Чӑваш Енри педагогсем «Земство учителӗ» конкурс программине хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пирӗн республикӑра ун пек ваканси — 15 единица.
Аякри шкулсене кайса ӗҫе вырнаҫнӑ учительсем федераци хыснинчен 1 миллион тенкӗ укҫа илейӗҫ.
Программӑна хутшӑнас тесен учительсен ялсемпе посёлоксене, 50 пинрен сахалтарах ҫын пурӑнакан хуласене кайса ӗҫлемелле.
Заявкӑсене ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗччен палӑртмалла.
Республикӑра «Земство вӗрентекенӗсем» валли вакансисем пур. Пӗтӗмпе - 15.
Вӗсене конкурс ирттерсе суйлӗҫ. Унта республикӑри тата ытти регионти педагогсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Мала тухнӑ 15 вӗрентекене 1-ер миллион тенкӗ парӗҫ, 50 пин ҫынран сахалрах пурӑнакан яла ӗҫлеме ярӗҫ. Эрнере 18 сехетрен кая мар ӗҫлеме тивӗ. «Земство вӗрентекенӗн» ялта сахалтан та 5 ҫул вӑй хумалла.
Конкурса ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫӗртмен 20-мӗшӗччен шутлама вӑхӑт парӗҫ. Вӗсем ҫав вӑхӑтра пурӑнмалли вырӑна ҫитсе условисемпе паллашма пултараҫҫӗ.
Пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Сӗнтӗрвӑрриничи вӑрман техникумне ҫӗнӗрен хута ярасси пирки каланӑччӗ. Халӗ вара тӳре-шара шухӑшӗ улшӑннӑ. Техникум пулмӗ.
Олег Алексеевич депутатсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Сӗнтӗрвӑрринче технологи техникумӗ пур, кӑҫал вӑл «Вӑрман тата вӑрманпа парк хуҫалӑхӗ» специальноҫпе лицензи илме хатӗрленет. Ҫитес ҫул вара «Пушар хӑрушсӑрлӑхӗ» тата «Ҫӗр ӗҫӗ» специальноҫсемпе лицензи илесшӗн.
Шупашкарти «Университет» микрорайонти шкул<h2></h2>а 2022 ҫулхи ҫулла тума тытӑннӑ. Ун чухне ӑна 2024 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче туса пӗтерме палӑртнӑ. Ҫулталӑкран влаҫ шкула 2024 ҫул вӗҫнелле кӑна хута ярассине каланӑ.
Анчах Министрсен Кабинечӗн пӗлтӗрхи ӗҫсен кӑтартӑвӗн отчетӗнче ҫак шкула кӑҫал утӑ уйӑхӗнче туса пӗтерессине палӑртнӑ. Эппин, кӑҫал авӑнӑн 1-мӗшӗнче шкул хӑйӗн алӑкне уҫмалла.
Чӑваш Енре пӗр йӑхӑн педагогика стажӗ 800 ҫултан иртнӗ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Титовсен-Андреевсен-Лазаревсен-Жуковсен ӗҫ династийӗ 1903 ҫулта пуҫланнӑ.
Ҫемьери ӗҫ династине Шупашкарти 5-мӗш гимнази директорӗн воспитани енӗпе ӗҫлекен канашҫи Ленина Жукова тӗпченӗ. Истори Гермоген Титовран пуҫланнӑ, вӑл ялсенче пуҫламӑш классене вӗрентнӗ. Ленинӑн ашшӗ-амӑшӗ, пӗртӑванӗсем, тӑванӗн ачисем те педагогикӑра ӗҫленӗ. Нумаях пулмасть мӑнукӗ вӗрентекен пулма йышӑннӑ.
Шупашкарти «Садовый» микрорайонти шкул хӑҫан уҫӑлӗ? Прокуратура шкулӑн 99 проценчӗ хатӗр пулнине палӑртнӑ.
Ӑна хӑҫан хута ярасси паллӑ мар-ха, кирлӗ документсене хатӗрлеҫҫӗ, вӗренӳ пӳлӗмӗсене йӗркене кӗртеҫҫӗ, программӑсем вырнаҫтараҫҫӗ.
Аса илтерер: шкулта 1650 ача валли вырӑн пулӗ. Ӑна 2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче тума тытӑннӑ. Унтанпа виҫӗ подрядчик улшӑннӑ. Юлашки – «Чӑваш Енри ипотека корпорацийӗ».
Паян Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи шкулсене ҫӳрекен ачасем дистанци мелӗпе вӗренӗҫ. Шкул автобусӗсем ҫула тухмӗҫ. Ку йышӑнӑва ҫанталӑк условийӗсем лайӑхланиччен тунӑ.
Ача шкула кайӗ-и е ҫук-и - ашшӗ-амӑшӗ йышӑну тӑвӗ. Пурпӗрех шкула пынӑ ачасем валли вӗренӳ занятийӗсем иртӗҫ.
Сӑмах май, Шупашкарта сивӗ ҫанталӑка пула кӗҫӗн класс ачисем килтен вӗренӗҫ.
Шупашкарти 46-мӗш гимназире вӗренекенсем икӗ эрне карантинра пулнӑ. Ачасем шкула таврӑннӑ-ха, анчах пӳлӗмсенче, спортзалта, коридорта сивӗ. Ашшӗ-амӑшӗ «Ҫыхӑнура» портала ҫӑхав ҫырса янӑ.
Мӗншӗн сивӗ? Ашшӗ-амӑшӗ директор патне пырса та калаҫнӑ. Анчах ыйту татӑлман. Хӑш-пӗр пӳлӗмре сывлӑш температури 12-16 градус кӑна ӑшӑ, коридорта - 12, спортзалта 10 градус ӑшӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче чӑваш чӗлхи учебникӗсен авторӗ Галина Абрамова чӗри тапма чарӑннӑ. Галина Васильевна 60 ҫулта пулнӑ.
Галина Абрамова (Андреева) Галина 1963 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Канаш районӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Чӑваш педагогика институтӗнче (халӗ – университет) вӗреннӗ, аспирантурӑра та пӗлӳ илнӗ. Шупашкарти 59-мӗш вӑтам шкулта ӗҫленӗ. Вӑл – вырӑс шкулӗсенче чӑваш чӗлхине вӗрентмелли вӗренӳпе меслетлӗх ӗҫӗсен, электрон пособисен авторӗ.
Инновацисене пурнӑҫа кӗртме пулӑшакан фонд «Умник» грант конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне виҫӗ ҫамрӑк ӑсчах кӗнӗ. Вӗсем хӑйсен проектне пурнӑҫлама 500-шер пин тенкӗ илӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче – Любовь Юманова, Федор Хлебников тата Ефим Воробьев. Вӗсем И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра, Шупашкарти политехника институтӗнче вӗренеҫҫӗ.
Сӑмах май, унччен Федор Хлебников тата Ефим Воробьев ҫак фондӑн «Студентсен стартапӗ» гранта тивӗҫнӗ. Вӗсем 2022 ҫулта тепӗр ҫамрӑк ӑсчахпа пӗрле проекта аталантарма 1 миллион тенке тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |