
Чӑвашсем Пӗтӗм тӗнчери театр олимпиадине хутшӑнасшӑн. Кун пирки Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн директорӗ Елена Николаева халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Паян вӑл Санкт-Петербургра иртнӗ Раҫсейри наци театрӗсен ассоциацийӗн канашӗн ларӑвне хутшӑннӑ. Унта театр пӗрлӗхӗн малашлӑхне сӳтсе явнӑ. Тӗлпулура 2027-2028 ҫулсенчи плансем пирки калаҫнӑ. Тӗп пулӑмсенчен пӗри вӑл – Наци театрӗсен III конгресне Шупашкарта ирттересси. Ӑна СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ячӗллӗ наци театрӗсен III фестивалӗ вӑхӑтӗнче йӗркелесшӗн.
Питӗрти ларура Пӗтӗм тӗнчери театр олимпиадине хутшӑнассине те сӳтсе явнӑ. 2028 ҫулта вӑл Грецире «Возвращение к истокам» (чӑв. Иртни патне таврӑнса) ятпа ирттересшӗн.

Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин, Чӑваш халӑх ӳнерҫин Виталий Петровӑн (Праски Витти) куравӗ уҫӑлӗ. Экспозицие вӑл ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Куравра – 200 ытла хайлав: живопись, графика, эмальсем, керамика, Раҫҫейри тӗрлӗ хулари монмументлӑ-декоративлӑ эскизсем. Ку курав – вӑл леш тӗнчене кайнӑранпа пӗрремӗшӗ. Экспозиципе юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗччен паллашма май пулӗ.
Аса илтерер: Праски Витти кӑҫал кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. Вӑл 89 ҫулта пулнӑ. Праски Витти Вӑрнар районӗнчи Малти Ишек ялӗнче 1936 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫуралнӑ.

Чӑваш Енре автоклубсем пур та вӗсене ахаль тӑратасшӑн мар. Авӑн уйӑхӗн пӗрремӗш эрнинче вӗсем 18 яла ҫитсе концерт кӑтартнӑ. Автоклубпа килнӗ артистсене курма 1410 ҫын пухӑннине ӗнентерет Республикӑн халӑх пултарулӑх ҫурчӗ.
Вӑрнар тӑрӑхӗнче автоклуб Оттикӑвӑ тата Хураҫырма ялӗсенче пулнӑ. «Санар» фольклор ансамблӗ «Кӗрхи салам!» программа хатӗрленӗ, авалхи юрӑсене шӑрантарнӑ, куракансене халӑх инструменчӗсен сасси те тыткӑнланӑ.
Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче автоклуб Малти Чиперуй тата _Макаҫкасси ялӗсенче пулнӑ. Макаҫкасси ялӗнче Урхас Кушкӑри вырсарни шкулӗнче вӗренекен ачасем те куракансен умне тухнӑ.
Шупашкар районӗнче автоклуб Арккассинче__ концерт кӑтартнӑ. Унта авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ял кунӗ иртнӗ, автоклуб ҫавӑнта пырса ҫитнӗ.

«Вирьял» ансамбль ертӳҫине Лев Иванова сумлӑ ят панӑ. Вӑл халӗ — «Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ».
Хушӑва Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.
«Вирьял» фольклор ансамблӗ Етӗрне районӗнчи Тури Ачакри культура ҫуртӗнче тӗпленнӗ.
Ку ушкӑна 1990 ҫулта Раҫҫейӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Аркадий Айдак сӗннипе пуҫарнӑ. 1993 ҫулта ушкӑна Чӑваш Енӗн Культура министерствин приказӗпе «халӑх коллективӗ» ят панӑ. Ансамбле тӗрлӗ ҫулхи ҫынсем ҫӳреҫҫӗ. Унччен юрӑпа ташӑ ансамблӗ шутланнӑскере 2019 ҫулта фолькорр ансамблӗ ят пама йышӑннӑ.
«Вирьял» вырӑнти мероприятисене ҫеҫ мар, республикӑри, ҫӗршыври тата халӑхсем хушшинчи тӗрлӗ фестивале хутшӑнать.

Красноармейски районӗнчи пӗр ялта Анатолий Алексеев баяниста тата купӑсҫа асра тытса пуҫтарӑннӑ.
Асӑннӑ тӑрӑхра пурӑнакан Зинаида Михайлова халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Трак енӗн Яманак кану ҫуртӗнче (менеджерӗ - Галина Ефимова) ку ялта ҫуралса ӳснӗ, унтах пурӑннӑ Анатолий Алексеев баянист, купӑсҫӑ, илемлӗх ертӳҫи, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине асӑнса астӑвӑм каҫӗ иртнӗ. Мероприяти авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
Ҫав кун культура ҫуртне пухӑннисем Анатолий Петровича пултаруллӑ музыкантӑн кун-ҫулне ҫутатса паракан куравпа, сӑнӳкерчӗксемпе, видеоматериалсемпе паллашнӑ. Вӗсем ӑна ӑшшӑн аса илсе калаҫнӑ, унӑн пултарулӑхне хакланине палӑртнӑ.

Кӑҫал «Эревет» ансамбльшӗн пӗлтерӗшлӗ ҫул: вӑл йӗркеленӗренпе 45 ҫул ҫитнӗ.
Ансамбль 45 ҫула ҫитнине тата унӑн ертӳҫи, Раҫҫей тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Сергей Федотов 70 ҫул тултарнине халалласа Шупашкар хулинчи Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Эпӗ сана юрататӑп, Чӑваш Ен» концерт иртнӗ.
Ансамбль ку таранччен ҫитӗнӳсем сахал мар тунӑ: Раҫҫей шайӗнчи конкурссенче кӑна мар, чикӗ леш енче те палӑрнӑ. Кӑҫал вара Пӗтӗм ҫӗршыври «Купӑс — манӑн чун» фестивальте 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ, Раҫҫейри «Халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ коллективӗ» ята тивӗҫнӗ.
Концертра Сергей Федотовӑн вӗренекенӗсем куракансем килӗштерекен юрӑсене, тӗрлӗ халӑх кӗввисене шӑрантарнӑ.

Чӑваш Енре «Земство культура ӗҫченӗ» программа хута кайни пирки унчченех хыпарланӑччӗ. Культура ӗҫченӗсене ялта кӗтеҫҫӗ!
Халӗ хушма конкурс суйлавӗ ирттерессине пӗлтернӗ. Ку программӑна Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен культура сферинче аслӑ е професси пӗлӗвӗ пулмалла. Килӗшӳ алӑ пуснӑ хыҫҫӑн специалистсене яла е 50 пин ҫын таран пурӑнакан ял-хулана ӗҫлеме яраҫҫӗ. Пӗтӗмпе 8 специалиста ӗҫе вырнаҫтарма палӑртнӑ. Кашниех 1-ер миллион тенке тивӗҫӗ.
Заявленисене авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: 428023, Чӑваш Республики, Шупашкар хули, Энтузиастсен урамӗ, 26-мӗш ҫурт, 133-мӗш пӳлӗм.
Сӑмах май, пӗлтӗр республикӑра «Земство культура ӗҫченӗ» программӑпа 8 специалиста ял-хулана ӗҫлеме янӑ.

Шупашкар хулинче Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче ҫутӗҫ проекчӗ старт илнӗ – «Сӑмах патне кайни» (выр. «Хождение за словом») курав ӗҫлеме тытӑннӑ. Ӑна йӗркелес шухӑш Чӑваш Енри вырӑс культурин центрӗнчи Ольга Сергеевӑн пулнӑ.
Курава Раҫҫейри халӑхсен чӗлхисен кунне халалласа уҫнӑ. Проект авторӗ Татьяна Николаева хӑнасемпе экскурси ирттернӗ, экспозици никӗсне кӗнӗ ӗҫсен икӗ ӑсчахӗ пирки каласа кӑтартнӑ.
Мероприяти Владимир Даль словарӗпе йӗркеленӗ ӑс-тӑн вӑййипе вӗҫленнӗ.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче чӑваш классикӗсен хайлавӗсемпе спектакль лартӗҫ. Кун пирки эпир Марина Карягина журналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр.
Марина Карягина театрӑн хальхи репертуарӑн сумӗ – «Константин Ивановӑн вилӗмсӗр поэми тӑрӑх хатӗрленӗ «Нарспи» трагеди. Ҫавӑн пекех «Ялта» (Фёдор Павлов), «Ӗмӗр сакки сарлака» (Никифор Мранькка), «Салампи» (Александр Артемьев) спектакльсем – пирӗн ӳнерӗн чӑн-чӑн ахах-мерченӗ» тесе палӑртса хӑварнипе пӗрлех культура учрежденийӗн малашлӑх планӗпе те паллаштарнӑ.
«Ҫитес вӑхӑтра сцена ҫине «Хура ҫӑкӑр» (Илпек Микулайӗ), «Арҫури» (Михаил Фёдоров), «Кай, кай Ивана» (Николай Айзман), ҫавӑн пекех тӑван халӑх асӗнче пурӑнакан юмах-халап ҫӗнӗлле чӗрӗлсе тухмалла», — хыпарланӑ вӑл.

Шупашкар хулинче йӑлана кӗнӗ Пӗтӗм тӗнчери опера фестивалӗ иртӗ.
Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗччен Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче (халӗ ӑна «Атӑл Опера» теҫҫӗ) тӗрлӗ опера итлесе киленме май пулӗ.
Ҫак йышра – «Евгений Онегин», «Борис Годунов», «Флория Тоска», «Нарспи», «Князь Игорь», «Севильский цирюльник», «Отелло».
Кӑҫал фестиваль «Пурнӑҫ, эпӗ сана юрататӑп» гала-концертпа вӗҫленӗ. Сцена ҫине Раҫҫейӗн Наци филармони оркестрӗ, Раҫҫей халӑх артистки Хибла Герзмава тухӗҫ.
Сӑмах май, билетсене «Пушкин карттипе» туянма пулать. Ӑна вара 14-22 ҫулсенчи ҫамрӑксене параҫҫӗ. Картта ҫинче – 5 пин тенкӗ. Ӑна ҫулталӑк тӑршшӗпе тӑкакламалла, юлнӑ укҫа-тенкӗ тепӗр ҫула куҫмасть.
