Чӑваш чӗлхи
![]() Кармаскалӑ районӗнчи Тинӗскӳл шкулӗнче 9 класра вӗренекен Светлана Кириллова Пушкӑртстанра 8-11 классенче тӑван чӗлхепе литературӑн, ҫав шутра чӑваш чӗлхипе те республика шайӗнчи олимпиада иртнӗ. Хальхинче ӑна «Тӑван чӗлхе тӗнчинче» портал-новигаторта онлайн мелӗпе ирттернӗ. Тӑван чӗлхесен олимпиадине Пушкӑртстан Республикинчи вӗрентӳ заведенийӗсенчи 292 вӗренекен 189 тутар ачи, 46 чӑваш ачи, 39 мари ачи, 18 удмурт ачи хутшӑннӑ. Ачасен пултарулӑхне шкулта мӗнле программӑпа вӗрентнине шута илсе хак панӑ. Республикӑри чӑваш чӗлхипе литература олимпиадинче вырӑс программине пӑхӑнакан шкулсенчи пӗлӳ учрежденийӗсем хушшинче Мияки районӗнчи Еспуҫ, Ҫӗнӗ Хурамал, Кармаскалӑ районӗнчи Тинӗскӳл, Пишпӳлек районӗнчи Кистенлӗ шкулӗсенчи ачасем малти вырӑнсене ҫӗнсе илнӗ. Тӑван чӗлхепе вӗрентекен программӑна суйласа илнӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсен хушшинче Авӑркас районӗнчи Меселпуҫ, Ҫӗньял шкулӗсенчи вӗренекенсем мала тухнӑ тесе пӗлтернӗ вырӑнти «Урал сасси» хаҫатра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |