Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Улькка Эльменӗн пултарулӑх каҫӗ иртӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 02.09.2021 19:27 | 1768 хут пӑхнӑ
Культура
Улькка Эльмен
Улькка Эльмен

Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче паллӑ чӑваш ҫыравҫин, Улькка Эльменӗн (Ольги Куликован), пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Ҫыравҫӑ хӑйӗн юбилейне ҫапла майпа уявлӗ. Мероприяти «Чӑваш кӗнеки» центрта 14 сехетре пуҫланӗ.

Улькка Эльменне вулакансем поэт тата прозаик евӗр пӗлеҫҫӗ. Унӑн пирвайхи сӑввисене район хаҫатӗнче Ольга Куликова шкулта вӗреннӗ чухнех пичетлеме тытӑннӑ. Каярах калавӗсем пӗри хыҫҫӑн тепри республикӑри «Ҫилҫунат», «Тӑван Атӑл», «Ялав» журналсенче кун ҫути курнӑ.

Паян Улькка Эльмен — темиҫе кӗнеке авторӗ. Вӗсем — «Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?», «Кая юлнӑ ӳкӗнӳ», «Ҫирӗп чунлисем телейлӗ», «Упраймарӑм сана», «Сарӑ кӗпе». Шкул ачисем валли ҫырнӑ калавсен «Кушак» кӗнеки нумаях пулмасть кун ҫути курнӑ. Вӑл ӗҫ ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ ал ҫырусен республикӑри конкурсӗнче пӗлтӗр ҫӗнтернӗ.

Улькка Эльмен 1961 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Авшак Эльмен ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн тӑван районӗнчи Нурӑсри вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентнӗ. Пӗр вӑхӑт районти «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатра, Санарпуҫӗнчи вӑтам шкулта директор ҫумӗ, район администрацийӗнче тӗрӗслевпе йӗркелӳ пайӗн тӗп специалисчӗ пулса ӗҫленӗ. «Капкӑн» журнал редакцийӗнче те тӑрӑшнӑ. Кайран Вӑрнарти ҫул-йӗр организацине ертсе пыма тытӑннӑ.

#конкурссем, #кӗнекесем, #ҫыравҫӑсем, #юбилейсем, #вулавӑшсем, #Авшак Эльмен, #Вӑрнар районӗ, #юбилейсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Станьял // 7198.2.5742
2021.09.03 12:48
Уявра ватӑ Станьял та савӑнса ларнӑ та саламланӑ тесе шутлӑр!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем