Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр шкулта хими класӗ уҫасшӑн. Ӑна 2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен йӗркелесе ярасшӑн.
Кунашкал класра ачасем хими предметне тарӑннӑн вӗренӗҫ. Педагог ятарлӑ квалификациллӗ пулӗ.
Хими класне ачасем конкурс витӗр тухсан кӑна лекме пултарӗҫ. Унта вӗреннӗ ача техникума кӗме, виҫӗ ҫултан квалификациллӗ должноҫ илме пултараҫҫӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 5-6-мӗш классен хими предмечӗпе база пӗлӗвӗ пулӗ.
Шупашкар районӗнчи Янӑш шкулӗн директорне ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн штрафланӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарнӑ.
2021 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ӗҫ укҫин фончӗн хавхалантару пайне валеҫекен комисси ӗҫ кӑтартӑвӗпе тухӑҫлӑхӗшӗн виҫӗ воспитателе пӗчӗк балл лартса пама йышӑннӑ. Воспитательсенчен пӗри шкул директорӗн тӑван хӗрӗ пулнӑ.
Шкул директорӗ хаклава палӑртакан приказа хӑй тӗллӗн улшӑну кӗртсе балсене ӳстерсе панӑ.
Ҫапла вара 2021 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа раштавччен виҫӗ воспитателе хавхалантару укҫине 392 пин тенкӗ ытла йӗркене пӑсса куҫарса панӑ.
Суд шкул директорне 25 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха.
Тутарстанри Олимпиада центрӗнче тӑван чӗлхесен олимпиади иртнӗ. Ӑна раштав уйӑхӗн 19-21-мӗшӗсенче йӗркеленӗ.
Ӑс-тӑнпа пултарулӑха, тавҫӑрулӑхпа мал ӗмӗтлӗхе кӑтартса пама май паракан ӑмӑртӑва Тутарстанра пурӑнакан тӗрлӗ халӑх ачисем хутшӑннӑ. Ҫавсен йышӗнче мордвасем, удмуртсем, марисем пулнӑ. Чӑваш ачисем те тантӑшӗсенчен кая юлас темен — олимпиадӑна ҫунатлансах хутшӑннӑ.
Чи пултаруллисене ӑшӑ сӑмахпа ҫеҫ мар, тав хучӗсемпе те хавхалантарнӑ.
2023 ҫула Раҫҫей Президенчӗ Вӗрентекен тата вӗрентӳҫӗ ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Республикӑри Чӑваш чӗлхипе литератури учителӗсен ассоциацийӗ сӗннипе килес ҫул пирӗн тӑрӑхра «Чӑваш Республикин халӑх учителӗ» хисеплӗ ят пама тытӑнӗҫ.
Ҫав хисеплӗ ят Чӑваш Республикин педагогикинче чи пысӑк патшалӑх награди шутланӗ.
«Чӑваш Республикин халӑх учителӗ» хисеплӗ ята «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекен» ята тивӗҫнӗ учительсене, преподавательсене тата вӗренӳ организацийӗн ытти ӗҫченне парӗҫ.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫлекен 6 ҫын кӑҫал хӑйсен професси шайне ӳстернӗ.
Артистсем тата ансамблӗн техника ӗҫченӗсем Краснодарти, Хусанти, Кемӗрти патшалӑхӑн культура институчӗсенче тата Дмитрий Хворостовский ячӗллӗ Ҫӗпӗрти искусство институтӗнче вӗреннӗ.
Сасӑ инженерӗ Глеб Якушов, сӑмахран, «Концертри тата студири сасӑ режиссури» енӗпе пӗлӗвне туптанӑ, хор артисчӗ Павел Хлебников — вокал ӳнерӗ енӗпе.
Професси шайне ӳстерни артистсен тата ансамбльте ӗҫлекенсен пултарулӑхне ҫӳллӗрех шая ҫӗклеме пулӑшасса шанаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ чӑваш чӗлхипе, литературипе тата культурипе интернет олимпиада ирттернӗ.
Олимпиадӑна 5-11 классенче вӗренекен 679 ача хутшӑннӑ. «Пӗтӗмӗшле илсен, интернет-олимпиадӑна ҫулсерен Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи, Патӑрьел, Ҫӗрпӳ, Елчӗк, Муркаш, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Тӑвай, Сӗнтӗрвӑрри районӗсен шкул ачисем хастар хутшӑнаҫҫӗ», — хыпарланӑ институтра.
Интернет-олимпиадӑн тӗллевӗ — ачасене халӑх культурипе, ӑс-хакӑлпа шухӑш-кӑмӑл пуянлӑхӗпе паллаштарасси, шкул ачисене чӑваш чӗлхипе, литературипе тата культурипе тӗпчев ӗҫне явӑҫтарасси.
Ҫитес ҫул Чӑваш Енри чи маттур вӗрентекенсем 50-шар пин тенкӗ илме пултарӗҫ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хушу алӑ пуснӑ.
Вӗренӳ тытӑмӗнче инноваци енӗпе чи лайӑх ӗҫлекен 30 вӗрентекене 50-шар пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ. Вӗсене ҫак номинацисенче палӑртӗҫ: «Лайӑх методист», «Сусӑр ачасемпе ӗҫлекен чи лайӑх вӗрентекен», «Лайӑх тьютер», «Педагогика дебючӗ», «Учитель-дефектолог», «Тӑван чӗлхепе литературин чи лайӑх вӗрентекенӗ».
Ҫӗршывӑн Кабминӗ специалистсене тӗллевлӗ вӗрентсе кӑлармалли списока ҫулсерен ҫирӗплетет. Ӑна регионсен сӗнӗвне тӗпе хурса хатӗрлет.
Кӑҫал пирӗн ҫӗршыва ҫӗнӗ территорисем кӗчӗҫ. Списока хатӗрленӗ чухне вӗсене те шута илнӗ.
Тӗллевлӗ вӗрентсе кӑлармаллисен списокӗнче — статистиксем, географсем, метеорологсем, архитекторсем, строительсем тата ыттисем.
«Авиастроени» направленипе специалистсене хысна шучӗпе хатӗрлесси хальхи вӑхӑтри 30 процентран 40 процент таран ӳсӗ, «Карап тӑвасси, океанотехника и тинӗс инфраструктурин объекчӗсен системотехники» направленипе 30 процент вырӑнне 40 процент пулӗ, «Информаци хӑрушсӑрлӑхӗ» енӗпе — 20 процент вырӑнне 30 процент.
Самолётсемпе вертолётсем тӑвакансене, чукун ҫулсене тытса тӑракансене тӗллевлӗ вӗрентсе кӑларассине 70 процент таран ӳстерме йышӑннӑ.
«Пӗтӗм тӗнчери хутшӑнусем» тата «Журналистика» енӗпе чакарма йышӑннӑ. Пӗрремӗшӗпе — хальхи 35 процентран 30 процента ҫити, иккӗмӗшпе хальхи 15 процент вырӑнне 10 процент хӑварнӑ.
Чӑваш Енри вӗрентекенсен оклачӗ 1,5 хут ӳсӗ. Ҫак йышӑнӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ку вӗрентӳ тытӑмӗнче тӑрӑшакан 20 пин ытла педагогика ӗҫченне пырса тивет.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хулара вӑй хуракан ҫамрӑк учительсене пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсене ҫулталӑк ӗҫлесен пӗр хутчен 10 оклад чухлӗ тӳлев параҫҫӗ. Професси пӗлӗвӗ илнӗ педагогсем тӳрех ӗҫе пуҫӑнсан вӗсене кашни уйӑхра 2 пин тенкӗ хушса тӳлеҫҫӗ.
Истори страницине уҫсан...
Чӗмпӗр кӗпернин Пӑва уесӗнчи ялсенче шкулсем уҫас, вӗсене учительсемпе тивӗҫтерес ӗҫре И.Я.Яковлева халӑх училищисен инспекторӗ, каярахпа директорӗ пулнӑ И.Н.Ульянов пысӑк пулӑшу панӑ. Илья Николаевича ҫак ӗҫе шаниччен пуҫламӑш училищӗсенчи лару-тӑру питӗ кӑткӑс пулнӑ, ачасене ӑнсӑртран тупӑннӑ ҫынсем вӗренткеленӗ тӗслӗхсем те паллӑ. Вӗсен ятарлӑ педагогика пӗлӗвӗ те пулман.
И.Н.Ульянов, инспектор тӗрӗслевӗпе кӗпӗрнери ялсене тухса ҫӳренӗ чух, ҫак ҫитменлӗхсене тӳрех асӑрханнӑ.
1871 ҫулхи декабрӗн 20-мӗшӗнче И.Н.Ульянов хыҫлӑ ҫула кӳлнӗ икӗ лашапа (ывӑннӑ лашасене Упи вулӑсне кӗрсе ҫӗннисемпе улӑштарнӑ — авт.) Чиркӳллӗ Шӑмӑршӑ ялне пырса ҫитет. Кунти шкулта ӑна пӑшӑрхантараканни тата тарӑхтараканни пайтах тупӑннӑ. Инспектор хӑйӗн ӗҫ хутӗнче ҫапла ҫырнӑ: «Шӑмӑршӑ шкулӗнче ҫар училищине пӗтернӗ Теплов учитель ӗҫне туса пырать. Унӑн «вӗрентӗвӗ» ҫапларах пулса пырать: кашни вӗренекен ал айӗнче мӗнле кӗнеке пур, ҫавна вулать; ҫавна пулах пӗри — Евангели вулать, тепри — «Мирской вестник» журналти сыр тума вӗрентекен статьяна шӗкӗлчет, виҫҫӗмӗшӗ — Галахов хрестоматине алла тытнӑ, хӑшӗсем вара Максимовӑн «Край крещенского света» кӗнекипе е виҫӗ пӗр тӑван ҫинчен хывнӑ юмахпа палашаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |