Культурӑра чылай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн Чӑваш Енри икӗ ҫынна культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята пама йышӑннӑ.
Ку сума хальхинче Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Тӗп клуб тытӑмӗн хормейстерӗ Наталия Арсентьева тата Комсомольски муниципаллӑ округӗнчи Тӗп клуб тытӑмӗн халӑх театрӗн режиссёрӗ Марина Шумилкина тивӗҫнӗ.
Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Чӑваш Ене кӑҫал туристсем ытларах килессе шанаҫҫӗ.
«Чӑваш Ене килекенсен шучӗ ҫулран ҫул ӳссе пырать. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан паянхи куна ку кӑтарту 30 процент ӳснӗ. 2023 ҫулта пирӗн республика 800 пине яхӑн ҫынна йышӑннӑ. 91 пин хӑна 659 теплоходпа килнӗ. Кӑҫал 750-760 пӑрахут килессе шанатпӑр», — тенӗ регион ертӳҫи Олег Николаев.
Чӑваш Енре юханшыв туризмӗ анлӑ сарӑлса пырать. Ҫулталӑк каялла пирӗн тӑрӑха «Метеор 120Р» кисле чарӑннӑ. Халӗ вӑл Шупашкара Чулхулапа, Чикмепе, Хусанпа тата Чӗмпӗрпе ҫыхӑнтарать. Унсӑр пуҫне Ҫынсем «Валдайпа» ҫӳреҫҫӗ. Билетсене икӗ эрне маларахах туянса пӗтереҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче Ммихаил Зощенко хайлавӗпе «Великие путешественники» (чӑв. Аслӑ ҫулҫӳревҫӗсем) инклюзив спектакль лартма хатӗрленеҫҫӗ. Ӑна учреждени Президент гранчӗсен фончӗн «Приходите на нас посмотреть без жалости и уныния!» (чӑв. Пире курма хӗрхенмесӗр тата нӑйкӑшусӑр килӗр) проекчӗпе килӗшӳллӗн хатӗрлет.
Ку вӑл Чӑваш пукане театрӗн «ОСОБЫЕ-РАЗНЫЕ-РАВНЫЕ» студийӗпе Волгоградри «Ӑшӑ артистсем» инклюзив театрӗн пӗрлехи проекчӗ пулӗ.
Спектакльте сусӑр ачасем тата профессилле артсистем вылӗҫ. Ҫав шутра — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Алина Каликова тата Николай Соколов артист.
Чӑваш Енӗн наци музейӗ тата Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗ Пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗҫӗсен «Живи, узор чувашский» (чӑв. Пурӑн, чӑваш тӗрри) конкурсне ирттерессине пӗлтернӗ. Унӑн теми – «Мое приданое» (чӑв. Манӑн тупра).
«Пурӑн, чӑваш тӗрри» конкурса унччен те ирттернӗ. Унта республикӑри тата чӑваш диаспорисенчи тӗрӗҫсем хутшӑннӑ.
Кӑҫал унӑн йӗркелӳҫисем (Чӑваш наци музейӗ, музейӑн «Прокопий» аталану фончӗ тата Чӑваш Енири хӗрарӑмсен канашӗ) проекта Раҫҫей шайне кӑларма йышӑннӑ.
Конкурс утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пуҫланнӑ, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшенче вӗҫленӗ. Унта хутшӑнакансен качча каякан хӗр туприне кӗрекен япаласене хатӗрлемелле.
Эрнекун, утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, «НТВ» телеканалпа Леонид Агутинӑн пиллӗкмӗш вӗренӳ форумӗн гала-концертне кӑтартнӑ. 23 сехет те 40 минутра кӑтартнӑ телекӑларӑмра чӑвашсене те кӑтартнӑ.
Сцена ҫине Леонид Агутин, IOWA, Миа Бойко, Леон Кемстач, Владимир Пресняков, Анжелика Варум, Лариса Долина, Мот тата Антон Беляевсем тухнӑ. Унсӑр пуҫне Шупашкарти Татьяна Шереметьеван «5 октава» вокал студийӗн 8 солисчӗ юрланӑ.
Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи Тури Ачакри музейра тӗрлӗ регионти хӑнасем пулнӑ.
Сӑмахран, Мускав облаҫӗнчи Балашиха хулинче пурӑнакан Мочеговсен ҫемйи. Тутарстанри Пӑвари Трушинсене те чӑваш ялӗнчи музей килӗшнӗ.
Хамӑр тӑрӑхрисем те Тури Ачакри музейпа кӑсӑкланса паллашаҫҫӗ.
Пирӗн республикӑра кӑҫал та Пукане театрӗсен фествиалӗсем иртӗҫ. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче ҫулсеренех «Юмахсен каруҫҫелӗ» тата «Пӗрешкел пулма кирлех мар» пӗтӗм тӗнчери фестивальсем ирттерет. Кӑҫал вӗсем Шупашкарӑн 555 ҫулхи юбилейне халалланӑ мероприятисемпе пӗр вӑхӑта килӗҫ — ҫурла уйӑхӗн 16-19-мӗшӗсенче пулӗҫ.
Фестивальсене ҫӗршыври 15 регионтан пултарулӑх ушкӑнӗсем килсе ҫитӗҫ: Мускавран, Белгородран, Владимиртан, Волгоградран, Ростовран, Чӗмпӗртен, Ярославльтен, Краснодартан, Пушкӑртстанран, Мари Элтен; Мордва, Тутар, Удмурт Республикисенчен. Унсӑр пуҫне Азербайджанран тата Казахстанран.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче ҫӗршыври ҫӗнӗ курав уҫӑлнӑ. Унта харӑсах виҫӗ сӑрӑ ӑстин — Венера Сандомировӑпа унӑн 7 ҫул каялла пурнӑҫран уйрӑлнӑ мӑшӑрӗн, Валерий Пономарёвӑн, тата вӗсен Мария хӗрӗн — хайлавӗсемпе паллашма пулать.
«Экспозицие Венера Николаевна 75 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ. Хӑйшӗн ҫӗнӗ тӗнче уҫнӑ художник уйрӑм меслетпе ӗҫлет», — пӗлтернӗ Марина Карягина тележурналист.
Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетӗнче Венера Сандомирова 30 ҫул ытла ӗҫленӗ, пулас учительсемпе художниксене ӳкерес ӗҫ вӑрттӑнлӑхӗсене алла илме пулӑшнӑ, деканӑн воспитани парас енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ те пулнӑ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 19 сехет те 45 минутра е ыран 11 сехет те 15 минутра эсир ӑҫта пулатӑр? Сирӗн ҫывӑхра телевизор, Тӗнче тетелӗпе ҫыхӑннӑ компьютер е смартфон пулсан телекурӑмӑн «Культура» каналне тупмашкӑн сӗнетӗп. Шӑп ҫав вӑхӑтра унта «Письма из провинции» ярӑмри черетлӗ кӑларӑм, документлӑ фильм пуҫланать. Асӑннӑ ярӑм «Культура» каналпа 20 ҫул пырать ӗнтӗ. Чӑвашсене, пирӗн республикӑна халалланӑ кӑларӑмсем ҫав ярӑмра 2008 ҫулхи нарӑсра тата 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче кун ҫути курнӑ. Ку хутӗнче ӳкерӳ ушкӑнӗ Тверь облаҫӗн Бологой районӗнчи Денисова Горка (Тенис Сӑрчӗ) ялне ҫитсе килнӗ.
Ҫак ял пирӗншӗн мӗнпе кӑсӑклӑ-ха? Чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи тата тӑлмачи, Библин чӑвашла куҫарӑвӗн тӗп редакторӗ Ева Николаевна Лисина ҫу уйӑхӗсене (вӑтӑр ҫул ӗнтӗ) ҫак ялта ирттерет. Кӑшт ӗлӗкрех Ева Лисина пиччӗшӗн Геннадий Айхи поэтӑн ҫуллахи «резиденцийӗ» те ҫак касрах пулнӑччӗ. Вӗсен чӑваш, вырӑс тата тӗнче литературине илем кӳрекен чылай хайлавӗ шӑпах ҫак ялта ҫуралнӑ е тӗвӗленнӗ.
Эпир сирӗнпе курма тӑрӑшакан фильмӑн сӑнарӗсем: Тенис Сӑртлӑхӗ, Ева Лисина тата унӑн кӳршисем Евгения Гребеневӑпа Лев Иванов.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Солнечная Чувашия. Хӗвеллӗ Чӑваш Ен» открыткӑсен пуххи пичетленсе тухнӑ.
Ҫӗр пин юрӑллӑ, ҫӗр пин тӗрӗллӗ, ҫӗр пин сӑмахлӑ тӑван тӑрӑхӑмӑрпа паллаштаракан ҫак открыткӑсем пирӗн тӑрӑхӑмӑрпа паллашма килекенсемшӗн те, ют регионсене курма кайсан унтисене парнелесе хӑварас тесен те вырӑнлӑ пулӗҫ.
Комплект 24 открыткӑран тӑрать. Ӑна Светлана Дубровина художник-дизайнерӑн тата халӑх промыслисен ӑстин ӗҫӗсенчен хатӗрленӗ. Дизайн тата сӑнӳкерчӗксен авторӗ Наталия Орлова.
Открыткӑсен пуххине пурӗ 1500 экземпляр тиражпа пичетлесе кӑларнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ивник, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Архипов Дмитрий Архипович, «Константинопольти чӑвашсем» очерка ҫырнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи фронтра пуҫне хунӑ. | ||
| Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |