Ҫак кунсенче Шупашкарта медицина апписен канашлӑвӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Тухтӑрсен тӗп пулӑшуҫисене Пӗтӗм тӗнчери медаппасен кунӗпе саламласа парнесемпе хавхалантарнӑ.
ЧР сывлӑх министрӗ Алла Самойлова сывлӑх сыхлавӗ медицина апписемсӗр ӗҫлейменнине палӑртнӑ. Тухтӑрсем вӗсемсӗр хӑйсене алӑ ҫук пекех туяҫҫӗ.
Опытлӑ медаппасем вара, унчченхипе танлаштарсан, халӗ ӗҫлеме ҫӑмӑлрах пулнине палӑртнӑ. Халӗ тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗр, пӗр хутчен усӑ курмалли инструментсем пур-ҫке.
Паян куҫӑн мар майпа аслӑ пӗлӳ те илме май пурри лайӑх. Унччен куҫӑн-куҫӑн мар майпа ҫеҫ вӗрентнӗ. Ун чухне районсенчи медаппасем каҫхине вӗренме килеймен.
Республикӑра медицина апписем валли вӗренӳ семинарӗсем, конференцисем иртеҫҫӗ. Паллах, йывӑрлӑхсем те ҫук мар. Хӑш-пӗр пульницӑра ҫамрӑк специалистсем ҫитмеҫҫӗ. Ҫапах шурӑ халатлисем халӑха май килнӗ таран пулӑшу кӳме тӑрӑшаҫҫӗ.
Раҫҫейри япӑх ҫул тӗп пӑтӑрмахсенчен пӗри пулни пирки ҫӗршыв тулашӗнче те калаҫаҫҫӗ те… Шупашкар влаҫӗсем ҫул юсакан подрядчиксен тӗлӗшпе ҫирӗпрех пулма тытӑнасшӑн.
Ҫавӑнпа ҫул пахалӑхне тӗрӗслемешкӗн ют хулари лабараторисене явӑҫтарасшӑн-мӗн. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков подряд организацийӗсемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ.
Алексей Ладыков палӑртнӑ тӑрӑх, ҫынсем те, хула хӑнисем те чи малтанах ҫул пахалӑхне хаклаҫҫӗ. Кӑҫал ҫула юсакансенчен ҫирӗпрех ыйтма тытӑнассине пӗлтернӗ вӑл. Ара, кашни ҫулах пӗр вырӑнах саплани сахал пулать-им?
Алексей Ладыков ҫул сийӗн пахалӑхне тӗрӗслеттермешкӗн ют хула лабараторийӗсене илсе килессине пӗлтернӗ, ҫавӑнпа подрядчиксене ӗҫе тӗплӗнрех тума ыйтнӑ.
Канашлура тепӗр ҫивӗч ыйтӑва та ҫӗкленӗ. Ӗҫе тумалли графикран юлса пыни тӑтӑшах пулать-мӗн. Подрядчиксен чылай ӗҫе ҫу уйӑхӗн вӗҫӗччен вӗҫлемелле те-мӗн. Организаци элчисене юсав ӗҫӗсем ирттермешкӗн ҫулсене пӳлмессине асӑрхаттарнӑ. Ӗҫе каҫхине тата ҫӗрле тума тивӗ-мӗн.
Чӑваш Енре «Хӗрарӑмсем Канаш аталанӑвӗшӗн: ҫивӗч ыйтуран — стратеги патне» канашлу иртнӗ.
Ҫав мероприятире республика тулашӗнче ӗҫлекен арҫынсен ыйтӑвне сӳтсе явнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, статистика республикӑри ашшӗсен 26 яхӑн проценчӗ Чӑваш Ен туашӗнче ӗҫленине ӗнентерет. Канашлура ачасем ашшӗсене уйӑхӗ-уйӑхӗпе курмасӑр ӳснине палӑртнӑ.
Мероприятире Канаш хулинче ҫемьесене ҫирӗплетес, ача воспитанийӗнче ашшӗн рольне ӳстерес тӗллевпе Ашшӗсен канашне йӗркеленине те аса илнӗ.
Сӑмах май, ашшӗ-амӑшӗнчен пӗри республика тулашӗнче ӗҫлесе пурӑнни ҫемье арканӑвӗн тӗп сӑлтавӗсенчен пӗри шутланать. Пӗлтӗр Чӑваш Ен Атӑлҫи тӑрӑхӗнче ку енӗпе пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ҫакна та палӑртмалла: Канашри ӗҫпе тивӗҫтерекен центр 150 ытла чӑваш ҫыннине ытти региона ӗҫлеме янӑ.
Наци сывлӑхӗн лиги ҫулсерен Пӗтӗм Раҫҫейри канашлӑва ирттерет. Унта кӑҫал Чӑваш Ен номинацисенчен пӗринче ҫӗнтернӗ. Канашлура ҫӗршыври вун-вун регион сывлӑха упрамалли ӗҫсен енӗсемпе паллаштарнӑ.
ЧР Сывлӑх министерствин пай пуҫлӑхӗ Евгения Гурьянова каланӑ тӑрӑх, кӑҫал Сывлӑх министерстви, «Чӑваш Ен» фонд тата Республикӑри хӗрарӑмсен канашӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине йӗркеленине кӑтартакан экспозици хатӗрленӗ.
Чӑваш Республики «Сывӑ апатлану» номинацире мала тухнӑ. Чӑвашра кӑларнӑ сӗт коктейлӗсене, хурӑн сӗткенне, тӗрлӗ сыра, калпассие пысӑк хак панӑ.
«Чӑваш Ен» фонд президенчӗ Михаил Федотов эпир мӗн тата хӑҫан ҫини пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртать. Апат ҫын сывлӑхне витӗм кӳрет. Пирӗннисем хатӗрленӗ проекта Наци сывлӑхӗн лиги пысӑка хурса хакланӑ.
Чӑваш Ен ку канашлӑва кашни ҫулах хутшӑнать. Пӗлтӗр пирӗннисем Республикӑри хӗрарӑмсен канашӗ хатӗрленӗ «Пурнӑҫшӑн» проекта тата «Чӑваш Ен» фонд проектне пурнӑҫа кӗртмешкӗн икӗ грант илнӗ.
Хамӑрӑн тымарсем пирки манмалла мар. Уйрӑмах — халь. Кашни ачанах тӑван патшалӑх историне хисеплеме вӗренмелле. Ҫакӑн пек тӗллевсем лартнӑ республикӑри пӗр хулара иртнӗ канашлура.
Улатӑрта регионсен хушшинче «Социокультура тымарӗсем» канашлу иртнӗ. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитнӗ.
Михаил Васильевич канашлӑва уҫнӑ май чӑваш халӑхӗ пуян культурӑллӑ пулнине, хӑйӗн йӑли-йӗркине куҫ пек упранине палӑртнӑ. Ҫак пуянлӑха ӑруран ӑрӑва куҫармаллине те каланӑ Михаил Игнатьев.
«Социокультура тымарӗсем» канашлу вӗрентекенсене чӑн-чӑн патриотсене хатӗрлеме те пулӑшать. Улатӑр хули сӑнав лапамӗ шутланать. Ҫак проекта мӗншӗн шӑпах ҫак хула пурнӑҫа кӗртме тытӑнни те ахальтен мар. Чылайӑшӗ Улатӑра православиллӗ Атӑлҫин центрӗ тесе шутлать. Проекта хула духовенстви хастар хутшӑнать.
«Социокультура тымарӗсем» вӗренӳ курсӗпе килӗшуллӗн ачасем тӑван ен историне тарӑннӑн вӗренеҫҫӗ, паллӑ ҫынсем пирки пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ӳнерпе, живопиҫпе паллашаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫӗнӗ проект старт илет. Малашне, ака уйӑхӗнчен пуҫласа, ашшӗ-амӑшӗ, вӗрентекенсем, чиновниксем тӗнче тетелӗнче канашлама пултарӗҫ.
Ҫапла ашшӗ-амӑшӗн канашлӑвне онлайн-режимра тума май пулӗ. Проекта нумаййӑн хутшӑнма пултарӗҫ. Унта Шупашкарти мӗнпур шкул хутшӑнӗҫ. Онлайн-канашлӑва компьютерпа ноутбук урлӑ кӑна мар, смартфонран та хутшӑнма пулать. Канашлӑва ҫыртарса пыма палӑртаҫҫӗ. Эппин, ӑна кирек хӑш вӑхӑтра та пӑхма май пулӗ.
Ҫавра сӗтелре онлайн-пухура хаш темӑсене хускатмалли пирки калаҫнӑ. Ку ыйтусем профорентаципе, воспитанипе, вӗренӳпе ҫыхӑннӑ. Унтах шкулти хӑш-пӗр юридици ыйтӑвӗсене сӳтсе явӗҫ. Унта психологсене, юристсене, полици ӗҫченӗсене, хулари предприяти ертӳҫисене чӗнӗҫ.
Онлайн-канашлӑва хутшӑнас тесен Шупашкар хула администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче регистрациленмелле. Пӗрремӗш канашлу ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулӗ.
Канаш районӗнче ӗнер агроконференци иртнӗ. Район администрацийӗн агропромышленноҫ предприятийӗсемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валерий Никоноров ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене ирттермелли планпа паллаштарнӑ.
Кӑҫал канашсем ҫуртрисене 24,2 пин гектар акасшӑн. Ҫав шутран пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем 14 пин гектар йышӑнмалла. Кӗрхи культурӑсене 5 пине яхӑн гектар ҫинче апатлантармалла тата нӳрӗк тытса хӑвармалла, 4,4 пине яхӑн гектар ҫинчи нумай ҫул ӳсекен курӑксем те ҫак ӗҫсене пурнӑҫласа кӗтеҫҫӗ. Кӗрхи тӗш-тырӑ пирки каларӑмӑр та, вӗсенчен 80 процентне специалистсем аван тесе хакланӑ, ыттин апла мар иккен.
Фермӑсене выльӑх апачӗпе тивӗҫтересси пирки те ҫуркуннех шухӑшламалла. Кун валли нумай ҫул ӳсекен курӑк лаптӑкне пысӑклатасшӑн. Лаптӑка пысӑклатнипе пӗрлех курӑк ассортиментне те сарма шухӑшлаҫҫӗ.
Сӑнсем (15)
Ӗнер наркотиксен саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекенсем хӑйсен 12-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ турӗҫ. Ҫав ятпа Федерацин наркотӗрӗслевӗн республикӑри управленийӗ савӑнӑҫлӑ канашлу ирттерчӗ.
Ӑна официаллӑ ирттерчӗҫ пулин те унта пухӑннисем тӳре-шара чӗлхипе калаҫма тӑрӑшмарӗҫ. Чӑваш Республикӑн Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗ Олег Мешков саккун кӑларакан ҫын пек мар, хӑй калашле, ашшӗ тата «йӗркеллӗ ҫӗршывра пурӑнма ӗмӗтленекен ҫын евӗр» калаҫрӗ. «Сирӗн служба мар-тӑк пирӗн ҫӗршывра епле лару-тӑру пуласси пирки шухӑшлама та хӑрамалла», — терӗ. Саламланӑ май вара вӑл чӑваш наркополицейскисене карьерӑра ӑнӑҫу сунчӗ, урӑх регионсенче те яваплӑ должноҫ йышӑнма сунчӗ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова та амӑшӗ евӗр пуплерӗ. «Эпӗ, икӗ ывӑл амӑшӗ пулнӑ май, сирӗн тытӑма пула эпир хамӑр ачамӑрсемшӗн лӑпкӑ туйнине палӑртасшӑн», — терӗ министерствӑра яваплӑ вырӑнта тӑрӑшакан хӗрарӑм.
Уявра тӗрлӗ шайри наградӑсем те самай пулчӗҫ.
Сӑнсем (13)
ЧР Наци вулавӑшӗнче пӗтӗм тӗнчери «Чӑваш Ен — ӑслӑлӑх пуҫарӑвӗн лаптӑкӗ» ӑслӑлӑхпа вӗренӳ канашлӑвӗ иртнӗ. Ӑна ӑслӑлӑх кунне халалланӑ. Унта студентсен ӑслӑлӑх обществисем, аспирантсем, ҫамрӑк ӑсчахсемпе специалистсем хутшӑннӑ.
Вулавӑшра ҫамрӑксен ӑслӑлӑхпа техника пултарулӑхӗн куравӗ уҫӑлнӑ. Чӑваш Енри аслӑ шкулсен ӑслӑлӑх обществисем хӑйсен ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн 3-мӗш курсӗнче вӗренекен Николай Демидов хӑйсем ӑсталанӑ робот пирки каласа кӑтартнӑ.
И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн шкул умӗнхи тата тӳрленӳ педагогикипе психологи факультечӗн студенчӗсем куҫ курман ачасем валли хатӗрленӗ кӗнекесемпе паллаштарнӑ.
«Астӑвӑм» шырав отрячӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пынӑ ҫӗрсенче тупнӑ патронсемпе, хӗҫ-пӑшалпа паллаштарнӑ.
Ун чухне ҫамрӑк пултаруллӑ ӑсчахсене те чысланӑ. «Чӑваш Енри чи лайӑх ҫамрӑк ӑсчах» тата «Ҫулталӑк аспиранчӗ» ятсене гуманитари тата ытти енӗпе панӑ. Ӑслӑлӑх тытӑмӗнче чи лайӑх ӑсчах ятне Константин Липин тивӗҫнӗ.
«Чӑваш Енӗн муниципалитет районӗсемпе хула округӗсен пуҫлӑхӗсем хӗллехи каникула май пур таран усӑллӑ ирттереҫҫӗ», — тесе хыпарлать республикӑн Информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министерстви. Ҫакна ведомство тӳре-шара валли ӗнерпе паян «Чӑваш Ен» санаторире ятарлӑ семинар йӗркеленипе ҫирӗплетет.
Семинар вӑхӑтӗнче пуҫлӑхсем республикӑри ертсе пыракан аслӑ шкулсен лекцийӗсене тӑнланӑ, вӗсем валли тренингсемпе ҫавра сӗтелсем йӗркеленӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн историпе географи факультечӗн деканӗ Олег Широков, сӑмахран, кӑҫал пирӗн ҫӗршыв геополитика тата геоэкономика тӗлӗшӗнчен епле хӑрушлӑхпа тӗл пуласси пирки чарӑнса тӑнӑ.
Тӳресен семинарне ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Вӑл иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетсе кӑҫалхи тӗллевсене палӑртса хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |