Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: культура

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Иртнӗ эрнере Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче Андрей Галкин композитор 65 ҫул тултарнӑ ятпа пултарулах каҫӗ иртнӗ.

Андрей Галкин — Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

Унта професси театрӗнсен тата вӗрену учрежденийӗсен ертӳҫисем, культура ӗҫченӗсем тата ытти сумлӑ хӑна пуҫтарӑннӑ.

 

Культура
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Пушӑн 13-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче РФ халӑх артисткин Любовь Федоровӑн юбилей каҫӗ иртӗ.

Любовь Владимировна театрта 1972 ҫултанпа ӗҫлет. Вӑл унта Ленинградри А.Н.Островский ячӗллӗ театр тата кинематографи патшалӑх институтне пӗтернӗ хыҫҫӑн килнӗ.

Юбилей каҫӗнче Любовь Федорова «Шӑпчӑк юрлать Питравччен» спектакль премьеринче Матиҫ рольне вылӗ. Ку истори – пурнӑҫ тӗрӗслевӗпе – пуянлӑхпа – тӗл пулнӑ ахаль ҫынсем пирки.

 

Культура
https://vk.ru/wall-211725618_3141 сӑнӳкерчӗкӗ
https://vk.ru/wall-211725618_3141 сӑнӳкерчӗкӗ

Нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 15 сехетре Чӑваш наци вулавӑшӗнче поэзие юратакансен «Хавхалану» клубне йыхравлаҫҫӗ.

Унта нарӑс уйӑхӗнче ҫуралнӑ чӑваш ҫыравҫисене аса илӗҫ, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсен тата Ҫар мухтавӗн кунӗсене тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене халалласа ҫырнӑ сӑвӑсене вулӗҫ.

Тӑван чӗлхе кунне халалланӑ сӑвӑсем те вулама палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-211725618_3141
 

Культура
Галина Арталионова. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн Контактра страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Галина Арталионова. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн Контактра страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри икӗ ҫынна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ.

Вӗсенчен пӗри – Галина Арталионова, вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн гример цехӗн пуҫлӑхӗ. Кун пек хисеплӗ ята ҫавӑн пекех Ирина Витюговӑна панӑ, вӑл Шупашкарти В.А. тата Д.С. Ходяшевсен ячӗллӗ 4-мӗш музыка шкулӗн директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ.

 

Культура
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӑварни эрнине Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче куракансене икерчӗпе кӗтсе илӗҫ.

Театр халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа 22-мӗшчен сире каҫхи спектакльсем умӗн икерчӗпе, тӗрлӗ кучченеҫпе сӑйлӗҫ. Антракт вӑхӑтӗнче вара Сенкер фойере тӗрлӗ вӑйӑ ирттерӗҫ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Фёдор Достоевскин «Идиот» романне вуламан ҫын ҫуках ӗнтӗ. Ӑна темиҫе хутчен те вулас килет, вӑл нихӑҫан та йӑлӑхтармасть.

Нарӑс уйӑхӗн 27 тата 28-мӗшӗсенче Вырӑс драма театрӗнче «Идиот» спектакль кӑтартӗҫ. Ӑна Чӑваш Енӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, театрӑн тӗп режиссёрӗ Ашот Восканян лартнӑ. Художникӗ – чӑваш халӑх художникӗ, театрӑн тӗп художникӗ Владимир Шведов. Мышкин кнеҫ ролӗнче – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Александр Смышляев.

 

Культура

«Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорне-тӗп редакторне Виктория Вышинскаяна ӗҫрен кӑларнӑ.

Ку хушӑва право информацийӗн сайтӗнче пичетленӗ.

Палӑртмалла: Виктория Вышинская ку должноҫе 2024 утӑ уйӑхӗнченпе йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/ntrk21nactv
 

Культура
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ ачасене Ҫӑварни уявлама чӗнет. Аса илтеретпӗр: кӑҫал Ҫӑварни эрни нарӑсӑн 16-22-мӗшӗсенче иртӗ.

Нарӑс уйӑхӗн 19-22-мӗшӗсенче театрта Ҫӑварни уявне халалланӑ программа пулӗ. Унпа килӗшӳллӗн шӑпӑрлансем «Умка», «Снегурочка», «Проделки козы-дерезы» постановкӑсене курма пултарӗҫ.

Ҫавӑн пекех ачасем патне хӑнана Ҫӑварни сӑнарӗ килӗ, театрализациленӗ представлени те пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_17227
 

Культура
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Шупашкарта Рязань ӑстин куравӗпе паллашма пулать. Кӳлмекре вырнаҫнӑ Чӑваш тӗррин музейне кӑна ҫитмелле.

Ирина Риффель – Рязаньти реставратор, Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти ҫинчи Рязань пайӗн авторӗ. Вӑл авалхи техникӑпа тӗрлет.

Шупашкарти куравра унӑн ӗҫӗсене курма пулать; сӗтел ҫивиттисем, алшӑллисем, панно... Ку кӑна мар, халӑх тумне тӑхӑнтартнӑ пуканесем те пур. Ҫавӑн пекех Рязань облаҫӗн тӗрленӗ карттине курма пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_26680
 

Республикӑра
21.fsin.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ
21.fsin.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Куславккари юсанмалли 5-мӗш колонире (вӑл — хӗрарӑмсен пӗтӗмӗшле режимлӑ колонийӗ, унта 906 ҫынлӑх вырӑн пур) ҫӗнӗ пуҫлӑх ӗҫлеме тытӑннӑ. Ку пукана шалти службӑн подполковникне Павел Кирюхина шанса панӑ.

52 ҫулти Павел Анатольевич 1993-2011 ҫулсенче Раҫҫейӗн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсенче тӑрӑшнӑ. 2011 ҫулти ака уйӑхӗнче Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртекен службинче тӑрӑшма пуҫланӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, ... 498
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир лӑпкӑрах пулнине, хӑвӑра ытларах шаннине туйма тытӑнатӑр. Ӗҫлӗ проектсем ӑнӑҫлӑ пулӗҫ, эсир пӗлтерӗшлӗ ыйтусене мӗнле татса панине ертӳлӗх асӑрхӗ. Ӗҫтешсемпе хутшаннӑ чухне чӑтӑмлӑ пулӑр, сире хирӗҫтерассишӗн тӑрӑшма пултарӗҫ.

Ака, 20

1874
152
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
43
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем