Паян Чӑваш Республикинчи ҫамрӑк ӑсчахсемпе специалистсен канашӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Унта 2019-2020 ҫулсенчи вӗренӳ ҫулне видеоконференцҫыхӑну мелӗпе тишкернӗ.
Лару пуҫланас умӗн аслӑ шкулти преподавательсен «Открытая лекция» (чӑв. Уҫӑ лекци) республикӑри IX фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. 1-мӗш вырӑна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн шкул ҫулне ҫитменнисене пӗлӗвӗн кафедрин аслӑ преподавателӗ Николай Петренко тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Шупашкарти коопераци институчӗн гуманитари дисциплинисемпе ют чӗлхесен кафедрин преподавателӗ Николай Петренко, виҫҫӗмӗшӗнче — Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн биотехнологи тата ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекен кафедрӑн аслӑ преподавателӗ Олеся Чеченешкина тата И.Н. Ульянов Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ Елена Драндрова.
Чӑваш Енре химипе тата обществознанипе патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле тытни паллӑ.
Химипе 805 ҫын экзамен тытнӑ. Вӗсенчен 113-шӗ ППЭне «иккӗлӗх» ҫырнӑ. 137 ҫын 81 балран ытларах пухнӑ. 16 ҫын вара ыйтусене пурне те тӗрӗс хуравласа 100 балл илейнӗ.
Обществознанипе 2366 ҫын пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен 289-шӗ чи сахал балл та пухайман, 457-шӗ экзамена «пиллӗклӗх» ҫырнӑ. 7 ҫын ку предметпа 100 балл пухнӑ. Вӗсем Патӑрьелти 1-мӗш шкултан, Канашри 7-мӗш шкултан, Ҫӗнӗ Шупашкарти 9-мӗш шкултан, Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимназирен, Шупашкарти 4-мӗш лицейран тата 5-мӗш гимназирен.
Чӑваш Ене вӗр ҫӗнӗ шкул автобусӗсем илсе килнӗ. Пӗтӗмпе 15 транспорт ҫитнӗ. Вӗсене республика хыснинчи укҫа-тенкӗпе туяннӑ, 33,7 миллион тенкӗ тӑкакланӑ.
Ҫӗнӗ автобуссем ҫинче ГЛОНАСС тытӑмӗ, маяк тата тахограф пур. Ҫӗнӗ автобуссемпе киввисене улӑштарӗҫ, хӑшӗ-пӗри ҫӗнӗ маршрутпа ҫула тухӗ.
Палӑртмалла: республикӑра 372 шкул автобусӗ, вӗсенчен 28-шӗ ачасене спорт тата массӑллӑ мероприятисене илсе ҫӳрет. Ыттисем 13 пин ытла ачана 1379 ялтан шкулсене турттарать.
Шупашкар хулинче шкул тума килӗшекен строительство организацине шыраҫҫӗ. Ӗҫе пуҫӑнас текенсем пур пулӗ-ха, анчах укҫана бюджетран тӳленӗ чух подрядчика конкурс ирттерсе палӑртмалла.
Конкурса хутшӑнас текенсен заявкисене ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Лыдыков Инстаграмра пӗлтернӗ. Сӑмах «Садовӑй» микрорайонти вӗренӳ учрежденийӗ пирки пырать.
Шкул 1650 вырӑнлӑх пулмалла. Ӑна тусан асӑннӑ микрорайонта пурӑнакансен шкул ыйтӑвӗ татӑласса шанать сити-менеджер.
Контрактӑн малтанхи хакӗ — 1 миллиард та 92 миллион тенкӗ. Строительство ӗҫне кӑҫал пуҫӑнмалла, 2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче вӗҫлемелле.
⠀
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ачасем мӗнле вӗренӗҫ? Ара, пандемие пула ҫуркунне дистанци мелӗпе ӑс пухма пуҫларӗҫ-ҫке-ха.
Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, вӗренӳ ҫулӗнче шкул ачисем унчченхи пекех парта хушшине ларӗҫ. Кун пирки РФ вӗренӳ министрӗ Сергей Кравцов пӗлтернӗ.
Малтанах ведомство авӑнӑн 1-мӗшӗнче ачасене йӑлана кӗнӗ линейкӑна пухасшӑн пулман. Паллах, ку кӑшӑлвирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. Халӗ вара урӑхларах палӑртнӑ: эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ йӗркеллӗ пулсан линейка иртӗ.
Ачасем унчченхи пекех вӗренӗҫ, парта хушшине ларӗҫ.
Кӑҫал шкул урати урлӑ ярса пуснисемшӗн халӗ питех те яваплӑ вӑхӑт. Пурнӑҫ ҫулӗ шкул вӗренсе пӗтернӗ чух экзамен епле тытнинчен те килет. Ҫавӑнпа та патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне кашниех лайӑх тытма ӑнтӑӑлать.
Чӑваш Енре физикӑпа патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне кӑҫал 1481 ҫамрӑк тытнӑ. Вӗсенчен 4,36 проценчӗ, е 65 ача, чи пӗчӗк бала та пухайман. Шкул пӗтерекен 140 ача (9,45 процент) 81 балран ытларах илнӗ.
Истори предмечӗпе кӑҫал 673 ача патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытнӑ. Вӗсенчен 23-шӗ чи пӗчӗк балл та илеймен. Экзамена хутшӑннисенчен 119-шӗ (17,68%) 80 балл ытла пухнӑ.
Физикӑна 100 баллӑх пӗлнине пӗр ача кӑтартнӑ, историе — виҫҫӗ.
Чӑваш Енри шкулсенче вӗренекенсем математикӑпа патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле тытни паллӑ. 2020 ҫулта математикӑпа (профиль шайӗнче) Чӑваш Енри 3274 ҫын экзамен тытнӑ. Вӗсенчен 217-шӗ (6,6 проценчӗ) чи пӗчӗк балл та пухайман. 279 ҫамрӑк (8,5 процент) 80 ытларах балл пухнӑ.
Математикӑна пирӗн республикӑри 6 ача питӗ лайӑх пӗлет. Шӑпах ҫавӑн чухлӗ ача экзамена 100 баллӑх тытнӑ. Вӗсем – Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти вӗренекенсем. Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне 100 баллӑх тытнисенчен иккӗшӗ Шупашкарти 3-мӗш лицейра, 2-шӗ – 2-мӗш лицейра вӗреннӗ, тепӗр иккӗшӗ – Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире.
Раҫҫее Хӗвеланӑҫ Африкӑри Сенегал каччи 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнче килнӗ. Мамаду Фалл вӑл вӑхӑтра бакалавр дипломӗллӗ пулнӑ ӗнтӗ. Каччӑ ӑна тӑван ҫӗршывӗнче илнӗ. Раҫҫее килсен Хусанта вырӑс чӗлхине ӑша хывнӑ, кайран Шупашкара куҫнӑ, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче (халӗ — аграри университечӗ) вӗренме тытӑннӑ.
Магистрант вӗренӳре те ӗлкӗрсе пынӑ, спортра та. Тӗрлӗ конкурса, ҫӑмӑл атлетика енӗпе ӑмӑртусене хутшӑннӑ, кире пуканӗ йӑтнӑ. Аслӑ шкулти ӑслӑлӑхпа производство центрӗнче практикӑра пулнӑ.
Агроном специальноҫне алла илнӗскер диплома амӑшне, Амината Бойене, халалланӑ. «Вӑл мар пулсан вӗренеймен пулӑттӑм. Хамӑн тантӑшӑмсем пекех шкулта вӗренме пӑрахса ӗҫлеме пуҫлӑттӑм», — каласа кӑтартнӑ каччӑ. Яшӑн ашшӗ 2015 ҫулта вилнӗ. Вӑл фермер пулса ӗҫленӗ. Амӑшӗ — граждан служащийӗ. Ҫемьере пилӗк ача. Мамаду Фалл — чи асли. Тӑван ҫӗршывра каччӑ 2 ҫул та 8 уйӑх пулман.
Кӑҫал вырӑс чӗлхипе 4981 ҫын Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытнӑ. Вӗсенчен 1593-шӗ 80 балран ытларах пухнӑ. Ултӑ ҫын чи пӗчӗк балл та илеймен.
Лайӑх кӑтарту: 30 ҫын вырӑс чӗлхи экзаменӗнче 100 балл пухнӑ. Вӗсем Шупашкартан, Вӑрнар, Комсомольски, Пӑрачкав, Тӑвай районӗсенчен, Улатӑртан, Ҫӗмӗрлерен, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен, Ҫӗнӗ Шупашкартан.
Сӑмах май, кӑҫал информатикӑпа 8 яш-хӗр 100 балл илнӗ. Географи предмечӗпе 100 балл пухна 1 ҫын пулнӑ.
Пирӗн ҫршывра «Килте вӗренме пулӑш» социаллӑ программа пуҫарнӑ. Унӑн тӗллевӗ – шкул ачисене инҫет мел ҫыхӑнӑвӗпе вӗренме май туса парасси. Программӑна «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти, РФ Ҫутӗҫ министерстви тата Стратеги аталанӑвӗн агентстви йӗркеленӗ.
Комсомольскинчи 1-мӗш вӑтам шкул вӗренсе пӗтернӗ Викентий Говорова паян РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова ноутбук парнеленӗ. Хӑй килсе ҫитеймен-ха. Алена Аршинова парнине тата вӑл ырӑ суннине Комсомольски районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Александр Абрамов тата Комсомольски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Мария Илларионова илсе ҫитернӗ. Вӗсем каччӑна депутат ноутбукне тыттарнӑ, пурнӑҫра ӑнӑҫу суннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |