Ӗҫсене хаклас текенсене Шупашкарти Президент бульварӗнчи 1/15 ҫуртра (унта Хальхи ӳнер центрӗ вырнаҫнӑ) раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗччен кӗтеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |