Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Культура эткерлӗхне парламент итлевӗнче сӳтсе явнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 07.06.2014 12:53 | 1543 хут пӑхнӑ
Культура Парламент итлевне пачӑшкӑсем те хутшӑннӑ
Парламент итлевне пачӑшкӑсем те хутшӑннӑ

Нумаях пулмасть чӑваш парламенчӗ культура эткерлӗхӗн объекчӗсене упраса хӑварассипе республикӑра епле ӗҫсем ирттернине тишкернӗ. Унта депутатсемсӗр пуҫне тӗрлӗ шайри тӳре-шара та пулнӑ.

Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов пӗлтернӗ тӑрӑх, культура эткерлӗхӗ тесе хаклакан 702 объекта шута илнӗ. Ҫав шутран пысӑк пайӗ, 440-шӗ, республика пӗлтерӗшлӗ, федераци пӗлтерӗшлисем — 221. Хальтерех палӑртнисем те пур. Ун йышшисем — 41. Пысӑк пайӗ, 217-шӗ, — уйрӑм ҫын е пӗр-пӗр предприяти харпӑрлӑхӗнче. Кунсӑр пуҫне хуҫасӑрррисем те пур иккен.

Культура эткерлӗхне Раҫҫей халӑхӗсен историпе культура палӑкӗсен реестрӗнче шута илтерме тытӑннӑ-ха. Ун чух 17 объект пирки документсем тӑратнӑ. Кунсӑр пуҫне миҫе обьект тӗлӗшпе паспорт илни, экспертиза витӗр миҫӗшне кӑларни тата ытти пирки те культура министрӗ чарӑнса тӑнӑ.

Цифрӑсем чӗлхинчен куҫсан, паянхи тӗп тӗллев — истори сӑн-сӑпатне ҫухатнӑ культура эткерлӗхӗн палӑкӗсене ҫӗнетесси. Кунта тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларассипе ҫине тӑнӑ Илья Ульяновпа Иван Яковлев палӑкӗсем пирки те сӑмах пырать. Историпе культура палӑкӗсем ҫине информацие палӑртса ҫырса хурасси те кӗрет. «Археологи палӑкӗсем уйрӑмах тимлӗх кӗтеҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ ЧР Культура министерствин сайтӗнче.

Парламент итлевне хутшӑннисем асӑннӑ сферӑра саккунсене йӗркене кӗртмелли пирки те калаҫнӑ.

#палӑксем, #тӳре-шарасем, #ӗскерсем, #сыхлав, #культура

 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.06.07 23:19
Чăваш парламенчĕ культура эткерлĕхĕн объекчĕсене упраса хăварассипе республикăра епле ĕçсем ирттернине мĕнле чĕлхепе тишкернĕ?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем