Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче уроксене шӑнкӑрав сассипе лармӗҫ. Урок вӗҫленнине те шӑнкӑрав систермӗ. Ҫӗнӗлӗх кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ. Уроксенче шӑнкӑрав памассине пирӗн республикӑра ҫеҫ мар, ытти ҫӗрте те йышӑннӑ.
Шкулти хӑрушсӑрлӑх пирки кӑшӑлвируспа кӗрешекен оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗнче сӑмах хускатнӑ. Республикӑн вӗренӳ министрӗ Сергей Яковлев урок пуҫланса вӗҫленнине учитель сӑнаса тӑрассине пӗлтернӗ. Ачасем унчченхи пек кашни предмета тӗрлӗ класра вӗренмӗҫ. Физика, хими, физкультура, технологи урокӗсем чухне ҫеҫ вӗсен ятарлӑ кабинета кайма тивӗ.
Ирпе шкула пынӑ чух кашни ачан ӳт температруине виҫӗҫ. Ун валли кирлӗ хатӗрсене пурӗ 2400 штук туяннӑ.
Чӑваш Енри тӳре-шара унчен пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулта кӗҫӗн классенче ирхи апат тӳлевсӗр пулать. Анчах ку ашшӗ-амашне питех килӗшмен. Ара, ачасем килте те ирхине апат ҫиме пултараҫҫӗ.
Ҫавна май ку тӗлӗшпе сасӑлав иртнӗ: ачасене ирхине е кӑнтӑрла тӳлевсӗр апат ҫитермелле? Сасӑлава паян пӗтӗмлетнӗ.
Ашшӗ-амӑшӗ, чылайӑшӗ ӗнтӗ, кӑнтӑрлахи апата суйланӑ. Сасӑлава хутшӑннисен 95,7 проценчӗ ку варианта суйланӑ. Ҫапла майпа Шупашкарта вӗренекен 30 пин ача шкулта тӳлевсӗр апатланӗ. Вӑтамран пӗр порци валли хыснаран 52-53 тенкӗ уйӑрӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти кадет Александр Бурган Калашников автоматне 1 сехетре 122 хутчен сӳтсе пуҫтарнӑ. Унӑн кӑтартӑвне Раҫҫей тата Тӗнче рекорчӗсен кӗнекине кӗртнӗ.
Александр Бурган Ҫӗнӗ Шупашкарти кадет лицейӗнче 8-мӗш класра вӗренет. Вӑл Калашников автоматне ҫапӑҫури условисене ҫывӑх лару-тӑрура, ҫӗр ҫине чӗркуҫленсе, сӳтсе пуҫтарнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӑна ура ҫине тӑма, кӑштах канса илме, шыв ӗҫме ирӗк панӑ. Вӑл мӗнле ӗҫленине тӳресем, яваплӑ секретарь, ассистентсем сӑнанӑ.
Палӑртмалла: Александр Бурган кӑҫал «Чӑваш Республикинчи чи лайӑх кадет» ята тивӗҫнӗ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Енре «Асӑрханӑр – ачасем!» акци иртет. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пуҫланнӑ, авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Профилактика мероприятине ҫак вӑхӑтра ҫулсеренех ирттереҫҫӗ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем машинӑсем шкулсем ҫывӑхӗнче правилӑна пӑхӑннине тӗрӗслеҫҫӗ. Ачасене турттарнӑ чух йӗркене пӑхӑнмаллине те аса илтерӗҫ.
Акцие йӗркелекенсем ашшӗ-амӑшне те ачасемпе тимлӗрех пулма, ывӑл-хӗрне ҫул-йӗр правилисемпе паллаштарма ыйтаҫҫӗ. Ачасене ҫул ҫинче асӑрханса ҫӳреме вӗрентмелле. Ҫи-пуҫ ҫинче аякранах курӑнакан хӑю пулмалла.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫынсен ыйтӑвӗсене тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницисенче тӑтӑшах хуравланине хӑнӑхрӑмӑр ӗнтӗ. Черетлӗ хуравсене паян каллех вырнаҫтарнӑ. Сӑмах май вӑл ҫак кунсенче Мускавра пулнине пӗлтернӗ. Унта чӑваш продукцине анлӑрах та нумайрах сутасшӑн.
Олег Николаев патне пӗри хӑйӗн ачине шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентес килменни пирки ҫырнӑ.
Вӑл чӑваш чӗлхине вӗрентмӗҫ-ши тесе кӑсӑкланнӑ.
Олег Николаев хуравланӑ тӑрӑх, тӑван чӗлхе предмет евӗр хӑш чӗлхене вӗренессине кашни хӑй суйлать. Кун пирки шкул директорӗ ячӗпе заявлени ҫырмалла.
Чӑваш Енри 43 шкул ачи «Большая перемена» (чӑв. Пысӑк тӑхтав) Пӗтӗм ҫӗршыври конкурсра ҫурма финала кӗме пултарнӑ. Вӗсем хӑйсен пултарулӑхне тӗрлӗ енӗпе тӗрӗслесе ӑслӑлӑх, укҫа-тенкӗ, вӗрентӳ, ӳнер тата спорт специалисчӗсем ырланине тивӗҫнӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн ҫурма финалӗ Чулхулара ҫурла уйӑхӗн 9-20-мӗшсенче иртӗ.
«Пысӑк тӑхтав» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисем, 10 класа ҫӳрекен пурӗ 300 ача, 1-шер миллион тенкӗ укҫана тивӗҫӗҫ. Ӑна аслӑ шкулта вӗреннӗшӗн тӳлеме, вӗренӳ заведение ҫитме ҫул ҫинчи тӑкакланнине саплаштарма, хысна уйрӑмне вӗренме кӗрсен ипотека тӳлеме усӑ курма ирӗк парӗҫ. Кунсӑр пуҫне аслӑ шкула вӗренме кӗнӗ чух ҫав ачасен 5 балл хушӑнӗ. 8-9 классенче вӗренекен 300 ҫӗнтерӳҫӗне 200-шер пин тенкӗ парӗҫ. Ӑна хушма пӗлӳ илме тата тӗрлӗ енлӗн аталанма тӑкаклама юрӗ. Финалистсене, пурӗ 1200 ачана, «Артек» уйлӑха канма кайма путевка парӗҫ.
Шупашкарти виҫӗ ача пахчи федераци конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Унта ҫӗршыври 17 пин ытла учреждени хутшӑннӑ. Пирӗннисем вара палӑрма пултарнӑ.
Нумаях пулмасть «Гордость отечественного образования» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурс иртнӗ. Унта Шупашкарти 113-мӗш, 114-мӗш тата 128-мӗш ача пахчисем хутшӑннӑ. Чӑваш Енри учрежденисем Раҫҫейри чи лайӑх 700 организаци йышне кӗнӗ, медале тивӗҫнӗ.
Кунашкал конкурс вӗренӳ учрежденийӗсене професси тӗлӗшӗнчен ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хӗтӗртет. Ку вӗсене опытпа ылмашӑнма та май парать.
Шупашкарти Ҫӗнӗ хулари шкул ачасене йышӑнма хатӗр. Унта паян хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пулнӑ. Ҫавӑн пирки вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Алексей Ладыков хыпарланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ шкула сӗтел-пукан кӳрсе килнӗ, бассейна шыв тултарнӑ, спортлапамне хатӗрлесе пӗтернӗпе пӗрех. Вӗренӳ ҫулӗнче ку учреждени 1600 ачана йышӑнӗ.
Ырӑ хыпара вуланисем хушшинче чӑннипех хӑпартланнисем те пур. «Пирӗн вӑхӑтра бассейнлӑ ҫакӑн пек шкул пирки ӗмӗтленме те пултарайман», – палӑртнӑ, сӑмахран, @svetlana.avrora.
Чӑваш Енри вӗрентекенсене кӑшӑлвирус анализне тӳлевсӗр туса парасшӑн. Кун пирки чувашинформ.рф пӗлтерет. Укҫа-тенке вара республикӑри хыснаран уйӑрасшӑн.
«Хамӑр ума тӗллев лартрӑмӑр, эсир ҫакна ырласан, шкулта ӗҫлекенсене, вӗрентекенсене кӑшӑлвирус пуррипе ҫуккине тӳлевсӗр майпа тӗрӗслӗпӗр. Ку анализа ОМС тытӑмӗпе килӗшӳллӗн тӳлеменрен эпир укҫана Чӑваш Ен хыснинчен уйӑрма палӑртнӑ», - тенӗ ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев.
Аса илтерер: шкул ачисене маска тӑхӑнса ҫӳремелле мар пулӗ.
Раҫҫейре класс ертӳҫисене 5-шер пин тенкӗ хушса тӳлӗҫ. Ку хушӑва Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.
Чӑваш Ене ку тӗллевпе 180 миллион тенкӗ килӗ. Ку тӳлеве класс ертӳҫисем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен илме пуҫлӗҫ. Палӑртмалла: класс ертӳҫисене регионта компенсаци пама йышӑннӑ саккунсем те вӑйра пулӗҫ.
Класс ертӳҫисене укҫа хушса тӳлессине РФ Президенчӗ Владимир Путин йышӑннӑ. Ку тӗллевпе ҫӗршыври регионсене 24,73 миллиард тенкӗ ярӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |