Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗ Раҫҫейри чи лайӑх 50 ӳнер шкулӗсен йышне кӗме пултарнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫак кунсенче Мускаври Пысӑк театрта иртнӗ конференцире чысланӑ.
Ҫак ӳнер шкулӗ Акциновсен ячӗпе хисепленет. Чыслава уҫнӑ май РФ культура министрӗн пӗрремӗш ҫуме Владимир Аристархов кӑҫал «Ача-пӑча ӳнер шкулӗн чи лайӑх вӗрентекенӗ» тата «Раҫҫейри чи лайӑх 50 ача-пӑча ӳнер шкулӗ» конкурссене ҫӗршыври 85 регион хутшӑннине палӑртнӑ.
Ҫав кунах Раҫҫей академи ӑслӑлӑхӗсен ӑсчахсен ҫуртӗнче пултаруллӑ ачасемпе Пӗтӗм Раҫҫейри канашлу иртнӗ. Унта Тӗп канаш Акциновсем ячӗллӗ ӳнер шкулӗн директорне Владимир Аксёнова пултаруллӑ ачасемпе нумай ҫул ӗҫленӗшӗн «Волонтерская доблесть» орденпа чысланӑ.
Владимир Аксёнов Мускавра иртекен «Раҫҫейри пултаруллӑ ачасем» Пӗтӗм тӗнчери канашлун тулли праваллӑ элчинче 5 ҫул ӗҫлет. Вӑл тӑрӑшнипе пирӗн республикӑра «Чӑваш Енри пултаруллӑ ачасем» канашлу йӗркеленӗ.
Китайра Чӑваш Ен кунӗсем иртнӗ. Нумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗрентекенӗсем Аньхой ялӗнчен таврӑннӑ. Сӑмах май, ЧПУра Аньхой кунӗсем пӗлтӗр иртнӗ.
Тӑватӑ кун хушшинче Чӑвашран кайнӑ делегаци вырӑнти культурӑпа, кухньӑпа паллашнӑ, Китайри ӗҫтешӗсемпе вӑрттӑнлӑхсемпе пайланнӑ. Чӑвашсемпе куҫаруҫӑ ҫӳренӗ. Вӑл вырӑсла куҫарса пынӑ. Унтан вӑл китайла темиҫе юрӑ шӑрантарнӑ. Куншӑн вӑл ӑна чуптума ыйтнӑ. Чӑвашсемшӗн ку тӗлӗнмелле япала пулнӑ.
Тӗлпулура икӗ ҫӗршыв вырӑсла тата китайла вӗренмешкӗн студентсемпе ылмашӑнма калаҫса татӑлнӑ.
Аса илтерер: студентсем нумаях пулмасть Китайра пулса курнӑ. Вӗсем «Волга-Янцзы» (чӑв. Атӑл-Янса) канашлӑва хутшӑннӑ. Ҫавӑнпа студентсем Китай культури пирки нумай каласа кӑтартма пултараҫҫӗ. Вӗсем Китай ҫамрӑкӗсене Раҫҫей, Чӑваш Ен пирки каласа кӑтартнӑ.
ЧПУ ректорӗ каланӑ тӑрӑх, ун пек тӗлупулусем культура тата туризм проекчӗсене шухӑшласа кӑларма пулӑшаҫҫӗ.
Паян, финансистсен професси кунӗнче, банксен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Мероприятие республикӑри банксенчен 15-е яхӑнӗ хутшӑннӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев республикӑри кредит портфелӗнче ҫав банксем 70,1 процент таран тӳпе йышӑннине палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне халӑхӑн 86,5 проценчӗ тупрана ҫав банксен депозит счечӗ ҫинче упранине асӑнса хӑварнӑ. Банксем республикӑра малашлӑхлӑ тӗллевсене татса панӑ чух тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнма пултарнине шута илмеллине те палӑртнӑ.
Укҫа тенӗрен, Михаил Игнатьев ҫакна палӑртса хӑварнӑ: «Эпӗ тӗрлӗ аудиторипе, тӗрлӗ усламҫӑпа тӗл пулнӑ чух халӑхӑн укҫа пурри пирки калатӑп. Анчах ӑна епле туртса кӑларасси сирӗнпе пирӗн пӗрлехи ӗҫ тетӗп. Ку енӗпе пирӗн, паллах, пӑхмалла, пӗтӗмлетӳ тумалла тата малашне ӗҫлемелле».
Сӑнсем (8)
Паян Чӑваш Республикин Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев канашлу ирттернӗ. Хальхинче унта питӗ пӗлтерӗшлӗ документа алӑ пуснӑ.
Михаил Игнатьев Чӑваш Енре 2016 ҫула Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халаллас ыйтӑва ырласа хушӑва алӑ пуснӑ. Михаил Игнатьев палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем Ӗҫ ҫыннине ҫулталӑкне халаллас ыйту тавра предприятисемпе организацисен ертӳҫисемпе, бизнес-сообщество элчисемпе, студентсемпе, вӗренекенсемпе, общество пӗрлешӗвӗсемпе сӳтсе явнӑ.
Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ Чӑваш Ене хальхи экономика лару-тӑрӑвӗнче ҫирӗппӗн аталанма май парӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ӗҫе тата ӗҫ ҫыннине хисеплеме вӗрентӗ.
Аса илтерер: 2016 ҫула Раҫҫейре Раҫҫей киновӗн ҫулталӑкне халаллӗҫ.
Китай Халӑх Республикинче ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗччен ҫамрӑксен канашлӑвӗ иртет. Унта Чӑваш Енри тата Сычуань ялӗнчи ҫамрӑксем хутшӑнаҫҫӗ.
Унта пирӗн республикӑран 11 студент кайнӑ. Вӗсем вӗренӳре, общество ӗҫӗнче, пултарулӑхра палӑрнӑ. Делегаци йышне ҫамрӑк специалистсем те кӗнӗ. Вӗсем пурте китайла е акӑлчанла лайӑх пӗлеҫҫӗ.
Чэнду хулинче иртекен канашлура ҫамрӑксем Сычуань наци культурипе тата историйӗпе паллашӗҫ, музейсене ҫитӗҫ, лекцисене тата лаборатори занятийӗсене хутшӑнӗҫ.
Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 25-мӗшӗччен Крым ҫурмаутрав ҫинче ҫамрӑксен «Таврида» вӗренӳ канашлӑвӗ иртет. Унта Чӑваш Енри пулас ҫыравҫӑсем, ҫамрӑк журналистсем те хутшӑнаҫҫӗ.
Вӗсем хӑйсен проекчӗсене федераци эксперчӗсен умӗнче хӑтланӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Енри пӗр ҫамрӑк хӑйӗн проектне пурнӑҫа кӗртмешкӗн грант ҫӗнсе илнӗ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗренекен Юлия Шелтукова «Эпӗ — вулакан» проектне хӳтӗлесе ӑна пурнӑҫа кӗртмешкӗн 100 пин тенкӗ грант илме пултарнӑ.
Юлия Шелтуковӑн проекчӗ ҫамрӑксене «Квест» евӗр вӑййи Шупашкарти вулавӑшсемпе паллашма май парать. Юля Крымра килӗшнине, унтан каяс та килменнине палӑртнӑ вӑл.
Республика кунӗнче йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, экономика канашлӑвӗ иртет. Кӑҫал та унта чылаййӑн пухӑннӑ. Унта Чӑваш Енӗн логотипне хӑтланӑ.
Логотипа республика ҫыннисем, тӗрлӗ специалистсем (тӗслӗхрен, дизайн, этнографи, истори тытӑмӗнчисем) хатӗрленӗ. Логотип ҫаврашка евӗр.
Мӗне пӗлтерет-ха ҫав ҫаврашка? Вӑл — пӗрлӗх, вӗҫӗ-хӗррисӗрлӗх. Ҫаврашка тӗрлӗ тӗслӗ. Кӑвакки шывпа ҫыхӑннӑ. Шыв Чӑваш Ен ландшафчӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ шутланать. Вӑлах тасалӑха палӑртакан тӳпене кӑтартать. Симӗс тӗс республикӑри ҫутҫанталӑк пурлӑхне уҫса парать.
Логотипӑн пайӗсем пӗр-пӗринпе пӗрлешмесен те вӑл пӗрлӗхе кӑтартать. Ҫак элементсем — чӑваш орнаменчӗн паллисем.
Ҫаврашка варринчи хӗвел вӑя, ӗмӗрлӗх ҫамрӑклӑха, пурнӑҫ вӑйне кӑтартать.
Логотипа Finjecto команин генеральнӑй директорӗ Антон Хреков кӑтартнӑ. Ку паллӑ Чӑваш Ене инвесторсене илӗртмелли май пулӗ.
Паян Шупашкарта Пӗтӗм чӑвашсен культурӑпа экономика форумӗ иртмелле. Ӑна Республика кунне халаллаҫҫӗ. Форума Чӑваш наци конгресӗ пуҫарнӑ.
Мероприятие регионсенчен тата ют ҫӗршывсенчен килнӗ чӑваш наципе культура автономийӗсен ертӳҫисемпе тата хастарӗсене тата xaмӑp тӑрӑхри ӗҫлӗ ҫынсене кӗтеҫҫӗ. Ӗҫлӗ тӗлпулу 17 сехетре Шупашкар хула администрацийӗнче пуҫланать.
Форум тӗллевӗ пирки Чӑваш наци конгресӗн пресс-служби ҫапларах ӑнлантарнӑ: «xaмӑp республикӑна экономика, наука тата культура тӗлӗшӗнчен лайӑхрах аталантарас, ҫӗpшывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан ӗҫлӗ чӑвашсемпе тачӑ ҫыхӑнса, пӗp-пӗрне пулӑшса ӗҫлес тӗллевпе ирттереҫҫӗ». Кунсӑр пуҫне «ку ҫыхӑну Чӑваш наци конгресӗн шайне ӳстерме, хамӑрӑн культурӑпа йӑла-йӗркене анлӑрах аталантарма» май пapасса шанаҫҫӗ.
Чӑваш Ен инвестици енчен лайӑх аталаннӑ тесе палӑртнӑ. Нумаях пулмасть Питӗрте иртнӗ пӗтӗм тӗнчери экономика канашлӑвӗнче кун пирки РФ Президенчӗ Владимир Путин пӗлтернӗ.
Ҫапла майпа пирӗн республика ку енӗпе чи лайӑх 10 регионсен йышне кӗнӗ. Владимир Путин канашлура лайӑх регионсене ятран та асӑннӑ. Вӑл каланӑ списокра ҫаксем пулнӑ: Калуга облаҫӗ, Тутарстан, Белгород, Тамбов, Чӗмпӗр облаҫӗсем, Краснодар енӗ, Ростов, Кострома облаҫӗсем, Чӑваш Республики, Тула облаҫӗ.
ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗ Юрий Попов кӑҫал Чӑваш Ен кунӗсем Патшалӑх Думинче иртнине, унта инвестици ҫинчен калаҫнине пӗлтернӗ.
Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗ Владимир Викторов ЧР Элтеперӗн тата унӑн командин ӗҫӗн кӑтартӑвӗсем пуррине каланӑ.
Ӗнер, ҫӗртмен 2-мӗшӗнче, Атӑл леш енче «Буревестник» кану уйлӑхӗнче «Ҫамрӑксен хули» канашлу уҫӑлнӑ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.
Канашлу ӗнер савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнӑ. Унта Михаил Игнатьев мӑшӑрӗпе Лариса Юрьевнӑпа, Леонид Черкесов, Алена Аршинова хутшӑннӑ.
Канашлу йӗркелӳҫи Станислав Трофимов кӑҫалхи программа пуян пуласса шантарнӑ. Усламҫӑсем, политика тата общество ӗҫченӗсем, журналистсем, депутатсем ҫамрӑксемпе лекцисем, ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ.
Канашлура кашниех хӑйӗн проекчӗпе паллаштарма, инвестор е команьон тупма пултарать. Кӑҫал унта 2000 яхӑн яш-хӗр хутшӑнӗ. Вӗренӳ лапамӗсем пилӗк енпе ӗҫлӗҫ.
Уйлӑхра пресс-центр, Wi-Fi, тренажер залӗ, кафе ӗҫлеҫҫӗ. Ҫамрӑксем палаткӑсенче пурӑнаҫҫӗ, кӑвайт ҫинче хӑйсем тӗллӗн апат пӗҫереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |