Культура
![]() Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗ малалла ӗҫлет. Вӑл уйӑхра пӗр хутчен пуҫтарӑнать. Ҫак уйӑхӑн 14-мӗшӗнче «Йӑкӑнат авланать» сборника сӳтсе явнӑччӗ. Черетлӗ лару юпа уйӑхӗнче иртӗ. Унта Ангелина Павловскаян «Атте сасси» кӗнекине сӳтсе явма йышӑннӑ. Клуб хастарӗсенчен пӗри, Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Австрийская, издательство сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «унччен авторӑн вӗр ҫӗнӗ кӑларӑмӗпе паллашма ӗлкӗрмелле». Аса илтерер: ҫӗнӗ кӑларӑма кӑҫалхи ҫулла 1000 экземплярпа пичетлесе кӑларнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, романӑн тӗп сӑнарӗ тӑван Славаш ялне таврӑнать. Унта ӑна юхӑннӑ «Ударник» колхоз, хытхура айне пулне хирсем, хупӑннӑ фермӑсемпе машинӑпа трактор паркӗ кӗтсе илнӗ. Ҫемьеленсен арҫын Мускава ӗҫлеме ҫӳреме тытӑнать, арӑмӗ — тавар патне Сургута... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |