Ыран Шупашкарта 1-11-мӗш классем дистанци мелӗпе вӗренӗҫ. Ку ҫанталӑк шартлама сивӗ пулнипе ҫыхӑннӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Интстаграмри страницинче пӗлтернӗ.
«Юнкун, нарӑсӑн 24-мӗшӗнче, шкулта занятисем пулмӗҫ. 1-11-мӗш классем дистанци мелӗпе вӗренӗҫ», - тесе ҫырнӑ Алексей Ладыков.
«Ҫанталӑк 21» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран ирхине каллех 30 градус сивӗ пулӗ. Эрнекун вара пачах урӑхла ҫанталӑк хуҫаланӗ: термометр 0 градус кӑтартӗ.
Аякри Бурят Республикинче паллӑ ӑсчахӑмӑр Иакинф Бичурин ятне асра тытаҫҫӗ ҫеҫ мар, унпа ӳсекен ӑрӑва та паллаштараҫҫӗ. Бурят Республикинчи чӑвашсен ентешлӗхӗн ертӳҫи Надежда Колесникова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, «Иакинф Бичурин и Бурятия» (чӑв. Иакинф Бичурин тата Бурят Республики) проектӑн пӗрремӗш тапхӑрне пурнӑҫлассине вӗҫленӗ. Асӑннӑ проект пӗлтӗр Президент гранчӗсен иккӗмӗш конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Ҫавна пурнӑҫланӑ май Китай чӗлхине вӗренекен шкул ачисене китай-вырӑс словарьне пуҫласа хатӗрленӗ тата китай чӗлхин пӗрремӗш учебникне йӗркеленӗ Никита Бичуринпа паллаштарнӑ.
Иакинф Бичурин Шупашкар районӗнчи Шемшер ялӗнче 1777 ҫулта ҫуралнӑ, Китайра тӗпчев ӗҫӗпе тимленӗ. Кӳкеҫре «Бичурин тата хальхи самана» музей пур.
Муркаш районӗнчи Кашмашри агрошкул валли директор шыраҫҫӗ. Унта ҫӗршывра халиччен пулман агрошкул уҫӗҫ.
Вӗренӳ учрежденийӗ ял хуҫалӑх специалисчӗсене пӗчӗкрен туптӗ. Ачасене ветеринари вӑрттӑнлӑхне, кукӑль-ҫӑмах тата сыр пӗҫерессине т.ыт. те пӗчӗкрен хӑнӑхтарӗс. Шкултан вӗренсе тухнисене аграри техникумӗсемпе аслӑ шкулӗсене кӗме ҫӑмӑл пулӗ.
Кашмашри шкул директорӗ пулас ӗмӗтлӗ ҫыннӑн вӗренӳ учрежденине аталантармалли программа та хатӗрлемелле. Конкурса хутшӑнакансене заявленийӗсене пуш уйӑхӗн 15-мӗшеччен йышӑнӗҫ. Шкула, аса илтерер, кӑҫал хута ямалла.
«Чӑваш кӗнеке издательстви 2020-мӗш ҫулта «Чӑваш чӗлхи: 9-мӗш класс валли» кӗнеке кӑларчӗ», — тесе пӗлтерет Вӗренӳ институчӗ. Унӑн авторӗсем — Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗсем Ю.М. Виноградов, А.С. Егорова, Л.Г. Петрова.
Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш чӗлхине 9-мӗш класра вӗренме кӑларнӑ кӗнеке тӑрӑх шкул ачисем ҫыхӑну паллиллӗ хутлӑ предложенисен икӗ тӗсӗпе – сыпӑнуллӑ хутлӑ предложенисемпе, пӑхӑнуллӑ хутлӑ предложенисемпе паллашаҫҫӗ, вӗсемпе чӗрӗ пуплевре тата ҫырура усӑ курма хӑнӑхаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне авторсем хӑш-пӗр сӑмахӑн этимологине ӑнлантарнӑ, пуплевпе грамматика йӑнӑшӗсене, вӗсене тӳрлетмелли мелсене кӑтартнӑ.
Пушкӑртстанра 8-11 классенче тӑван чӗлхепе литературӑн, ҫав шутра чӑваш чӗлхипе те республика шайӗнчи олимпиада иртнӗ.
Хальхинче ӑна «Тӑван чӗлхе тӗнчинче» портал-новигаторта онлайн мелӗпе ирттернӗ. Тӑван чӗлхесен олимпиадине Пушкӑртстан Республикинчи вӗрентӳ заведенийӗсенчи 292 вӗренекен 189 тутар ачи, 46 чӑваш ачи, 39 мари ачи, 18 удмурт ачи хутшӑннӑ. Ачасен пултарулӑхне шкулта мӗнле программӑпа вӗрентнине шута илсе хак панӑ.
Республикӑри чӑваш чӗлхипе литература олимпиадинче вырӑс программине пӑхӑнакан шкулсенчи пӗлӳ учрежденийӗсем хушшинче Мияки районӗнчи Еспуҫ, Ҫӗнӗ Хурамал, Кармаскалӑ районӗнчи Тинӗскӳл, Пишпӳлек районӗнчи Кистенлӗ шкулӗсенчи ачасем малти вырӑнсене ҫӗнсе илнӗ.
Тӑван чӗлхепе вӗрентекен программӑна суйласа илнӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсен хушшинче Авӑркас районӗнчи Меселпуҫ, Ҫӗньял шкулӗсенчи вӗренекенсем мала тухнӑ тесе пӗлтернӗ вырӑнти «Урал сасси» хаҫатра.
Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче шкулсем В.П. Станьял, Е.А. Майков, О.А. Вишнева, Г.Л. Никифоров ҫырса-пухса хатӗрленӗ «Тӑван литература, 9 класс» вӗренӳпе вулав кӗнекипе пуянланнӑ.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх. вӗренӳпе вулав кӗнекин авторӗсем тӑххӑрмӗш класра чӑваш халӑхӗн сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекен паха хайлавӗсене, ҫыруллӑ литература аталанӗвне авалхи тӗрӗк тапхӑрӗнчен пуҫласа XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗ таран вӗрентме палӑртнӑ. Чӑваш литератури аталанӑвне истори тапхӑрӗсем ҫине таянса ӑнлантарнӑ.
Вӗренӳпе вулав кӗнекинче 8 пай. Унта «XX ӗмӗрти литература» пай тӗп вырӑн йышӑнать. «XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи литература» пайӗнче паянхи пурнӑҫ ыйтӑвӗсене хускатакан ҫыравҫӑсен – А. Хмыт, В Туркай, М Карягина – хайлавӗсене кӗртнӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи пӗр каҫра Чӑваш Енри 400 ытла шкула тӗрӗсленӗ. Правӑна сыхлакан органсенче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗркаҫ каҫхине мина хума пултарни ҫинчен электрон почтӑпа ҫырусем ҫӗршыври тӗрлӗ шкула ҫитнӗ.
Чӑваш Енре мӗнпур районти 400 ытла вӗренӳ заведенине тӗрӗсленӗ. Мина хунӑ тени суя сӑмах пулнӑ.
Паян ирпе, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, ирхи 7 сехетре Шупашкарти 23-мӗш шкулта мина хунӑ тесе хӑратнӑ. Шкулта ҫв вӑхӑтра пулнӑ 20 ҫынна эвакуацилеме тивнӗ. Нимле мина та тупӑнман.
Право хуралӗнче ӗҫлекенсем халӗ суйса шӑнкӑравлакансене палӑртассипе ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсене 5 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма пулать.
Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта вӗҫӗмех тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ, мӗн те пулин ҫӗннине шухӑшласа кӑларма ӑнтӑлаҫҫӗ.
Шкулти «Ӑста калем» кружока ҫӳрекенсем журналистикин пӗрремӗш утӑмне тунӑ май хӑйсене тележурналист вырӑнӗнче туйса курнӑ.
Кружок ертӳҫи, шкулта чӑваш чӗлхипе литеатурие вӗрентекен Алина Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, 8 класра вӗренекенсем 9 класс ачисенчен интервью илнӗ.
Кружок ертӳҫипе ун пулӑшуҫи Наталья Никифорова аслӑ пионервожатӑй (видео ӳкерессишӗн тата ӑна монтаж туса йӗркене кӗртессишӗн Наталья Станиславовна яваплӑ) малтанхи кӑларӑмра 8 тата 9 класра вӗренекенсене пурне те явӑҫтарас, кӑсӑклантарса ярас тӗллев лартнӑ. Ҫитес кӑларӑмсенче вӗсем шкулти ытти ачана та хутшӑнтарма палӑртнӑ.
Вӑрмар районӗнчи пӗр шкул директорӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл санитарипе эпидемиологи требованийӗсене пурнӑҫламан тесе шутлаҫҫӗ.
Ку Пысӑк Енккасси шкулӗнче тата ун ҫумӗнчи ача пахчинче пулнӑ. Ача пахчинче шӑпӑрлансем, 2-7 ҫулсенчисем, ҫывӑрнӑ. Пӳлӗмре вара сывлӑш температури 15 градус ҫеҫ пулнӑ. Нормативпа килӗшӳллӗн 18 градус пулмалла.
Шкулта вара вырӑс чӗлхи тата информатика пӳлӗмӗсенче 14-15 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑнӑ. Ку та нормӑран пӗчӗкрех.
Шкул ертӳлӗхӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ Шупашкар хулин хавшак сывлӑхлӑ ачасене пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 2-мӗш шкулӗпе пӗрле «Хавшак сывлӑхлӑ ачасене чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентес уйрӑмлӑхсем» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ ирттерӗ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пулӗ. Конференцие Тӗнчери халӑхсен тӑван чӗлхе кунне халаллӗҫ.
Конференци программине ҫак ыйтусемпе докладсем кӗртме палӑртнӑ: «Хавшак сывлӑхлӑ ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентмелли майсемпе мелсем»; «Хавшак сывлӑхлӑ ачасен этнокультура компетецине йӗркелесси»; «Хавшак сывлӑхлӑ ачасене вӗрентмелли хальхи технологисем».
Конференцие хутшӑнма тӗпчевҫӗсене, аслӑ тата вӑтам шкул преподавателӗсене йыхравлаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |